Skip to content

Йыша шутлани 26

26
1Халӑх ҫапла пӗтнӗ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Моисее тата Елеазара — Аарон ывӑлне, священника — каланӑ: 2вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур Израиль ывӑлне, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, вӗсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухӑр, тенӗ. 3Вара Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Моисейпе Елеазар священник халӑха ҫапла тесе каланӑ: 4Ҫӳлхуҫа Моисейпе Израиль ывӑлӗсене ҫапла хушать: Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ Израиль ывӑлӗсене, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тухӑр:
5Рувим, Израилӗн малтанхи ывӑлӗ. Рувим ывӑлӗсем: Ханохран — Ханох ӑрӑвӗ, Фаллуран — Фаллу ӑрӑвӗ, 6Хецронран — Хецрон ӑрӑвӗ, Хармирен — Харми ӑрӑвӗ; 7Рувим ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ; пурӗ хӗрӗх виҫӗ пин те ҫичҫӗр вӑтӑр ҫын шутласа кӑларнӑ. 8Фаллу ывӑлӗсем: Елиав. 9Елиав ывӑлӗсем: Немуил, Дафан тата Авирон. Шӑпах ҫак Дафанпа Авирон ӗнтӗ, пухӑва ҫӳрекенскерсем, Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑнӑ Корей каварҫисемпе пӗрле халӑха Моисейпе Аарона хирӗҫ пӑтратнӑ; 10вара ҫӗр ҫурӑлса кайнӑ, вӗсене те, Корее те ҫӗр ҫӑтса янӑ; вӗсемпе пӗрле вӗсен каварҫисем те вилнӗ, ун чухне икҫӗр аллӑ ҫынна вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ, ку астутаракан паллӑ пулнӑ; 11анчах Корей ывӑлӗсем вилмен.
12Симеон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Немуилран — Немуил ӑрӑвӗ, Яминран — Ямин ӑрӑвӗ, Яхинран — Яхин ӑрӑвӗ, 13Зарӑран — Зара ӑрӑвӗ, Саулран — Саул ӑрӑвӗ; 14Симеон ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ [шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн]: ҫирӗм икӗ пин те икҫӗр ҫын.
15Гад ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Цефонран — Цефон ӑрӑвӗ, Хаггирен — Хагги ӑрӑвӗ, Шунирен — Шуни ӑрӑвӗ, 16Ознийрен — Озний ӑрӑвӗ, Ерирен — Ери ӑрӑвӗ, 17Ародран — Арод ӑрӑвӗ, Арелирен — Арели ӑрӑвӗ; 18Гад ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: хӗрӗх пин те пилӗкҫӗр ҫын.
19Иуда ывӑлӗсем: Ир тата Онан, [Шела, Фарес тата Зара]; Ир тата Онан Ханаан ҫӗрӗнче вилнӗ; 20Иуда ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Шеларан — Шела ӑрӑвӗ, Фаресран — Фарес ӑрӑвӗ, Зарӑран — Зара ӑрӑвӗ; 21Фарес ывӑлӗсем: Есромран — Есром ӑрӑвӗ, Хамулран — Хамул ӑрӑвӗ; 22Иуда ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: ҫитмӗл ултӑ пин те пилӗкҫӗр ҫын.
23Иссахар ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Фоларан — Фола ӑрӑвӗ, Фуваран — Фува ӑрӑвӗ, 24Иашувран — Иашув ӑрӑвӗ, Шимронран — Шимрон ӑрӑвӗ; 25Иссахар ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: утмӑл тӑватӑ пин те виҫҫӗр ҫын.
26Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Середран — Серед ӑрӑвӗ, Елонран — Елон ӑрӑвӗ, Иахлеилран — Иахлеил ӑрӑвӗ; 27Завулон ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: утмӑл пин те пилӗкҫӗр ҫын.
28Иосиф ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Манассия тата Ефрем. 29Манассия ывӑлӗсем: Махиртан — Махир ӑрӑвӗ; Махирӑн Галаад ҫуралнӑ, Галаадран — Галаад ӑрӑвӗ. 30Акӑ Галаад ывӑлӗсем: Иезертан — Иезер ӑрӑвӗ, Хелекран — Хелек ӑрӑвӗ, 31Асриилран — Асриил ӑрӑвӗ, Шехемран — Шехем ӑрӑвӗ, 32Шемидаран — Шемида ӑрӑвӗ, Хефертан — Хефер ӑрӑвӗ. 33Салпаадӑн, Хефер ывӑлӗн, ывӑл пулман, хӗрсем ҫеҫ пулнӑ; Салпаад хӗрӗсен ячӗсем: Махла, Ноа, Хогла, Милка тата Фирца. 34Манассия ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ; вӗсем аллӑ икӗ пин те ҫичҫӗр ҫын шутланнӑ.
35Акӑ Ефрем ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Шутелӑран — Шутела ӑрӑвӗ, Бехертан — Бехер ӑрӑвӗ, Таханран — Тахан ӑрӑвӗ; 36акӑ тата Шутела ывӑлӗсем: Аранран — Аран ӑрӑвӗ; 37Ефрем ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: вӑтӑр икӗ пин те пилӗкҫӗр ҫын. Акӑ Иосиф ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем ӗнтӗ.
38Вениамин ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Белӑран — Бела ӑрӑвӗ, Ашбелран — Ашбел ӑрӑвӗ, Ахирамран — Ахирам ӑрӑвӗ, 39Шефуфамран — Шефуфам ӑрӑвӗ, Хуфамран — Хуфам ӑрӑвӗ; 40Бела ывӑлӗсем ҫаксем: Ард тата Нааман; [Ардран —] Ард ӑрӑвӗ, Нааманран — Нааман ӑрӑвӗ; 41Вениамин ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ; вӗсем хӗрӗх пилӗк пин те ултҫӗр ҫын шутланнӑ.
42Акӑ Дан ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Шухамран — Шухам ӑрӑвӗ; Дан ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ ҫаксем пулаҫҫӗ. 43Шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн Шухам ӑрӑвӗсенче утмӑл тӑватӑ пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.
44Асир ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Имнаран — Имна ӑрӑвӗ, Ишваран — Ишва ӑрӑвӗ, Верияран — Верия ӑрӑвӗ; 45Верия ывӑлӗсенчен: Хевертан — Хевер ӑрӑвӗ, Малхиилран — Малхиил ӑрӑвӗ; 46Асир хӗрӗн ячӗ Сара; 47Асир ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ, шута илсе тухнӑ хыҫҫӑн: аллӑ виҫӗ пин те тӑватҫӗр ҫын.
48Неффалим ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем: Иахцеилран — Иахцеил ӑрӑвӗ, Гунирен — Гуни ӑрӑвӗ, 49Иецертан — Иецер ӑрӑвӗ, Шиллемран — Шиллем ӑрӑвӗ; 50ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласассӑн, Неффалим ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ; вӗсем хӗрӗх пилӗк пин те тӑватҫӗр ҫын шутланнӑ.
51Ҫавӑн чухне Израиль ывӑлӗсен шута кӗнӗ йышӗнче пурӗ ултҫӗр пӗр пин те ҫичҫӗр вӑтӑр ҫын шутланнӑ.
52Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее ҫапла тесе каланӑ: 53вӗсене ят тӑрӑх еткер ҫӗр уйӑрса памалла; 54йышлӑраххисене ҫӗрне нумайрах пар, сахал йышлисене ҫӗрне сахалрах пар, кашни йӑха шута кӗнӗ ҫын шутӗнчен шайласа ҫӗр памалла; 55ҫӗре шӑпа тӑрӑх уйӑрмалла, кашнийӗн хӑйӗн еткер пайне ӑру пуҫӗнчи ашшӗ ячӗпе уйӑрнӑ ҫӗртен илмелле; 56пысӑк йышлӑ ӑру-и, сахал йышлӑ ӑру-и — вӗсенӗн еткер ҫӗрне шӑпа ярса пайламалла.
57Ҫавӑн чухне шута илнӗ левитсен ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ: Гирсонран — Гирсон ӑрӑвӗ, Каафран — Кааф ӑрӑвӗ, Мерарирен — Мерари ӑрӑвӗ. 58Левий ӑрӑвӗсем ҫаксем: Ливни ӑрӑвӗ, Хеврон ӑрӑвӗ, Махли ӑрӑвӗ, Муши ӑрӑвӗ, Корей ӑрӑвӗ. Каафран Амрам ҫуралнӑ. 59Амрам арӑмӗ, Иохаведа ятлӑскер, Левий хӗрӗ пулнӑ, Левий арӑмӗ ӑна Египетра ҫуратнӑ, Иохаведа хӑйӗн упӑшкине вара Аарона, Моисее тата вӗсен аппӑшне Мариама ҫуратса панӑ. 60Ааронӑн Надав тата Авиуд, Елеазар тата Ифамар ҫуралнӑ; 61анчах Надавпа Авиуд Ҫӳлхуҫа умне ют вут илсе пынӑшӑн [Синай пушхирӗнче] вилнӗ. 62Пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑрах мӗнпур арҫынна шутласа тухнӑ, вӗсем ҫирӗм виҫӗ пин пулнӑ; вӗсене Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле шутламан, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Израиль ывӑлӗсен хушшинче еткер ҫӗр паман.
63Моисейпе Елеазар священник Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, шутласа тухнӑ Израиль ывӑлӗсем ҫаксем ӗнтӗ; 64вӗсен шутӗнче Моисейпе Аарон священник Синай пушхирӗнче шута илсе тухнӑ Израиль ывӑлӗсенчен пӗр ҫын та пулман, 65мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа: «вӗсем пушхирте вилсе юлӗҫ» тенӗ, ҫавӑнпа унччен шута илнӗ ҫынсенчен Иефонния ывӑлӗ Халев тата Нав ывӑлӗ Иисус ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ.