Марк ҫырнӑ Евангели 7
7
1Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсем Иисус патне пуҫтарӑннӑ; 2вӗсем Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗ таса мар алӑпа, аллине ҫумасӑрах, апат ҫинине курнӑ та ӳпкелешнӗ. 3Мӗншӗн тесессӗн фарисейсем те, пур иудей та, ваттисен йӑлипе, аллине лайӑх ҫумасӑр апат ҫимеҫҫӗ; 4суту-илӳрен таврӑнсан та ҫӑвӑнмасӑр ҫимеҫҫӗ. Вӗсем тытса пурӑнма йышӑннӑ йӑла-йӗрке тата та нумай: чашӑк-тирӗке, куркасене, хурансене, саксене ҫумалла. 5Ҫавӑнпа ӗнтӗ фарисейсемпе кӗнекеҫӗсем Иисусран ыйтнӑ: мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлипе пурӑнмаҫҫӗ? аллине ҫумасӑрах апат ҫиеҫҫӗ? тенӗ. 6Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: сирӗн ҫинчен, икӗ питлӗскерсем ҫинчен, Исаия пророк тӗрӗс каланӑ, вӑл ҫапла ҫырнӑ: «ҫак ҫынсем Мана чӗлхи-ҫӑварӗпе хисеплеҫҫӗ, чун-чӗрипе вара — Манран аякра: 7вӗсем этем вӗрентӗвне, этем ӳкӗчӗсене вӗрентеҫҫӗ, апла Мана хисепленин ним усси те ҫук». 8Эсир, Турӑ хушнине пӑрахса, этем кӑларнӑ йӑласене — куркасене, чашӑк-тирӗке ҫӑвассине тата ҫавӑн евӗрлине — нумай тӑватӑр, тенӗ. 9Тата каланӑ: эсир хӑвӑр йӑлӑра тытасшӑн Турӑ хушнине пӑрахни лайӑх-и вӑл? 10Моисей ҫапла каланӑ: «аҫупа аннӳне хисепле» тенӗ; тата: «ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр» тенӗ. 11Эсир вара ҫапла калатӑр: кам та кам хӑй ашшӗне е амӑшне: «эсӗ манран илессине эпӗ «корван» (Турӑ валли) тесе Турра пама асӑнтӑм» тесессӗн, 12эсир ӑна хӑй ашшӗшӗн е амӑшӗшӗн нимӗскер тумасан та юрать, тетӗр, 13ҫапла хӑвӑр кӑларнӑ йӑлашӑн Турӑ сӑмахӗнчен иртетӗр; ҫавӑн евӗрлине эсир нумай тӑватӑр, тенӗ. 14Унтан пӗтӗм халӑха чӗнсе илсе каланӑ: Мана пурсӑр та итлӗр те ӑнланса илӗр: 15ҫынна тулашӗнчен кӗрекенни нимӗн те ирсӗрлетме пултараймасть; ҫынна ҫын ӑшӗнчен тухаканни ирсӗрлетет. 16Илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ. 17Иисус халӑхран уйӑрӑлса пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫав ытарӑш ҫинчен ыйтнӑ. 18Вӑл вӗсене каланӑ: эсир те халичченех ӑнланмастӑр-и? Ҫынна тулашӗнчен кӗрекенни нимӗн те ирсӗрлетме пултарайманнине ӑнкараймастӑр-и? 19Мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫын чӗрине мар, вар-хырӑмне кӗрет те унтан каялла тухать, ҫапла кирек мӗнле апат та тасалать, тенӗ. 20Тата малалла каланӑ: ҫын ӑшӗнчен тухаканни ҫынна ирсӗрлетет: 21усал шухӑшсем, ясарлӑх, аскӑнлӑх, вӗлересси, 22вӑрласси, ӗмӗтсӗрленесси, хаяр сунасси, улталасси, намӑс тӑвасси, хапсӑнасси, Турра хурласси, мӑн кӑмӑллӑ пуласси, ӑссӑрланасси ҫын ӑшӗнчен, ҫын чӗринчен тухать; 23ҫак пӗтӗм усаллӑх ӑшран тухса ҫынна ирсӗрлетет, тенӗ.
24Унтан кайсассӑн Тирпа Сидон ҫӗрне ҫитнӗ; унта пӗр ҫурта кӗнӗ, ӗнтӗ Хӑй ҫинчен никама та пӗлтересшӗн пулман; анчах та пытарӑнса юлайман. 25Хӗрне усал ернӗ пӗр хӗрарӑм ҫавӑн чухнех Ун ҫинчен илтнӗ те, пырса, Ун ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ; 26хӗрарӑмӗ, Сирофиникия ҫынни, суя тӗнлӗскер пулнӑ; вӑл Ӑна хӗрӗ ӑшӗнчи усала хӑваласа кӑларма тархасланӑ. 27Иисус каланӑ ӑна: малтан ачасене тӑрантармалла; ҫӑкӑра ачасенчен туртса илсе йытӑсене пӑрахса пани аван мар, тенӗ. 28Хӗрарӑм Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫапла-ха та, Ҫӳлхуҫамӑр, анчах йытӑсем те ачасен сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ, тенӗ. 29Иисус каланӑ ӑна: ҫак сӑмахшӑн каях ӗнтӗ; хӗрӳ ӑшӗнчен усал тухрӗ, тенӗ. 30Хӗрарӑм киле таврӑннӑ ҫӗре ӗнтӗ ӑшӗнчен усал тухнӑ хӗрӗ вырӑн ҫинче выртнӑ.
31Иисус Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен Вунхула ҫӗрӗ урлӑ кайса каллех Галилея тинӗсӗ патне тухнӑ. 32Ун патне хӑлхасӑр, селӗп ҫынна илсе пынӑ та Ӑна ун ҫине аллине хума тархасланӑ. 33Иисус ӑна халӑхран аяккалла илсе кайнӑ та Хӑйӗн пӳрнисене унӑн хӑлхи шӑтӑкӗсене чикнӗ, унтан сурнӑ та унӑн чӗлхине сӗртӗннӗ; 34вара тӳпенелле пӑхса ассӑн сывласа янӑ та: еффафа?! тенӗ, «еффафа?» тени «уҫӑл» тени пулать. 35Ҫав самантрах лешӗн хӑлхи те уҫӑлнӑ, чӗлхи ҫыхланни те иртсе кайнӑ, вӑл ӗнтӗ уҫӑмлӑн калаҫа пуҫланӑ. 36Иисус вӗсене ҫакӑн ҫинчен никама та калама хушман. Анчах Вӑл вӗсене темӗн чухлӗ чарсан та, лешӗсем тата ытларах калаҫса ҫӳренӗ. 37Ҫынсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: ялан ырӑ тӑвать — хӑлхасӑррисене илтекен, чӗлхесӗррисене калаҫакан тӑвать, тенӗ.
Currently Selected:
Марк ҫырнӑ Евангели 7: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.