Марк ҫырнӑ Евангели 14
14
1Пасха уявӗпе тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитиччен тата икӗ кун юлнӑ; аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем Иисуса епле те пулин чеелӗхпе тытса вӗлерме май шыранӑ; 2вӗсем ӗнтӗ: анчах уяв вӑхӑтӗнче тытас мар, халӑх пӑлханмалла ан пултӑр, тенӗ.
3Вӑл Вифанире тилҫеллӗ Симон килӗнче апат ҫисе ларнӑ чухне пӗр хӗрарӑм алаватсӑр савӑтпа хаклӑ йышши таса нард ҫӑвӗнчен тунӑ мирӑ илсе пынӑ; савӑтне ҫӗмӗрсе ҫӑвне Ун пуҫӗ ҫине юхтарнӑ. 4Хӑшӗ-пӗрисем, тарӑхса, пӗр-пӗринпе калаҫнӑ: мӗне кирлӗччӗ ку мирӑна сая яма? 5ӑна виҫҫӗр динарирен те хаклӑрах сутса, укҫине кӗлмӗҫсене пама пулатчӗ, тенӗ. Вӗсем хӗрарӑма хытах ӳпкеленӗ. 6Иисус вӗсене каланӑ: ан тивӗр ӑна; ӑна мӗншӗн кӳрентеретӗр? вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ. 7Кӗлмӗҫсем сирӗн яланах пулӗҫ, кӑмӑлӑр пулсан вӗсене эсир кирек хӑҫан та ырӑ тума пултаратӑр; Эпӗ вара сирӗнпе яланах пулас ҫук. 8Вӑл хӑй мӗн тума пултарнине турӗ: Манӑн Ӳтӗме пытармашкӑн малтанах ҫу сӗрсе хучӗ. 9Чӑн калатӑп сире: ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчере, кирек ӑҫта вӗрентсессӗн те, пур ҫӗрте те ҫак хӗрарӑма асӑнса вӑл мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, тенӗ.
10Вуникӗ вӗренекенӗнчен пӗри, Иуда Искариот, Иисуса аслӑ священниксене тытса парас тесе, вӗсем патне кайнӑ. 11Лешӗсем ҫавна илтсессӗн хӗпӗртесех ӳкнӗ, ӑна кӗмӗл укҫа пама пулнӑ. Вӑл вара Ӑна епле те пулин тытса парас тесе меллӗ самант шыранӑ.
12Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн малтанхи кунӗнче, пасха путекки пусакан вӑхӑтра, вӗренекенӗсем калаҫҫӗ Ӑна: Эсӗ пасха ӑҫта ҫиес тетӗн? эпир кайса хатӗрлӗпӗр, теҫҫӗ. 13Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен иккӗшне ҫапла каласа ярать: хулана кайӑр; унта сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫын тӗл пулӗ; эсир ҫавӑн хыҫҫӑн кайӑр, 14вӑл ӑҫта кӗрӗ, ҫав ҫурт хуҫине калӑр эсир: «Вӗрентекен: Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пӗрле пасха ҫимелли пӳлӗм ӑҫта? тет», тейӗр. 15Вӑл сире ҫӳлти пӳлӗме — пысӑк та тирпейлӗ пӳлӗме — кӑтартӗ; ҫавӑнта хатӗрлӗр, тенӗ. 16Унӑн вӗренекенӗсем кайнӑ, хулана ҫитнӗ, пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулнӑ; вара пасха хатӗрлесе хунӑ. 17Каҫ пулсассӑн Вӑл унта вуникӗ вӗренекенӗпе пӗрле пырать. 18Ҫисе ларнӑ чухне Иисус каланӑ: чӑн калатӑп сире: сирӗнтен пӗри, Манпа пӗрле ҫиекенӗ, Мана тытса парӗ, тенӗ. 19Вӗсем салхуланса кайса пӗрин хыҫҫӑн тепӗри Унран ыйта пуҫланӑ: эпӗ мар-и? тенӗ. 20Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: вуниксӗртен пӗри, Манпа пӗрле тирӗкрен пуҫаканни. 21Этем Ывӑлӗ ӗнтӗ, Хӑй ҫинчен ҫырнӑ пек, Хӑйӗн ҫулӗпех пырать, анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ ҫитӗ: ҫав ҫынна ҫураличчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ, тенӗ.
22Апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑра илсе пилленӗ те ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: илӗр, ҫийӗр; ку — Манӑн Ӳтӗм, тенӗ. 23Унтан куркине илсе Турра тав тунӑ та вӗсене панӑ; ҫав куркаран пурте ӗҫнӗ. 24Вара вӗсене каланӑ: ку — Манӑн Юнӑм, ҫӗнӗ халала ҫирӗплетекен, нумай ҫыншӑн юхакан Юнӑм. 25Чӑн калатӑп сире: Эпӗ ӗнтӗ Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӗнӗ эрех ӗҫес кунчченех иҫӗм ҫырли эрехне урӑх ӗҫмӗп, тенӗ.
26Унтан мухтав юрри юрласа Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ. 27Ҫавӑн чухне Иисус вӗренекенӗсене калать: кӗҫӗр эсир пурсӑр та Ман тӗлӗшӗмрен улталанатӑр, мӗншӗн тесессӗн: «кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, сурӑхӗсем сапаланса кайӗҫ» тесе ҫырнӑ. 28Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Эпӗ Галилейӑра сирӗнтен маларах пулӑп, тенӗ. 29Петр каланӑ Ӑна: пурте улталансан та, эпӗ улталанмӑп, тенӗ. 30Иисус вара ӑна ҫапла калать: чӑн калатӑп сана: кӗҫӗрех, автан икӗ хут авӑтиччен, эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн, тенӗ. 31Петр ҫине тӑрсах каланӑ: Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та Санран тунассӑм ҫук, тенӗ. Ыттисем те ҫавнашкалах каланӑ.
32Вӗсем Гефсимани теекен вырӑна пыраҫҫӗ; Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла калать: Эпӗ кӗлтӑвиччен ҫакӑнта ларӑр-ха, тет. 33Хӑйпе пӗрле Петра, Иакова тата Иоана илсе каять; унта тӗмсӗлсе, тертленсе хуйхӑра пуҫлать. 34Вӗсене ҫапла калать: Манӑн чунӑм вилесле асапланать; ҫакӑнта пулӑр, ан ҫывӑрӑр, тет. 35Унтан кӑшт аяккалла пӑрӑннӑ та май пулсан ҫак сехет Хӑйӗнчен иртинччӗ тесе ҫӗре ӳксе кӗлтунӑ; 36ҫапла каланӑ: эй Авва, эй Аттемӗм! Эсӗ пурне те тума пултаратӑн; ҫак куркана Манран ирттерсе ярсамччӗ; анчах Эпӗ тӑвас тени мар, Эсӗ тӑвас тени пултӑр, тенӗ. 37Унтан каялла пырать те вӗренекенӗсем ҫывӑрнине курать, вара Петра ҫапла калать: Симон! эсӗ ҫывӑратӑн-и? пӗр сехет те пулин ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗн-и? 38Сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр: сывлӑш сыхӑ, ӳт чӑтӑмсӑр, тет. 39Унтан каллех аяккалла пӑрӑнса ҫав сӑмахах каласа кӗлтунӑ. 40Каялла пырсан каллех Вӑл лешӗсем ҫывӑрнине курнӑ: вӗсене ыйхӑ пусса ҫитернӗ, ӗнтӗ вӗсем Ӑна нимӗн калама та пӗлмен. 41Виҫҫӗмӗш хут пырать, калать вӗсене: эсир халӗ те ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Ҫитӗ! Вӑхӑт ҫитрӗ: ӗнтӗ Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ. 42Тӑрӑр, каяр; акӑ Мана тытса паракан ҫывӑхарчӗ, тет.
43Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле аслӑ священниксем, аслӑ ҫынсем, кӗнекеҫӗсем янӑ темӗн чухлӗ халӑх хӗҫсемпе, шалчасемпе пырса ҫитнӗ. 44Ӑна тытса параканӗ вӗсене ҫавнашкал паллӑ пама пулнӑ: эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ пулӗ; вара ярса тытӑр та Ӑна, шанчӑклӑ хуралпа илсе кайӑр, тенӗ. 45Ҫитсессӗнех вӑл Иисус патне пынӑ та: Равви?! тесе Ӑна чуптунӑ. 46Вара Ун ҫине алӑ хурса Ӑна ярса тытнӑ. 47Ҫавӑнта тӑракансенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та, аслӑ священник чури ҫине сулса ярса, унӑн хӑлхине касса татнӑ. 48Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене каланӑ: Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалчасемпе тухнӑ. 49Эпӗ куллен сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнчеччӗ, сире вӗрентеттӗм, эсир Мана тӗкӗнмерӗр. Ӗнтӗ ҫырни вырӑна килтӗр, тенӗ. 50Ҫавӑн чухне Ӑна пурте пӑрахса тарнӑ. 51Пӗр яш ача, ҫара ӳчӗ ҫинченех витӗнчӗк пӗркеннӗскер, Иисус хыҫӗнчен пынӑ; ӑна салтаксем ярса тытнӑ. 52Вӑл вара, витӗнчӗкне вӗсен аллинче хӑварса, ҫарамассӑнах тарнӑ.
53Иисуса аслӑ священник патне илсе пынӑ; ҫавӑнта пур аслӑ священниксем, аслӑ ҫынсем, кӗнекеҫӗсем пухӑннӑ. 54Петр аслӑ священник картишне ҫитичченех Иисус хыҫӗнчен аякран пынӑ; ҫитсессӗн тарҫӑсемпе пӗрле вут умӗнче ӑшӑнса ларнӑ. 55Аслӑ священниксемпе пӗтӗм синедрион Иисуса вӗлерттерме сӑлтав тупасшӑн Ун ҫинчен кӳнтелекене шыранӑ, анчах тупайман. 56Ун ҫинчен нумайӑшӗ суя кӳнтеленӗ, анчах вӗсем кӳнтелени ҫителӗклӗ пулман. 57Хӑшӗ-пӗри ура ҫине тӑрсах Ӑна хирӗҫ кӳнтелесе ҫапла каланӑ: 58Вӑл: «этем аллипе тунӑ ҫак Турӑ Ҫуртне аркатӑп та виҫӗ кунран урӑххине, алӑпа туманнине, туса лартӑп» тесе каланине эпир хамӑрах илтрӗмӗр, тенӗ. 59Анчах ҫапла кӳнтелени те ҫителӗклӗ пулман. 60Вара аслӑ священник, вӑта ҫӗре тӑрса, Иисусран ҫапла ыйтнӑ: мӗншӗн Эсӗ хирӗҫ нимӗн те каламастӑн? Хӑвна айӑпланине хирӗҫ нимӗн те калаймастӑн-и? тенӗ. 61Иисус чӗнмен, хирӗҫ тавӑрса нимӗн те каламан. Аслӑ священник каллех ыйтнӑ Унран, Ӑна ҫапла каланӑ: Эсӗ Христос-и, Мухтавлӑ Турӑ Ывӑлӗ-и? тенӗ. 62Иисус каланӑ: Эпӗ; акӑ эсир Этем Ывӑлӗ Пурне те Пултараканӑн сылтӑм енче ларнине курӑр, Вӑл тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр, тенӗ. 63Аслӑ священник вара ҫийӗнчи тумтирне ҫурса ярса каланӑ: тата мӗнле кӳнтеленсем кирлӗ пире? 64Вӑл Турра хурланине хӑвӑрах илтрӗр! эсир мӗн калатӑр? тенӗ. Вӗсем вара пурте: Вӑл айӑплӑ, Ӑна вӗлермелле, тенӗ. 65Хӑшӗ-пӗрисем ӗнтӗ Ун ҫине сура пуҫланӑ, Унӑн питне хупласа, Ӑна ҫупа-ҫупа ярса: кала-ха — кам ҫапрӗ? тенӗ. Ӑна тарҫӑсем те хӗненӗ.
66Петр картишӗнче аялта пулнӑ чухне аслӑ священникӑн хӗрарӑм тарҫисенчен пӗри пынӑ та, 67Петр вут умӗнче ӑшӑнса ларнине курсассӑн, ун ҫине тинкерсе пӑхса: эсӗ те Назарет Иисусӗпе пӗрлеччӗ, тенӗ. 68Петр туннӑ: эсӗ мӗн каланине пӗлместӗп, ӑнланаймастӑп, тенӗ. Вара малти картишне тухнӑ; ҫав вӑхӑтра автан авӑтса янӑ. 69Хӗрарӑм тарҫӑ ӑна каллех курнӑ та ҫавӑнта тӑракансене: ку — ҫавсен ушкӑнӗнчиех, тенӗ. 70Петр каллех туннӑ. Кӑштахран ҫавӑнта тӑракансем Петра каллех ҫапла каланӑ: эсӗ чӑнах та вӗсен ушкӑнӗнчиех; эсӗ Галилея ҫынни, санӑн калаҫни те вӗсенӗнни майлах, тенӗ. 71Вӑл вара ҫине тӑрсах тупа тӑва пуҫланӑ: эсир калакан Ҫынна эпӗ палламастӑп, тенӗ. 72Ҫав самантрах автан иккӗмӗш хут авӑтса янӑ. Петр вара хӑйне Иисус мӗн каланине, «автан икӗ хут авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хутчен тунӑн» тенӗ сӑмаха, аса илнӗ те йӗрсе янӑ.
Currently Selected:
Марк ҫырнӑ Евангели 14: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: