Марк ҫырнӑ Евангели 13
13
1Иисус Турӑ Ҫуртӗнчен тухнӑ чухне вӗренекенӗсенчен пӗри Ӑна ҫапла калать: Вӗрентекен! кур-ха, чулӗсем еплерех, ҫурчӗсем еплерех! тет. 2Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак пысӑк ҫуртсене куратӑн-и? ҫакна пурне те аркатӗҫ, тӗппипех ишсе тӑкӗҫ, тенӗ. 3Вӑл Елеон тӑвӗ ҫинче Турӑ Ҫуртне хирӗҫ ларнӑ чухне Петрпа Иаков тата Иоанпа Андрей Унпа куҫа-куҫӑн юлсассӑн ҫапла ыйтнӑ: 4каласамччӗ пире: ку хӑҫан пулӗ? ҫакӑ хӑҫан пулассине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ? тенӗ. 5Вӗсене хуравласа Иисус ҫапла кала пуҫланӑ: сыхланӑр, сире кам та пулин илӗртсе ан улталатӑр: 6нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗ те: «Вӑл — эпӗ» тесе чылайӑшне илӗртсе улталӗ. 7Вӑрҫӑсем ҫинчен, вӑрҫӑ шӑв-шавӗ ҫинчен илтсессӗн ан сехӗрленӗр: ҫакӑ пӗтӗмпех пулмалла вӑл; анчах ку — вӗҫӗ мар-ха. 8Халӑх ҫине — халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ; вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑх пулӗ, халӑхсем пӑлханӗҫ. Ку — асапсен пуҫламӑшӗ кӑна-ха. 9Эсир вара сыхӑ пулӑр: сире сут тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ; Ман пирки сире тӳресемпе патшасен умне Ман ҫинчен вӗсен умӗнче кӳнтелеме тӑратӗҫ. 10Анчах та малтан пур халӑхсен хушшине те Евангели сарӑлса ҫитмелле. 11Хӑвӑра сута пама тытса кайнӑ чухне эсир мӗн каласси пирки малтанах шухӑшласа ан хурӑр, ан пӑшӑрханӑр; ҫав сехетре хӑвӑра мӗн пӗлтернине калӑр: мӗншӗн тесессӗн эсир мар, Таса Сывлӑш каласа тӑрӗ. 12Ӗнтӗ тӑванӗ тӑванне, ашшӗ ачисене вӗлерме тытса парӗ; ачисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ тӑрӗҫ, вӗсене вӗлерттерӗҫ. 13Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; вӗҫне ҫитичченех тӳсекенӗ ҫӑлӑнӗ. 14Даниил пророк каланӑ пек, ирсӗрлӗх пулмалла мар вырӑнта йӗрӗнчӗк тӑнине курсассӑн, — вулакан ӑнлантӑр, — Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр; 15ҫурт тӑрринчи ҫын ҫӗре ан антӑр, пӗр-пӗр япала илес тесе пӳртне ан кӗтӗр; 16хирти ҫын та хӑй тумтирне илес тесе каялла ан таврӑнтӑр. 17Ҫийӗнче пур арӑмсене, ача ӗмӗртекеннисене ҫав кунсенче хуйхӑ пулӗ! 18Хӑвӑр тарасси хӗлле ан пултӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. 19Ҫав кунсенче хӑрушӑ асап пулӗ, унашкалли Турӑ пултарнӑ тӗнче пуҫланнӑранпа халиччен пулман та, пулас та ҫук. 20Ҫӳлхуҫа ҫав кунсен шутне чакарман пулсан, никам та ҫӑлӑнса юлаяс ҫукчӗ; анчах Хӑйӗннисемшӗн, Хӑй суйласа илнисемшӗн, Вӑл ҫав кунсен шутне чакарӗ. 21Ҫавӑн чухне сире кам та пулин: «Христос акӑ кунта» е: «авӑ унта» тесессӗн, ан ӗненӗр. 22Ӗнтӗ суя христоссем, суя пророксем килӗҫ, май пулсан суйланисене те илӗртсе улталас тесе, паллӑсемпе хӑватсем кӑтартӗҫ. 23Эсир вара сыхӑ пулӑр. Акӑ Эпӗ ӗнтӗ сире пурне те малтанах каласа хутӑм. 24Ҫав кунсенче, ҫав асап хыҫҫӑн, хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх та хӑй ҫутине кӑтартмӗ, 25тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ. 26Вара пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн та мухтавлӑн килекен Этем Ывӑлне курӗҫ. 27Ҫавӑн чухне Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те Хӑй суйласа илнисене тӗнченӗн тӑватӑ енчен — ҫӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпе хӗррине ҫитичченех — пуҫтарӗ. 28Эсир смоква йывӑҫӗнчен ӑнкарса илӗр: унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑхарнине пӗлетӗр. 29Ҫавӑн пекех, мӗн калани пурӑнӑҫланма пуҫланине курсассӑн пӗлсех тӑрӑр: ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех. 30Чӑн калатӑп сире: ку пӗтӗмпе ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗ. 31Тӳпепе ҫӗр те пӗтӗ, Манӑн сӑмахӑмсем вара нихӑҫан та ҫухалмӗҫ. 32Ҫав кун ҫинчен е ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, Ывӑлӗ те пӗлмест, Аттем ҫеҫ пӗлет. 33Астӑвӑр, сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр: ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессине пӗлместӗр. 34Ку вӑл — ҫула кайнӑ чухне хӑйӗн кил-ҫуртне тарҫисене шанса хӑварнӑ, вӗсене кашнине ӗҫ хушса тата хапха хуралҫине сыхӑ тӑма каласа хӑварнӑ ҫын тунӑ евӗрлӗ. 35Ҫапла ӗнтӗ сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫурт хуҫи хӑҫан килессине — те каҫпа, те ҫӗр варринче, те автан авӑтнӑ вӑхӑтра, те ирхине — пӗлместӗр; 36вӑл, сасартӑк килсе, эсир ҫывӑрнӑ тӗле ан пултӑрччӗ. 37Сире каланине пуриншӗн те калатӑп: сыхӑ пулӑр, тенӗ.
Currently Selected:
Марк ҫырнӑ Евангели 13: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: