Матфей ҫырнӑ Евангели 9
9
1Вӑл вара кимӗ ҫине ларса каялла каҫнӑ та Хӑй хулине таврӑннӑ. 2Акӑ Ун патне шалкӑм ҫапнӑ пӗр ҫынна выртан вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ. Иисус, вӗсем ҫапла ӗненнине курса, шалкӑм ҫапнӑ ҫынна каланӑ: хӑюллӑ пул, ачам! санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ, тенӗ. 3Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр кӗнекеҫӗ хӑй ӑшӗнче: «Вӑл Турра хурлать» тенӗ. 4Вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе, Иисус ҫапла каланӑ: 5мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта лайӑх мар шухӑшлатӑр? Хӑшӗ ҫӑмӑлтарах калама: «санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ» теме-и? е «тӑр та утса ҫӳре» теме-и? 6Эсир пӗлӗр ҫакна: Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма ирӗкӗ пур, — вара шалкӑм ҫапнӑ ҫынна ҫапла калать: тӑр та, вырӑнна илсе, килне кай, тет. 7Лешӗ тӑнӑ та, вырӑнне илсе, килне кайнӑ. 8Ҫакна курсассӑн тӗлӗнсе-хӑраса кайнӑ халӑх этеме ҫавнашкал вӑй-хӑват панӑ Турра мухтанӑ.
9Ҫавӑнтан иртсе пынӑ чухне Иисус куланай пухакан вырӑнта ларакан Матфей ятлӑ ҫынна курнӑ, ӑна ҫапла калать: Ман хыҫӑмран пыр, тет. Лешӗ тӑнӑ та Ун хыҫҫӑн кайнӑ. 10Иисус пӳртре апатланнӑ чухне куланай пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем нумаййӑнах пынӑ та Унпа тата Унӑн вӗренекенӗсемпе пӗрле апат ҫинӗ. 11Ҫавна курсассӑн фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: мӗншӗн сирӗн Вӗрентекенӗр куланай пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет? тенӗ. 12Ҫакна илтсессӗн Иисус вӗсене каланӑ: эмелҫӗ сыввисене мар, чирлисене кирлӗ; 13кайӑр та «Мана парне кирлӗ мар, ырӑ кӑмӑл кирлӗ» тени мӗне пӗлтернине ӑнланма тӑрӑшӑр; Эпӗ сӑваплисене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнтерсе чӗнме килнӗ, тенӗ.
14Ҫавӑн чухне Ун патне Иоанн вӗренекенӗсем пыраҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ: фарисейсем те, эпир те тӑтӑшах типӗ тытатпӑр, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ? тенӗ. 15Иисус вӗсене каланӑ: туй ҫыннисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне хуйхӑраҫҫӗ-и? Анчах та вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне типӗ тытӗҫ вара. 16Никам та кивӗ тумтир ҫумне ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть: ун пек саплӑк кивӗ пире тӑпӑлтарса кӑларӗ те, шӑтӑкӗ тата пысӑкрах пулӗ. 17Ҫӗнӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа тултармаҫҫӗ; апла хутаҫӗ ҫурӑлать те, эрехӗ те юхса тухать, хутаҫӗ те сая каять; ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултараҫҫӗ, вара иккӗшӗ те упранса юлать, тенӗ.
18Вӑл вӗсене ҫакна каланӑ чухне Ун патне пӗр пуҫлӑх пынӑ та Ӑна пуҫҫапса каланӑ: тин ҫеҫ ман хӗрӗм вилсе кайрӗ; Эсӗ пырса ун ҫине аллуна хурсамччӗ — вӑл чӗрӗлӗччӗ, тенӗ. 19Иисус тӑнӑ та ун хыҫҫӑн кайнӑ, вӗренекенӗсем те пынӑ.
20Акӑ пӗр хӗрарӑм, юн кайнипе вуникӗ ҫул асапланаканскер, хыҫалтан пырса Унӑн тумтирӗ аркине сӗртӗннӗ. 21Вӑл хӑй ӑшӗнче: «Унӑн тумтирне сӗртӗнсен те сывалӑттӑм» тесе шухӑшланӑ. 22Иисус ҫаврӑнса пӑхнӑ та ӑна курса ҫапла каланӑ: хӗрӗм, хӑюллӑ пул! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, тенӗ. Хӗрарӑм ӗнтӗ ҫав самантрах сывалнӑ.
23Пуҫлӑх килне ҫитсен, Иисус унта шӑхличӗ калакансене тата хӳхлекен ҫынсене курнӑ та 24каланӑ вӗсене: тухӑр-ха кунтан; хӗр вилмен, ҫывӑрать, тенӗ. Унран тӑрӑхласа кулнӑ. 25Халӑха кӑларса ярсассӑн, Вӑл пӳлӗме кӗнӗ те хӗре аллинчен тытнӑ — хӗр ура ҫине тӑнӑ. 26Ҫак ӗҫ ҫинчен ҫав таврара пур ҫӗре те хыпар сарӑлнӑ.
27Иисус унтан кайнӑ чухне Ун хыҫӗнчен икӗ суккӑр ҫын: эй Иисус, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ пире! тесе кӑшкӑрса пынӑ. 28Иисус пӳрте кӗрсен, суккӑрсем те Ун хыҫҫӑн кӗнӗ. Иисус вӗсене ҫапла калать: Эпӗ ҫакна тума пултарасса ӗненетӗр-и? тет. Вӗсем Ӑна: ӗненетпӗр, Ҫӳлхуҫамӑр! теҫҫӗ. 29Вӑл вара вӗсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те: хӑвӑр ӗненнӗ пек пултӑр сире, тенӗ. 30Ӗнтӗ вӗсем куракан пулнӑ. Иисус вӗсене хытарсах каланӑ: астӑвӑр, ҫакна никам та ан пӗлтӗр, тенӗ. 31Вӗсем вара тухса кайнӑ та Ун ҫинчен ҫав таврара пур ҫӗрте те калаҫса ҫӳренӗ.
32Вӗсем тухса кайнӑ чухне Иисус патне усал ернӗ чӗлхесӗр пӗр ҫынна илсе пынӑ. 33Усала хӑваласа кӑларсанах чӗлхесӗр ҫын калаҫа пуҫланӑ. Халӑх тӗлӗнсе каланӑ: Израильре кунашкал хӑват нихӑҫан та пулманччӗ, тенӗ. 34Фарисейсем вара ҫапла каланӑ: усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тенӗ.
35Иисус пӗтӗм хулапа ял тӑрӑх вӗсен синагогисенче вӗрентсе, Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, ҫынсем хушшинчи тӗрлӗ чир-чӗре, тӗрлӗ нишлӗхе сыватса ҫӳренӗ. 36Халӑх ушкӑнӗсене курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫынсем, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнӗ, вӑйран сулӑннӑ пулнӑ. 37Ҫавӑн чухне Вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал; 38ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Вӑл Хӑйӗн вырма ани ҫине ӗҫлекенсем ятӑрччӗ, тенӗ.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 9: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: