Матфей ҫырнӑ Евангели 8
8
1Вӑл ту ҫинчен ансассӑн, Ун хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. 2Акӑ тилҫе ернӗ ҫын ҫывӑхарнӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! тасатас тесессӗн Эсӗ мана тасатма пултаратӑн-ҫке, тенӗ. 3Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те: тасатас тетӗп, тасал, тенӗ. Лешӗ вара ҫав самантрах тилҫерен тасалнӑ. 4Иисус ӑна каланӑ: асту, никама та ан кала; хӑвна священника кайса кӑтарт та, Моисей хушнӑ пек, парне кӳр, тенӗ.
5Иисус Капернаума ҫитсен, Ун патне пӗр ҫӗрпӳ пынӑ та Ӑна йӑлӑнса каланӑ: 6эй Ҫӳлхуҫа! ман килте шалкӑм ҫапнӑ тарҫӑм выртать, ытла та асапланать, тенӗ. 7Иисус ӑна: Эпӗ ӑна пырса сыватӑп, тет. 8Ҫӗрпӳ Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ Сана хамӑн килӗме чӗнме тивӗҫлӗ те мар; Эсӗ кала ҫеҫ — манӑн тарҫӑм сывалӗ те. 9Эпӗ хам та пӑхӑнса тӑракан ҫын пулин те, аллӑмри салтаксене пӗрне: «кай!» тесен — каять; тепӗрне: «кил!» тесен — килет; чурама та: «ҫавна ту!» тесен — тӑвать, тенӗ. 10Ҫакна илтсен Иисус, тӗлӗнсе, Хӑй хыҫӗнчен пыракансене каланӑ: чӑн калатӑп сире: Эпӗ Израиль хушшинче те ҫакӑн пек ӗненнине курманччӗ. 11Калатӑп сире: тухӑҫ енчен, анӑҫ енчен нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ; 12патшалӑх ывӑлӗсене вара тулашри сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ, тенӗ. 13Иисус ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: каях, ху ӗненнӗ пек пултӑр сана, тенӗ. Унӑн тарҫи ӗнтӗ ҫав сехетрех сывалнӑ.
14Петр килне пырсан, Иисус унӑн хунямӑшӗ тар чирӗпе выртнине курнӑ; 15Вӑл унӑн аллине сӗртӗннӗ те, тар чирӗ иртсе те кайнӑ; лешӗ вара ура ҫине тӑнӑ та Ӑна пӑха пуҫланӑ.
16Каҫ пулсассӑн, Иисус патне усал ернӗ ҫынсене илсе пынӑ, вӗсем нумаййӑн пулнӑ; Вӑл усал сывлӑшсене Хӑй сӑмахӗпе хӑваласа кӑларнӑ, чирлисене пурне те сыватнӑ. 17Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: «Вӑл пирӗн халсӑрлӑха Хӑй ҫине илчӗ, пирӗн чир-чӗре илсе кайрӗ» тенӗ.
18Хӑй тавра темӗн чухлӗ халӑх пухӑннине курсан, Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене тинӗс леш енне каҫма хушнӑ. 19Ҫавӑн чухне пӗр кӗнекеҫӗ Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! Эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, тенӗ. 20Иисус ӑна каланӑ: тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн вара пуҫне чикме те вырӑнӗ ҫук, тенӗ. 21Унтан вӗренекенӗсенчен пӗри каланӑ Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр, малтан мана аттеме кайса пытарма ирӗк парсамччӗ, тенӗ. 22Иисус ӑна каланӑ: Ман хыҫӑмран пыр, вилнисене вилнисемех пытарччӑр, тенӗ.
23Иисус кимӗ ҫине ларнӑ, Ун хыҫҫӑн вӗренекенӗсем те кӗрсе ларнӑ. 24Акӑ тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, кимме хум хупла-хупла илнӗ; Вӑл вара ҫывӑрнӑ. 25Вӗренекенӗсем Ун патне пырса Ӑна вӑратса каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! ҫӑлсам пире — пӗтетпӗр, тенӗ. 26Вӑл вӗсене ҫапла калать: эй сахал ӗненекенсем, мӗншӗн эсир ҫав тӗрлӗ хӑравҫӑ? тет. Унтан Вӑл тӑнӑ та ҫилпе тинӗсе чарӑнма хушнӑ, ҫанталӑк лӑпах пулнӑ. 27Ҫынсем тӗлӗнсе кайса: кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать! тенӗ.
28Тепӗр ҫыран хӗррине, Гадара ҫӗрне каҫсассӑн Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ икӗ ҫын тӗл пулнӑ; вӗсем питӗ тискер пулнӑ, унти ҫулпа никам та иртсе ҫӳреймен. 29Акӑ ҫавсем кӑшкӑрса янӑ: эй Турӑ Ывӑлӗ! Санӑн пирӗн ҫумра мӗн ӗҫ пур? Эсӗ кунта пире вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн, тенӗ. 30Вӗсенчен аякра пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. 31Усалсем Иисуса: Эсӗ пире хӑваласа кӑларатӑн пулсан, сысна кӗтӗвӗ ӑшне кӗртсе яр, тесе йӑлӑннӑ. 32Вӑл вӗсене: кайӑр, тенӗ. Лешӗсем вара ҫынсем ӑшӗнчен тухнӑ та сысна кӗтӗвӗ ӑшне кӗнӗ. Акӑ пӗтӗм сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫӗртен тинӗсе сиксе шыва путса вилнӗ. 33Кӗтӳҫисем чупса кайса хулана ҫитнӗ те мӗн пулса иртни ҫинчен, усал ернӗ ҫынсем ҫинчен пӗтӗмпе каласа кӑтартнӑ. 34Акӑ пӗтӗм хула Иисуса хирӗҫ тухнӑ; Ӑна курсассӑн хӑйсен ҫӗрӗнчен кайма йӑлӑннӑ.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 8: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: