Матфей ҫырнӑ Евангели 3
3
1Ҫав кунсенче Шыва кӗртекен Иоанн Иудея пушхирне пырса халӑха вӗренте пуҫлать, 2вӑл: ӳкӗнӗр, Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ, тет. 3Ун ҫинчен Исаия пророк урлӑ ҫапла каланӑ пулнӑ: «пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: «Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр!»
4Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ; ҫимӗҫӗ унӑн хӗрлӗ шӑрчӑкпа кайӑк хурт пылӗ пулнӑ. 5Ҫавӑн чухне ун патне Иерусалимран, пӗтӗм Иудейӑран, пӗтӗм Иордан таврашӗнчен темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ, 6вӑл вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иорданра шыва кӗртнӗ. 7Фарисейсемпе саддукейсем нумайӑшӗ хӑй патне шыва кӗме пынине курсассӑн, Иоанн вӗсене каланӑ: эй ҫӗлен ҫурисем! ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма пулать тесе кам вӗрентрӗ сире? 8Эппин, ӳкӗннине юрӑхлӑ ӗҫсем тӑвӑр, 9хӑвӑр ӑшӑрта: «пирӗн атте — Авраам» тесе калама ан шухӑшлӑр; калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам валли ачасем тума пултарать. 10Ӗнтӗ пуртӑ та йывӑҫ тымарӗ ҫумӗнчех выртать: ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа, кирек хӑшне те, касса вута пӑрахаҫҫӗ. 11Эпӗ сире ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп, ман хыҫҫӑн Килекенӗ манран хӑватлӑ, эпӗ Унӑн ури сыррине йӑтса пыма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Таса Сывлӑшпа, вутпа тӗне кӗртӗ. 12Кӗреҫи те Унӑн Хӑй аллинчех, Вӑл Хӑйӗн йӗтемне тасатӗ те Хӑйӗн туллине кӗлете пухса хурӗ, арпи-улӑмне сӳнми вутпа ҫунтарса ярӗ, тенӗ.
13Ҫавӑн чухне Иисус Галилейӑран Иордан хӗррине Иоанн патне шыва кӗме пырать. 14Иоанн Ӑна чарасшӑн пулнӑ: Санӑн мана шыва кӗртмелле, Эсӗ Хӑв ман патӑма килтӗн-и? тенӗ. 15Анчах та Иисус ӑна хуравласа каланӑ: ан чар халӗ, пирӗн пур тӳрӗлӗхе те ҫапла тума кирлӗ, тенӗ. Иоанн вара Ӑна чарса тӑман. 16Иисус Хӑйне шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах шывран тухнӑ, акӑ тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Ун ҫине Турӑ Сывлӑшӗ кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине курнӑ. 17Тата тӳперен: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче» тесе каланӑ сасӑ илтӗннӗ.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 3: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.