Матфей ҫырнӑ Евангели 22
22
1Иисус вӗсене малалла та ытарлӑн каласа вӗрентнӗ: 2Ҫӳлти Патшалӑх вӑл хӑй ывӑлне туй ӗҫки-ҫики туса панӑ патша евӗрлӗ: 3вӑл хӑй чурисене туя чӗнсе хунисене йыхӑрма янӑ; лешӗсем пырасшӑн пулман. 4Вӑл ӗнтӗ урӑх чурисене ҫапла каласа йыхравлама янӑ: чӗнсе хунисене калӑр: «акӑ ӗҫкӗ-ҫикӗме хатӗрлерӗм, пӑрӑвӑмсене тата ҫитерсе самӑрлатнӑ выльӑхсене пустартӑм, пӗтӗмпе хатӗр; туя килсемӗр» тейӗр, тенӗ. 5Анчах лешӗсем, йыхрава хисепе хумасӑр, хӑшӗ хӑйӗн хирне, хӑшӗ суту-илӳ тума кайнӑ; 6тепӗрисем тата унӑн чурисене ярса тытнӑ та мӑшкӑлласа пӗтернӗ, вӗлернӗ. 7Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн патша питӗ ҫилленнӗ те хӑйӗн ҫарне ярса ҫав вӗлерекенсене тӗп тунӑ, вӗсен хулине ҫунтарса янӑ. 8Унтан вӑл чурисене ҫапла калать: «туй ӗҫки-ҫики хатӗр, анчах чӗнсе хунисем тивӗҫлӗ пулмарӗҫ; 9ӗнтӗ ҫул юпписене тухӑр та кама тӗл пулатӑр, ҫавсене пурне те туя чӗнӗр» тет. 10Ҫав чурасем вара ҫулсем ҫине тухнӑ та тӗл пулнисене пурне те — усаллисене те, ыррисене те — пухса пынӑ; туй ӗҫкине вара туллиех пуҫтарӑннӑ. 11Патша кӗрекере ларакансене курма кӗрсен унта туй тумтирӗ тӑхӑнман пӗр ҫынна курнӑ та 12ҫапла калать ӑна: «тусӑм, епле эсӗ кунта туй тумтирӗ тӑхӑнмасӑр кӗтӗн?» тет. Лешӗ чӗнмен. 13Патша вара тарҫисене каланӑ: «алли-урине ҫыхӑр та ӑна тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ. 14Чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал» тенӗ.
15Ҫакӑн хыҫҫӑн фарисейсем кайнӑ та Ӑна епле те пулин айӑпламалли сӑмах калаттарасчӗ тесе канаш тунӑ. 16Вӗсем вара Ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе Ирод майлисене ҫапла калама яраҫҫӗ: Вӗрентекен! эпир Эсӗ тӳррине пӗлетпӗр, Эсӗ чӑн-чӑнах Турӑ ҫулне вӗрентетӗн, никама та юрасшӑн тӑрӑшмастӑн, Саншӑн пур ҫын та пӗрех; 17эппин, кала-ха пире: Эсӗ мӗнле шутлатӑн: кесаре куланай тӳлемелле-и, тӳлемелле мар-и? 18Иисус вӗсен чеелӗхне пӗлсе каланӑ: икӗ питлӗскерсем, мӗншӗн сӑнатӑр Мана? 19Куланай тӳлекен укҫӑра кӑтартӑр-ха Мана, тенӗ. Вӗсем Ун патне динари илсе пынӑ. 20Вӑл вӗсене ҫапла калать: ку кам сӑнӗ, кам ячӗ? тет. 21Вӗсем: кесарӗн, теҫҫӗ. Вара Вӑл вӗсене ҫапла калать: эппин, кесарӗнне кесаре, Туррӑнне Турра парӑр, тет. 22Ҫакна илтсен вӗсем тӗлӗнсе Ун патӗнчен пӑрахса кайнӑ.
23Ҫав кун Ун патне вилнисем чӗрӗлессе ӗненмен саддукейсем пынӑ та Унран ҫапла ыйтнӑ: 24Вӗрентекен! Моисей каланӑ: «кам та пулин ача-пӑчасӑр вилсен, тӑванӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, унӑн йӑхне тӑстӑр» тенӗ; 25пирӗн ҫичӗ пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ, хӑй арӑмне шӑллӗне хӑварчӗ; 26иккӗмӗшӗ те, виҫҫӗмӗшӗ те — пурте, ҫиччӗмӗшне ҫитичченех, ҫапла пулчӗ; 27пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ; 28вилнисем чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл ҫиччӗшӗнчен хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? унпа пурте пурӑннӑ-ҫке, тенӗ. 29Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫырӑва та, Турӑ хӑватне те пӗлмесӗр аташатӑр эсир: 30чӗрӗлсе тӑрсан авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ, вӗсем тӳпери Турӑ ангелӗсем пек пулаҫҫӗ. 31Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Турӑ хӑвӑра каланине: 32«Эпӗ — Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри» тенине вуламан-им эсир? Турӑ Вӑл — вилнисен Турри мар, чӗррисенӗн Турри. 33Ҫакна илтсен халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
34Вӑл саддукейсене чӗнейми туни ҫинчен илтсен, фарисейсем пӗрле пуҫтарӑннӑ. 35Вӗсенчен пӗри, саккун вӗрентӳҫи, Ӑна сӑнаса, ҫапла ыйтнӑ: 36Вӗрентекен! саккунра чи аслӑ ӳкӗт хӑшӗ? тенӗ. 37Иисус каланӑ ӑна: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат»: 38ҫакӑ — чи аслӑ та тӗп ӳкӗт; 39иккӗмӗшӗ те ҫавӑн евӗрлех: «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат». 40Пӗтӗм саккунпа пророксем ҫак икӗ ӳкӗт ҫинче никӗсленсе тӑраҫҫӗ, тенӗ.
41Фарисейсем пухӑнсан Иисус вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: 42эсир Христос ҫинчен мӗн шухӑшлатӑр? кам ывӑлӗ Вӑл? тенӗ. Ӑна ҫапла калаҫҫӗ: Давид ывӑлӗ, теҫҫӗ. 43Иисус калать вӗсене: мӗнле-ха апла Давид, Турӑ Сывлӑшӗпе хавхаланса, Ӑна Ҫӳлхуҫа тет, вӑл ҫапла калать-ҫке: 44«Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тет. 45Ҫапла вара, Давид Ӑна Ҫӳлхуҫа тет пулсассӑн, Вӑл епле-ха унӑн ывӑлӗ пулма пултарать? тенӗ. 46Ӑна ӗнтӗ никам та пӗр сӑмах та хуравласа калайман; ҫав кунран пуҫласа Унран никам та нимӗн ҫинчен те ыйтма хӑяйман.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 22: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.