YouVersion Logo
Search Icon

Матфей ҫырнӑ Евангели 21

21
1Иерусалим патне ҫывӑхарса Елеон тӑвӗн тайлӑмӗнче ларакан Виффаги тӗлне ҫитсессӗн, Иисус икӗ вӗренекенне ҫапла каласа маларах янӑ: 2ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ ама ашакпа унӑн тихине куратӑр, вӗсене вӗҫертсе Ман патӑма ҫавӑтса килӗр; 3пӗри-пӗри сире мӗн те пулин каласан, эсир: «вӗсем Ҫӳлхуҫана кирлӗ» тейӗр; ҫапла каласанах вӑл ашаксене парса ярӗ, тенӗ. 4Ҫакӑ пӗтӗмпех пророк урлӑ каланӑ пек пулнӑ; вӑл ҫапла каланӑ: 5«Сион хӗрне калӑр: акӑ сан патна Патшу килет, йӑвашскер, Вӑл ӗҫ ашакӗпе унӑн тихи ҫине ларса килет» тенӗ. 6Вӗрекенӗсем вара кайнӑ та Иисус хушнӑ пек тунӑ: 7ама ашакпа тихине ҫавӑтса пырса, вӗсем ҫине хӑйсен тумтирӗсене сарса хунӑ, Иисус ҫав тумтирсем ҫине ларнӑ. 8Темӗн чухлӗ халӑх хӑйсен тумтирӗсене ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, тепӗрисем тата йывӑҫ турачӗсене касса ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ; 9Ун умӗнчен те, хыҫӗнчен те пыракан халӑх ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: Давид Ывӑлне осанна!#21:9 Ҫӑлсамччӗ. Каярахпа ку сӑмаха «Мухтав!» пӗлтерӗшпе калама пуҫланӑ. Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Эй Ҫӳлти Турӑ, осанна! 10Вӑл Иерусалима пырса кӗрсен, пӗтӗм хула хускалнӑ: кам-ши Ку? тенӗ. 11Халӑх вара: Ку — Галилейӑри Назаретран тухнӑ Иисус пророк, тенӗ.
12Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене пурне те хӑваласа кӑларнӑ; укҫа улӑштаракансенӗн сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансенӗн тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ, 13каланӑ вӗсене: «Манӑн Ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ» тесе ҫырнӑ; эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ. 14Турӑ Ҫуртӗнче Ун патне суккӑрсемпе уксах-чӑлахсем пынӑ, Вӑл вӗсене сыватнӑ. 15Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене курсассӑн тата ачасем те Турӑ Ҫуртӗнче «Давид Ывӑлне осанна!» тесе кӑшкӑрнине илтсессӗн, аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем тарӑхса кайнӑ та 16каланӑ Ӑна: вӗсем мӗн каланине илтетӗн-и? тенӗ. Иисус вара вӗсене ҫапла калать: илтетӗп! Эсир «Эсӗ пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисенӗн чӗлхи-ҫӑварне Хӑвна мухтамалла турӑн» тенине нихӑҫан та вуламан-им? тенӗ. 17Вӑл вара вӗсене пӑрахса кайнӑ та хуларан тухса Вифание ҫитнӗ, унта ҫӗр каҫнӑ.
18Ирхине хулана таврӑннӑ чухне Унӑн ҫиес килсе кайнӑ; 19Вӑл, ҫул хӗрринче пӗр смоква йывӑҫҫи курса, ун патне пынӑ; ун ҫинче ҫулҫӑсӑр пуҫне нимӗн те тупайман та ҫапла калать ӑна: сан ҫинче ӗмӗрне те ҫимӗҫ ан пултӑр, тет. Смоква йывӑҫӗ ҫийӗнчех хӑрса ларнӑ. 20Ҫакна курсассӑн вӗренекенӗсем тӗлӗнсех кайнӑ: смоква йывӑҫӗ епле-ха ҫийӗнчех хӑрса ларчӗ? тенӗ. 21Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: чӑн калатӑп сире: эсир ӗненсессӗн, иккӗленмесессӗн, смоква йывӑҫӗпе мӗн пулнине ҫеҫ мар тӑватӑр, ҫак тӑва: «ҫӗклен те тинӗсе ӳк» тесен — ҫапла пулӗ те; 22ӗненсе кӗлтусассӑн эсир кирек мӗн ыйтнине пурне те илетӗр, тенӗ.
23Вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе унта вӗрентнӗ чухне Ун патне аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пынӑ та каланӑ: Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? ку ирӗке Сана кам панӑ? тенӗ. 24Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ те сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтам; эсир Мана ҫавна каласассӑн, Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каласа парӑп; 25Иоанн шыва кӗртни мӗнле пулнӑ: Турӑ ирӗкӗпе-и, этем ирӗкӗпе-и? тенӗ. Лешӗсем хӑйсем хушшинче канашланӑ: «Турӑ ирӗкӗпе» тесессӗн, Вӑл пире: «апла пулсан мӗншӗн ӗненмерӗр ӑна?» тейӗ; 26«этем ирӗкӗпе» тесессӗн, халӑхран хӑратпӑр: Иоана пурте пророк тесе хисеплеҫҫӗ, тенӗ. 27Вара Иисуса ҫапла хуравланӑ: пӗлместпӗр, тенӗ. Вӑл та вӗсене: Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп.
28Сире мӗнле пек туйӑнать? Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ; вӑл пӗрин патне пынӑ та каланӑ: «ывӑлӑм, паян иҫӗм ҫырли пахчине кайса ӗҫле-ха» тенӗ. 29Анчах та лешӗ: «каяс килмест» тенӗ; кайран тата ӳкӗннӗ те пахчана кайнӑ. 30Ашшӗ тепӗр ывӑлӗ патне пырса ӑна та ҫаплах каланӑ. Ку ӗнтӗ: «кайӑп, аттемӗм» тенӗ; хӑй кайман та. 31Иккӗшӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне пурӑнӑҫланӑ? тенӗ. Вӗсем Ӑна: малтанхи, теҫҫӗ. Иисус вӗсене ҫапла калать: чӑн калатӑп сире: куланай пуҫтаракансемпе аскӑн хӗрарӑмсем Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ. 32Мӗншӗн тесессӗн сирӗн пата тӳрӗлӗх ҫулӗпе Иоанн килчӗ, эсир ӑна ӗненмерӗр, куланай пуҫтаракансемпе аскӑн хӗрарӑмсем ӑна ӗненчӗҫ; эсир ҫавна курса та ӳкӗнмерӗр, ӑна ӗненес темерӗр.
33Тата тепӗр ытарӑш итлӗр-ха. Пӗр кил хуҫи пулнӑ, вӑл иҫӗм ҫырли пахчи чӗртнӗ те ӑна йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ, унта юхтаркӑч чавнӑ, пашне лартнӑ; унтан ӑна пахчаҫӑсене тара панӑ та хӑй тухса кайнӑ. 34Ҫырла вӑхӑчӗ ҫитсен, вӑл тарҫисене пахчаҫӑсем патне хӑй ҫырлине илме янӑ. 35Пахчаҫӑсем унӑн тарҫисене ярса тытнӑ та хӑшне хӗнесе пӗтернӗ, хӑшне вӗлернӗ, хӑшне тата чулпа пенӗ. 36Хуҫа ӗнтӗ унта урӑх тарҫисене янӑ, кусем малтанхинчен те нумайрах пулнӑ; вӗсемпе те ҫаплах хӑтланнӑ. 37Юлашкинчен вӑл вӗсем патне хӑй ывӑлне янӑ: «ывӑлӑмран вӑтанӗҫ-ха» тенӗ. 38Хуҫа ывӑлне курсассӑн пахчаҫӑсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ: «ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла; атьӑр, ӑна вӗлерер те унӑн еткерне хамӑр илер» тенӗ. 39Вара ӑна ярса тытнӑ та пахчаран илсе тухса вӗлернӗ. 40Ӗнтӗ пахча хуҫи килсессӗн, ҫав пахчаҫӑсене мӗн тӑвӗ вӑл? тенӗ Иисус. 41Ӑна ҫапла калаҫҫӗ: ҫав усалскерсене усал вилӗмпе вӗлерттерӗ те пахчине урӑх пахчаҫӑсене парӗ — лешӗсем ӑна ҫырлине вӑхӑтӗнче парса тӑрӗҫ, теҫҫӗ. 42Иисус вӗсене ҫапла калать: Ҫырура: «ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ пулчӗ: ку — Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ, пирӗн куҫ умӗнчи тӗлӗнмелле ӗҫ» тесе ҫырнине эсир нихӑҫан та вуламан-им? 43Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те ӑна унӑн ҫимӗҫне кӳрекен халӑха парӗҫ; 44ҫав чул ҫине ӳкекен арканӗ; чулӗ кам ҫине ӳкӗ, ӑна лапчӑтса пӑрахӗ, тенӗ. 45Унӑн ытарӑшӗсене илтсессӗн аслӑ священниксемпе фарисейсем Вӑл хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ, 46вӗсем Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесессӗн Ӑна пророк тесе хисепленӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in