Матфей ҫырнӑ Евангели 20
20
1Ҫӳлти Патшалӑх вӑл ҫурт хуҫи евӗрлӗ; ҫав хуҫа хӑйӗн иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ирхине ирех ҫын тара тытма тухнӑ; 2кунне пӗрер динари тӳлеме калаҫса татӑлса, вӑл тара кӗрӗшекенсене хӑй пахчине ӗҫлеме янӑ; 3виҫҫӗмӗш сехетре тухса, вӑл суту-илӳ тӑвакан ҫӗрте ӗҫсӗр тӑракан урӑх ҫынсене курнӑ та 4вӗсене те каланӑ: «эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр, мӗн тивӗҫлине парӑп сире» тенӗ. Лешӗсем кайнӑ. 5Вӑл, улттӑмӗш тата тӑххӑрмӗш сехет тӗлӗнче тухса, каллех ҫапла тунӑ. 6Юлашкинчен вӑл вунпӗрмӗш сехет тӗлнелле тухнӑ та ӗҫсӗр тӑракан тата урӑх ҫынсене курса вӗсене ҫапла калать: «мӗскер эсир кунта кунӗпех ӗҫсӗр тӑратӑр?» тет. 7Вӗсем ӑна: «пире никам та тара тытакан пулмарӗ» теҫҫӗ. Хуҫа калать вӗсене: «эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр, вара мӗн тивӗҫлине илетӗр» тет. 8Каҫ пулсассӑн пахча хуҫи хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракана ҫапла калать: «ӗҫлекенсене чӗнсе ил те кайранхисенчен пуҫласа малтанхисене ҫитичченех тӳлесе тух» тет. 9Вунпӗрмӗш сехет тӗлнелле пынисем пӗрер динари илнӗ. 10Ӗнтӗ малтан пынисем: «эпир ытларах илӗпӗр-ха» тесе шухӑшласа тӑнӑ; анчах вӗсем те пӗрер динари илнӗ; 11илсессӗн вӗсем хуҫине ӳпкеле пуҫланӑ: 12«кусем, кайран килнисем, пӗр сехет ҫеҫ ӗҫлерӗҫ, эпир яра куна ӗҫлерӗмӗр, шӑрӑха тӳсрӗмӗр, эсӗ вӗсене пирӗнпе пӗре хутӑн» тенӗ. 13Хуҫи вара вӗсенчен пӗрне ҫапла хуравласа каланӑ: «тусӑм, эпӗ сана кӳрентерместӗп-ҫке — сана пӗр динари тӳлемелле калаҫса татӑлманччӗ-и-ха эпир? 14хӑвна тивӗҫлине ил те кай; эпӗ ҫак кайран килнине те сана панӑ чухлех парас тетӗп. 15Хамӑн пурлӑхӑмпа мӗн тӑвас тенине тума ирӗк ҫук-им манӑн? е санӑн куҫу эпӗ ыррине кура ӗмӗтсӗрленет-и?» тенӗ. 16Ҫапла ӗнтӗ кайрисем малта, малтисем кайра пулӗҫ: чӗнни нумай та, суйласа илни сахал, тенӗ Иисус.
17Иерусалималла улӑхнӑ чухне ҫул ҫинче Иисус вуникӗ вӗренекенне хӑйсене ҫеҫ чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ: 18акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлермелле сут тӑвӗҫ; 19унтан Ӑна мӑшкӑл кӑтартма, хӗнеме, хӗрес ҫумне пӑталама суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ; виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
20Ҫавӑн чухне Ун патне Зеведей ывӑлӗсенӗн амӑшӗ хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе пынӑ та чӗркуҫленсе ларсах Унран темӗскер ыйтнӑ. 21Иисус ӑна: сана мӗн кирлӗ? тенӗ. Вӑл Ӑна ҫапла калать: ҫак икӗ ывӑлӑма Хӑвӑн Патшалӑхунта пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне ларма хушсамччӗ, тет. 22Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпӗ ӗҫес куркана ӗҫме е Эпӗ курас асапа тӳсме пултарайӑр-и? тенӗ. Вӗсем Ӑна: пултаратпӑр, тенӗ. 23Вӑл вара вӗсене ҫапла калать: Эпӗ ӗҫес куркана ӗҫессе ӗҫӗр, Эпӗ курас асапа та тӳсӗр, анчах Хамран сылтӑм енне, сулахай енне лартасси Манран килмест, ӑна Аттем кам валли хатӗрленӗ, ҫавӑ ларӗ унта, тет. 24Ҫакна илтсессӗн ытти вунӑ вӗренекенӗ ҫав икӗ пӗртӑвана ҫилленнӗ. 25Иисус вара вӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: эсир пӗлетӗр: халӑхсен пуҫлӑхӗсем халӑхпа хуҫаланаҫҫӗ, тӳресем те халӑха хӗсӗрлеҫҫӗ; 26сирӗн хушшӑрта апла ан пултӑр: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас теекенӗ сирӗн тарҫӑр пултӑр; 27хӑвӑр хушшӑрта малти пулас теекенӗ сирӗн чурӑр пултӑр; 28Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма, нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне пама килнӗ, тенӗ.
29Вӗсем Иерихон хулинчен тухнӑ чухне Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. 30Акӑ ҫул хӗрринче ларакан икӗ суккӑр ҫын Иисус иртсе пырать тенине илтсессӗн: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ пире! тесе кӑшкӑра пуҫланӑ. 31Халӑх вӗсене шӑплантарасшӑн пулнӑ, анчах лешӗсем тата хыттӑнрах: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ пире! тесе кӑшкӑрнӑ. 32Иисус чарӑнса тӑнӑ та вӗсене чӗнсе илсе каланӑ: эсир Мана мӗн тутарасшӑн? тенӗ. 33Лешӗсем Ӑна ҫапла калаҫҫӗ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! пирӗн куҫӑмӑрсем уҫӑлӗҫинччӗҫ, теҫҫӗ. 34Иисус хӗрхенсе вӗсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те, куҫӗсем ҫав самантрах куракан пулнӑ; вӗсем вара Ун хыҫҫӑн кайнӑ.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 20: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: