YouVersion Logo
Search Icon

Матфей ҫырнӑ Евангели 2

2
1Ирод патша пурӑннӑ вӑхӑтра, Иудейӑри Вифлеем хулинче Иисус ҫуралсассӑн, тухӑҫ енчен ҫӑлтӑрҫӑсем Иерусалима пынӑ та каланӑ: 2иудейсен халӗ ҫуралнӑ Патши ӑҫта? эпир тухӑҫ енче Унӑн ҫӑлтӑрӗ тухнине куртӑмӑр та Ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр, тенӗ. 3Ҫакна илтсессӗн Ирод патша та, унпа пӗрле пӗтӗм Иерусалим та шикленсе ӳкнӗ. 4Вӑл вара аслӑ священниксене, халӑх хушшинчи кӗнекеҫӗсене пурне те пухнӑ та вӗсенчен: Христос ӑҫта ҫуралмалла? тесе ыйтнӑ. 5Вӗсем ӑна каланӑ: Иудейӑри Вифлеемре, мӗншӗн тесессӗн пророк урлӑ ҫапла ҫырнӑ: 6«эсӗ те, Вифлеем, Иуда ҫӗрӗ, Иудӑн аслӑ хулисенчен нимӗнрен те кая мар: санран Пуҫлӑх тухӗ, Вӑл Ман халӑхӑма, Израиле, сыхласа усрӗ» тенӗ. 7Вара Ирод, ҫӑлтӑрҫӑсене вӑрттӑн чӗнсе илсе, вӗсенчен ҫӑлтӑр курӑннӑ вӑхӑта ыйтса пӗлнӗ те 8вӗсене Вифлееме кайма хушнӑ: кайӑр та Ача ҫинчен тӗплӗн тӗпчесе пӗлӗр; Ӑна тупсан мана хыпар тӑвӑр, эпӗ те кайса пуҫҫапам Ӑна, тенӗ. 9Патша хушнине итлесе, вӗсем кайнӑ. Акӑ ӗнтӗ хӑйсем тухӑҫ енче курнӑ ҫӑлтӑр вӗсен умӗнчен пынӑ; вӑл ҫапла Ача тӗлне ҫитнӗ те чарӑнса тӑнӑ. 10Ҫӑлтӑра курсан вӗсем тем тӗрлӗ савӑнса хӗпӗртенӗ. 11Пӳрте кӗрсен Ачапа Унӑн Амӑшне Марийӑна курнӑ та Ачана ӳксе пуҫҫапнӑ; унтан арчисене уҫса Ӑна парнесем — ылтӑн, латӑн тата смирна — сӑйласа панӑ. 12Кайран вӗсем тӗлӗкре Ирод патне ан таврӑнӑр тенӗ хыпар илнӗ те урӑх ҫулпа хӑйсен ҫӗрне кайнӑ.
13Вӗсем кайсан, акӑ Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑнса калать: тӑр та Ачапа Амӑшне илсе Египета тар. Эпӗ каличчен ҫавӑнтах пурӑн: Ирод Ачана шыраса тупса вӗлересшӗн, тет. 14Вӑл тӑнӑ та Ачапа Унӑн Амӑшне илсе ҫӗр варринчех Египета тухса кайнӑ, 15вара Ирод виличченех ҫавӑнта пурӑннӑ. Ҫапла Турӑ пророк урлӑ: «Эпӗ Хамӑн Ывӑлӑма Египетран чӗнсе илтӗм» тени пурӑнӑҫа килнӗ.
16Ирод ӗнтӗ, хӑйне ҫӑлтӑрҫӑсем улталаса хӑварнине ӑнкарса илсессӗн, талӑрсах кайнӑ та ҫӑлтӑрҫӑсенчен тӗпчесе пӗлнӗ вӑхӑтра Вифлеемпе ун таврашӗнче ҫуралнӑ иккӗри тата икӗ ҫултан кӗҫӗнрех ачасене пурне те вӗлерсе тухма хушнӑ. 17Ҫавӑн чухне Иеремия пророк урлӑ калани пурӑнӑҫа килнӗ, вӑл ҫапла каланӑ: 18«Рама хулинче уласа, кӑшкӑрса макӑрнӑ сасӑ илтӗнет: Рахиль хӑйӗн ачисемшӗн йӗрет, вӗсем ҫукран чунне пусараймасть» тенӗ.
19Ирод вилсессӗн, акӑ Египетра Иосифа тӗлӗкре Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑнать те 20ҫапла калать: тӑр та Ачапа Амӑшне илсе Израиль ҫӗрне кай: Ача чунне шыракансем вилчӗҫ ӗнтӗ, тет. 21Иосиф тӑнӑ та, Ачапа Амӑшне илсе, Израиль ҫӗрне таврӑннӑ. 22Анчах Иудейӑра Ирод ывӑлӗ Архелай ашшӗ вырӑнӗнче патшара ларнине илтсессӗн, унта кайма шикленнӗ; вара тӗлӗкре хыпар илсе, Галилея ҫӗрне кайнӑ. 23Унта ҫитсен, Назарет ятлӑ хулана вырӑнаҫнӑ, ҫапла пророксем урлӑ «Ӑна Назарет ҫынни тейӗҫ» тесе калани пурӑнӑҫа килнӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in