YouVersion Logo
Search Icon

Матфей ҫырнӑ Евангели 1

1
1Авраам ывӑлӗн, Давид ывӑлӗн Иисус Христосӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑн пек: 2Авраамран Исаак ҫуралнӑ; Исаакран Иаков ҫуралнӑ; Иаковран Иудӑпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ; 3Иудӑн Фамарьтен Фареспа Зара ҫуралнӑ; Фаресран Есром ҫуралнӑ; Есромран Арам ҫуралнӑ; 4Арамран Аминадав ҫуралнӑ; Аминадавран Наассон ҫуралнӑ; Наассонран Салмон ҫуралнӑ; 5Салмонӑн Рахавӑран Вооз ҫуралнӑ; Воозӑн Руфьрен Овид ҫуралнӑ; Овидран Иессей ҫуралнӑ; 6Иессейрен Давид патша ҫуралнӑ; Давид патшанӑн Урияран юлнӑ арӑмӗнчен Соломон ҫуралнӑ; 7Соломонран Ровоам ҫуралнӑ; Ровоамран Авия ҫуралнӑ; Авияран Аса ҫуралнӑ; 8Асаран Иосафат ҫуралнӑ; Иосафатран Иорам ҫуралнӑ; Иорамран Озия ҫуралнӑ; 9Озияран Иоафам ҫуралнӑ; Иоафамран Ахаз ҫуралнӑ; Ахазран Езекия ҫуралнӑ; 10Езекияран Манассия ҫуралнӑ; Манассияран Амон ҫуралнӑ; Амонран Иосия ҫуралнӑ; 11Иосияран Иоаким ҫуралнӑ; Вавилона куҫарса каяс умӗн Иоакимран Иехонияпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ. 12Вавилона куҫарса кайсассӑн Иехонияран Салафиил ҫуралнӑ; Салафиилран Зоровавель ҫуралнӑ; 13Зоровавельрен Авиуд ҫуралнӑ; Авиудран Елиаким ҫуралнӑ; Елиакимран Азор ҫуралнӑ; 14Азортан Садок ҫуралнӑ; Садокран Ахим ҫуралнӑ; Ахимран Елиуд ҫуралнӑ; 15Елиудран Елеазар ҫуралнӑ; Елеазартан Матфан ҫуралнӑ; Матфанран Иаков ҫуралнӑ; 16Иаковран Иосиф — Мария упӑшки — ҫуралнӑ; ҫав Марийӑран Христос теекен Иисус ҫуралнӑ. 17Ҫапла вара Авраамран пуҫласа Давида ҫитиччен пурӗ вунтӑватӑ сыпӑк; Давидран пуҫласа Вавилона куҫарса кайиччен те вунтӑватӑ сыпӑк; Вавилона куҫнинчен пуҫласа Христос ҫураличчен те вунтӑватӑ сыпӑк.
18Иисус Христос ҫурални акӑ ҫапла пулнӑ: Унӑн Амӑшне, Марийӑна, Иосиф валли ҫураҫсан, вӗсем пӗрле пурӑна пуҫличченех, Таса Сывлӑш хӑвачӗпе Мария йывӑр ҫын пулнӑ. 19Унӑн пулас упӑшки Иосиф тӳрӗ ҫын пулнӑ; вӑл, Марийӑн ятне ярас мар тесе, ӑна вӑрттӑн уйӑрса ярасшӑн пулнӑ. 20Анчах та ҫапла шухӑшласанах акӑ ӑна тӗлӗкре Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ та ҫапла каланӑ: Давид ывӑлӗ Иосиф! эсӗ арӑмна, Марийӑна, ху патна илме ан хӑра: Вӑл Таса Сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулнӑ; 21Вӑл Ывӑл Ача ҫуратӗ, эсӗ Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ, тенӗ. 22Ҫакӑ вӑл пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа пророк урлӑ калани пурӑнӑҫа килтӗр тесе пулса иртнӗ, пророк ҫапла каланӑ: 23«акӑ Хӗр йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӗ, Ӑна Еммануил ятлӑ хурӗҫ» тенӗ. Еммануил тени «пирӗнпе Турӑ» тенине пӗлтерет. 24Иосиф ыйхӑран вӑрансан, Ҫӳлхуҫа Ангелӗ хушнӑ пек, арӑмне хӑй патне илнӗ, 25анчах вӑл унпа хутшӑнман; унтан Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ; Иосиф Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in