Матфей ҫырнӑ Евангели 14
14
1Ҫав вӑхӑтра Ирод, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑраканскер, Иисус ҫинчен сарӑлнӑ сӑмаха илтнӗ те 2хӑйӗн тарҫисене каланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн ку; вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа хӑватсем тӑвать, тенӗ. 3Ирод хӑйӗн Филипп пиччӗшӗн арӑмне Иродиадӑна пула Иоана тӗрмене тытса хуптарнӑ пулнӑ, 4мӗншӗн тесессӗн Иоанн ӑна: «сана унпа пурӑнма юрамасть» тенӗ. 5Ирод ӑна вӗлересшӗн те пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ: халӑх Иоана пророк тесе хисепленӗ. 6Акӑ Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне Иродиада хӗрӗ хӑнасем умӗнче ташласа унӑн кӑмӑлне ҫавӑрнӑ; 7ҫавӑнпа вӑл ӑна, лешӗ кирек мӗн ыйтсассӑн та, ҫавна тупа тусах пама пулнӑ. 8Хӗрӗ вара амӑшӗ хӗтӗртнипе каланӑ: мана Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне халех тирӗк ҫине хурса илсе килсе пар, тенӗ. 9Патша салхуланнӑ; анчах тупа тунӑран тата хӑнисене те пула ӑна мӗн ыйтнине пама хушнӑ, 10вара Иоанн пуҫне кастарма тӗрмене ҫын янӑ. 11Ӗнтӗ унӑн пуҫне тирӗкпе илсе пырса хӗре панӑ; лешӗ ӑна амӑшне леҫсе панӑ. 12Иоанн вӗренекенӗсем ҫитнӗ те унӑн ӳтне илсе кайса пытарнӑ; кайран вӗсем ҫакӑн ҫинчен Иисуса пӗлтернӗ.
13Ҫакна илтсессӗн Иисус кимӗ ҫине ларнӑ та ҫав вырӑнтан пӗчченех ҫын ҫук ҫӗре ишсе кайнӑ; ҫакӑн ҫинчен илтнӗ халӑх вара, хулисенчен тухса, Ун хыҫҫӑн ҫуран утнӑ. 14Ҫитсессӗн, Иисус темӗн чухлӗ халӑх тӑнине курнӑ; Вӑл, вӗсене хӗрхенсе, чирлӗ ҫыннисене сыватнӑ. 15Каҫ пулсассӑн вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: кунта ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулчӗ, халӑха яр — вӗсем, ялсене кайса, хӑйсем валли ҫимелли туянччӑр, тенӗ. 16Иисус вӗсене каланӑ: вӗсен кайма кирлӗ мар, ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр, тенӗ. 17Лешӗсем Ӑна калаҫҫӗ: пирӗн кунта пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ ҫеҫ, теҫҫӗ. 18Вӑл: ҫавна кунта Ман патӑма илсе килӗр-ха, тенӗ. 19Унтан Вӑл халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ: вара пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхса тав тунӑ та, пиллесе, ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вӗренекенӗсем вара халӑха валеҫсе панӑ. 20Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлашки татӑкӗсене тата вуникӗ кунтӑ туллиех пухнӑ; 21ҫиекенӗсем, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ.
22Иисус ҫакӑн хыҫҫӑнах вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларма, Хӑй халӑха киле янӑ хушӑра Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне ишсе каҫма хушнӑ. 23Халӑха киле ярсассӑн, Вӑл пӗччен кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ; ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ. 24Кимӗ ӗнтӗ тинӗс варрине ҫитнӗ пулнӑ, хирӗҫле ҫил вӗрнӗрен ӑна хумсем силленӗ. 25Ҫӗрлехи тӑваттӑмӗш хурал вӑхӑтӗнче вара Иисус тинӗс ҫийӗн вӗренекенӗсем патне утса пынӑ. 26Вӗренекенӗсем Вӑл шыв ҫийӗн утса пынине курсассӑн шикленсе ӳкнӗ: мӗлке ку, тенӗ; хӑранипе кӑшкӑрсах янӑ. 27Иисус вӗсене ҫавӑнтах сасӑ парса каланӑ: лӑпланӑр, ку — Эпӗ, ан хӑрӑр, тенӗ. 28Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! ку Эсех пулсассӑн, мана Хӑвӑн патна шыв ҫийӗн пыма хуш, тенӗ. 29Иисус ӑна: кил, тенӗ. Петр вара, кимӗ ҫинчен анса, шыв ҫийӗн Иисус патнелле утнӑ; 30анчах та ҫил вӑйлине курса хӑраса ӳкнӗ те пута пуҫланӑ, вара: Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӑлсам мана! тесе кӑшкӑрса янӑ. 31Иисус ҫавӑнтах аллине тӑсса ӑна ярса тытнӑ та: эй сахал ӗненекен! мӗншӗн эсӗ иккӗлентӗн? тенӗ. 32Вӗсем кимӗ ҫине ларсанах ҫил лӑпланнӑ. 33Кимӗ ҫинчисем Ун патне пырса пуҫҫапса каланӑ: Эсӗ чӑн-чӑнах Турӑ Ывӑлӗ, тенӗ.
34Тепӗр енне каҫсассӑн, вӗсем Геннисарет ҫӗрне ҫитнӗ. 35Унта пурӑнакансем Иисуса палласа илнӗ те ҫав таврана пур ҫӗре те хыпар янӑ, ӗнтӗ Ун патне пӗтӗм чирлӗ ҫынна илсе пынӑ, 36вӗсем Ӑна: тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнтерсем, тесе йӑлӑннӑ; сӗртӗнекеннисем сывалнӑ.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 14: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: