Матфей ҫырнӑ Евангели 13
13
1Ҫав кунхинех Иисус, килтен тухса, тинӗс хӗррине пырса ларнӑ. 2Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ, ҫавӑнпа Вӑл кимӗ ҫине кӗрсе ларнӑ; халӑх вара тинӗс хӗрринче тӑнӑ. 3Вӑл вӗсене ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ. Вӑл каланӑ: || акӑ акаҫӑ акма тухнӑ; 4акнӑ чухне хӑш пӗрчи ҫул хӗррине ӳкнӗ; вӗҫен кайӑксем вӗҫсе килнӗ те ӑна ҫисе янӑ; 5хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ; тӑпра ӑшӑх пулнӑран пӗрчӗ часах шӑтса тухнӑ. 6Анчах хӗвел тухсанах шанса кайнӑ та, тымар ярайманскер, типсех ларнӑ. 7Хӑшӗ ҫумлӑ ҫӗре ӳкнӗ, ҫумкурӑкӗ ӳссе кайнӑ та ӑна пусса илнӗ. 8Хӑшӗ вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ те ҫимӗҫ тунӑ: пӗринчен ҫӗр пӗрчӗ, тепӗринчен утмӑл пӗрчӗ, тата тепӗринчен вӑтӑр пӗрчӗ пулнӑ. 9Илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ. 10Вӗренекенӗсем пынӑ та каланӑ Ӑна: мӗншӗн Эсӗ вӗсене ытарлӑн калатӑн? тенӗ. 11Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлти Патшалӑхӑн вӑрттӑнлӑхӗсене сире пӗлмелле тунӑ, вӗсене ун пек туман: 12камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн тата хушӑнӗ; камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ; 13вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, итлесен те илтмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене ытарлӑн калатӑп; 14Исаия пророк калани вӗсен тӗлӗшӗнчен вырӑна килет. Вӑл каланӑ: «хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр; куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр: 15ҫак ҫынсен чӗри хытса ларнӑ, хӑлхипе те аран илтеҫҫӗ, куҫне те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ. 16Сирӗн куҫӑрсем телейлӗ — вӗсем кураҫҫӗ; хӑлхӑрсем те телейлӗ — вӗсем илтеҫҫӗ. 17Чӑн калатӑп сире: пророксемпе сӑваплӑ ҫынсем нумайӑшӗ эсир курнине курасшӑнччӗ те — кураймарӗҫ; эсир илтнине илтесшӗнччӗ те — илтеймерӗҫ. 18Эппин, акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарӑш мӗне пӗлтернине итлӗр: 19Патшалӑх ҫинчен каланӑ сӑмаха илтсе, ӑна ӑнланман кирек хӑш ҫын патне те усал пырать те ун чӗрине акнине вӑрласа илсе каять: ҫул хӗррине ӳкни ҫакна пӗлтерет. 20Чуллӑ ҫӗре ӳкни сӑмаха илтсе ӑна тӳрех хавасланса хапӑл тӑвакан ҫынна пӗлтерет; 21анчах та тымарӗ ҫуккипе вӑхӑтлӑха ҫеҫ тытӑнса тӑраять: ҫав сӑмахшӑн асап е хӗсӗрлесси ҫитсессӗн, вӑл часах пӑрӑнать. 22Ҫумлӑ ҫӗре ӳкни сӑмаха илтекен ҫыннах пӗлтерет, анчах та ҫак тӗнче хуйхи-суйхи тата пуянлӑхпа улталанни сӑмаха хупласа илет те, сӑмах вара ҫимӗҫ кӳмест. 23Лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара сӑмаха илтсе ӑнланса илекене пӗлтерет; вӑл ҫимӗҫлӗ пулать: пӗри ҫӗр хут, тепӗри утмӑл хут, тата тепӗри вӑтӑр хут ытла ҫимӗҫ кӳрет, тенӗ.
24Вӑл вӗсене тепӗр ытарӑш каласа кӑтартнӑ: Ҫӳлти Патшалӑха ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын хӑй хирне ырӑ вӑрлӑх акнӑ; 25ҫынсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине пукра акса хӑварнӑ; 26калчи ӳссе пуҫ кӑларсассӑн, пукри те палӑрнӑ. 27Чурисем хуҫине пырса каланӑ: «хуҫа! эсӗ хӑвӑн хирне ырӑ вӑрлӑх акманччӗ-и? унта пукра ӑҫтан тухнӑ вара?» тенӗ. 28Вӑл вӗсене каланӑ: «ӑна тӑшман ҫын тунӑ» тенӗ. Чурисем каланӑ: «ҫумлаттарас теместӗн-и? эпир кайса ҫумлӑпӑр» тенӗ. 29Вӑл каланӑ: «ҫук, пукрине суйланӑ чухне эсир унпа пӗрле туллине те тӑпӑлтарса кӑларатӑр. 30Ан тивӗр, выриччен иккӗшӗ те пӗрлех ӳсчӗр; вырнӑ чухне выракансене калӑп эпӗ: малтан пукрине пухӑр, ҫунтарса ямашкӑн ӑна кӗлтенӗн-кӗлтенӗн ҫыхӑр; туллине вара ман кӗлете пухса хурӑр, тейӗп» тенӗ.
31Иисус вӗсене тата тепӗр ытарӑш каласа кӑтартнӑ: Ҫӳлти Патшалӑха ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи илнӗ те ӑна хӑйӗн хирне акнӑ: 32ҫав пӗрчӗ, ытти вӑрӑсенчен пуринчен те чи пӗчӗкки пулин те, шӑтса ӳссессӗн пахчари пур ӳсентӑранран та пысӑкрах, йывӑҫ пекех пулса каять, ӗнтӗ вӗҫен кайӑксем вӗҫсе килеҫҫӗ те унӑн турачӗсем хушшине йӑва ҫавӑраҫҫӗ, тенӗ.
33Вӑл вӗсене тата тепӗр ытарӑш каласа панӑ: Ҫӳлти Патшалӑха ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр хӗрарӑм кӑвас чусти илнӗ те ҫавна виҫӗ виҫе ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ, вара пӗтӗм чусти йӳҫсе хӑпарнӑ, тенӗ.
34Ҫакна пурне те Иисус халӑха ытарлӑн каланӑ, ытарӑшсӑр каламан вӗсене: 35ҫапла пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: «ҫӑварӑма ытарӑш калама уҫӑп, тӗнче пулнӑранпа пытарӑнса тӑнине ытарлӑн каласа пӗлтерӗп» тенӗ.
36Унтан Иисус халӑхран уйрӑлнӑ та пӳрте кӗнӗ. || Вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та каланӑ: хирти пукра ҫинчен каланӑ ытарӑша ӑнлантарса пар-ха пире, тенӗ. 37Вӑл вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ырӑ вӑрлӑх акакан — Этем Ывӑлӗ вӑл; 38хир — тӗнче; ырӑ вӑрлӑх — Патшалӑх ачисем, пукра — усал ачисем; 39пукра акнӑ тӑшман — шуйттан вӑл; вырма вӑхӑчӗ — тӗнче вӗҫӗ, выраканӗсем вара — ангелсем. 40Ҫак тӗнче пӗтнӗ чухне те пукрана пуҫтарса вутпа ҫунтарнӑ пекех пулӗ: 41Этем Ывӑлӗ Хӑй ангелӗсене ярӗ те, вӗсем Унӑн Патшалӑхӗнчи пӗтӗм ултава тата йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пуҫтарӗҫ те 42вӗсене вут-ҫулӑмлӑ кӑмакана пӑрахӗҫ; унта йӗни-макӑрни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ; 43ҫавӑн чухне сӑваплисем хӑйсен Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталса кайӗҫ. Илтме хӑлха пурри — илттӗр! тенӗ.
44Ҫӳлти Патшалӑха тата ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын хире пытарнӑ мул тупнӑ, вӑл ҫакӑн ҫинчен никама та систермен; савӑннипе вӑл мӗнпур пурлӑхне кайса сутать те ҫав хире туянать.
45Ҫӳлти Патшалӑха тата ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр купса паха ӗнчӗ шырать: 46вӑл пӗр хаклӑ ӗнчӗ курнӑ та, вара хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне кайса сутса, ҫав ӗнчӗне туяннӑ.
47Ҫӳлти Патшалӑха тата ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Тинӗсе сӗреке ывӑтнӑ, ҫав сӗрекене тӗрлӗ йышши пулӑ кӗнӗ; 48сӗреки тулсан, ӑна ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ, унтан ларса, лайӑх пуллине суйласа илсе савӑта янӑ, начаррине кӑларса ывӑтнӑ. 49Тӗнче пӗтнӗ чухне те ҫапла пулӗ: ангелсем килӗҫ те усаллисене сӑваплисен хушшинчен уйӑрса илӗҫ; 50вара вӗсене ҫунакан кӑмакана пӑрахӗҫ; унта йӗни-макӑрни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ, тенӗ. 51Иисус вӗсенчен ыйтнӑ: эсир ҫакна пурне те ӑнлантӑр-и? тенӗ; вӗсем Ӑна: ӑнлантӑмӑр, Вӗрентекен! теҫҫӗ. 52Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗреннӗ кирек хӑш кӗнекеҫӗ те кил хуҫи евӗрлӗ — ҫав хуҫа хӑй мулӗ управӑшӗнчен ҫӗннине те, киввине те илсе тухать, тенӗ.
53Ҫак ытарӑшсене каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн Иисус унтан кайнӑ. 54Вӑл Хӑйӗн тӑван хулине пынӑ та унти ҫынсене вӗсен синагогинче вӗрентнӗ; ҫынсем питех те тӗлӗнсе каланӑ: ҫакнашкал ӑслӑлӑхпа вӑй-хӑват ӑҫтан тухать-ши Унӑн? 55Каскалаканӑн ывӑлӗ мар-и вара Вӑл? Унӑн амӑшӗ Мария ятлӑ мар-и? Иаков, Иосиф, Симон, Иуда Унӑн тӑванӗсем мар-и вара? 56Унӑн аппӑшӗ-йӑмӑкӗ те пурте пирӗн хушшӑмӑртах мар-и вара? апла ҫакӑ ӑҫтан тухать-ши Унӑн? тенӗ. 57Ҫапла вӗсем Ун ҫинчен иккӗленсе шухӑшланӑ. Иисус вӗсене каланӑ: пророка хисеплеҫҫӗ, хисеплемесен те ӑна тӑван ҫӗршывӗнче, тӑван килӗнче ҫеҫ хисеплемеҫҫӗ, тенӗ. 58Вӗсем ӗненменрен Вӑл унта хӑват нумаях туман.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 13: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: