YouVersion Logo
Search Icon

Матфей ҫырнӑ Евангели 12

12
1Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр шӑматкун Иисус тырӑ пуссипе иртсе пынӑ; Унӑн вӗренекенӗсенӗн ҫиесси килнӗ те вӗсем пучах тата-тата илсе тырӑ пӗрчисене ҫие пуҫланӑ. 2Фарисейсем ҫакна курнӑ та каланӑ Ӑна: акӑ Санӑн вӗренекенӳсем шӑматкун тума юраманнине тӑваҫҫӗ, тенӗ. 3Вӑл вара вӗсене ҫапла каланӑ: пӗрре Давид хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем те выҫӑпа аптӑрасассӑн мӗн туни ҫинчен вуламан-им эсир? 4Епле вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе парне ҫӑкӑрӗсене ҫинӗ: ҫав ҫӑкӑрсене унӑн та, унпа пӗрле пулнӑ ҫынсен те ҫиме юраман-ҫке, вӗсене священниксем ҫеҫ ҫиме пултарнӑ. 5Тата эсир саккунра: шӑматкунсенче священниксем Турӑ Ҫуртӗнче шӑматкун тума хушманнине тӑваҫҫӗ, ҫапах та вӗсем айӑплӑ мар тенине вуламан-им? 6Анчах сире ҫакна калатӑп: кунта Турӑ Ҫуртӗнчен те Асли пур. 7Эхер те эсир: «Мана парне кирлӗ мар, ырӑ кӑмӑл кирлӗ» тени мӗне пӗлтернине пӗлнӗ пулсассӑн, айӑпсӑррисене айӑпламӑттӑр: 8Этем Ывӑлӗ — шӑматкун хуҫи те, тенӗ.
9Унтан кайсассӑн Вӑл вӗсенӗн синагогине пынӑ. 10Унта хӑрнӑ алӑллӑ пӗр ҫын пулнӑ. Иисуса айӑпласшӑн Унран ҫапла ыйтнӑ: шӑматкун чиртен сыватма юрать-и? тенӗ. 11Вӑл каланӑ вӗсене: хӑйӗн пӗртен-пӗр сурӑхӗ шӑматкун шӑтӑка кӗрсе ӳксен, сирӗнтен кам ӑна туртса кӑлармӗ? 12Этем сурӑхран хаклӑрах мар-и? Эппин, шӑматкун ырӑ ӗҫ тума юрать, тенӗ. 13Унтан ҫав ҫынна: аллуна тӑс, тет; лешӗ тӑснӑ та — алли вара тӳрленсе тепӗри пекех пулса тӑнӑ.
14Фарисейсем ӗнтӗ синагогӑран тухсанах Ӑна епле пӗтерес пирки канаш тунӑ; ҫакна пӗлсессӗн Иисус унтан кайнӑ. 15Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, Вӑл вӗсене пурне те сыватнӑ, 16анчах вӗсене Хӑй ҫинчен каласа ҫӳреме хушман. 17Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: 18«Ҫакӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам; Эпӗ Ун ҫине Хамӑн Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ; 19Вӑл тавлашмӗ, кӑшкӑрашмӗ, урамсенче никам та Унӑн сассине илтмӗ; 20тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл аманнӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланакан хӑйӑва та сӳнтермӗ; 21халӑхсем Унӑн ятне шанса тӑрӗҫ» тенӗ.
22Ҫавӑн чухне Ун патне усал ернӗ суккӑр, чӗлхесӗр ҫынна илсе пынӑ; Вӑл ӑна сыватнӑ: суккӑр, чӗлхесӗр ҫын калаҫакан та, куракан та пулнӑ. 23Пӗтӗм халӑх тӗлӗнсе тӑнӑ: Давид Ывӑлӗ Христос мар-ши Вӑл? тенӗ. 24Ҫакна илтсен фарисейсем каланӑ: усалсене Вӑл урӑх нимӗнле те мар, усалсен пуҫлӑхӗн веельзевулӑн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тенӗ. 25Вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе Иисус каланӑ вӗсене: кирек мӗнле патшалӑх та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, пушхир пулса тӑрать; кирек мӗнле хула та е кил-ҫурт та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, тытӑнса тӑраймасть. 26Эхер те шуйттан шуйттана хӑваласа кӑларать пулсан, апла вӑл хӑйӗнчен хӑй уйӑрӑлни пулать: ӗнтӗ унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрайтӑр? 27Эпӗ усалсене веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, сирӗн ывӑлӑрсем, эппин, кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ вӗсене? Ҫавӑнпа вӗсемех сире айӑплакансем пулӗҫ. 28Эпӗ усалсене Турӑ Сывлӑшӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, ӗнтӗ сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ. 29Е тата вӑйламас ҫынна малтан хӑйне ҫыхса пӑрахмасӑр кам унӑн ҫуртне кӗрсе япалисене ҫаратса тухма пултарӗ? ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратса тухӗ. 30Кам Манпа пӗрле мар, ҫавӑ Мана хирӗҫ; кам Манпа пӗрле пухмасть, ҫавӑ салатса пӗтерет. 31Ҫавӑнпа калатӑп сире: ҫынсенӗн кирек мӗнле ҫылӑхӗ те, вӗсем кирек мӗнле хурлани те каҫарӑнӗ; Таса Сывлӑша хурлани каҫарӑнмӗ; 32Этем Ывӑлне хирӗҫ калакана каҫарӗҫ, Таса Сывлӑша хирӗҫ калакана ку тӗнчере те, леш тӗнчере те каҫармӗҫ. 33Йывӑҫне аван тесен, унӑн ҫимӗҫне те аван тейӗр; йывӑҫне начар тесен, унӑн ҫимӗҫне те начар тейӗр: йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ. 34Эй ҫӗлен ҫурисем! эсир, усалскерсем, мӗнле ырри калама пултарӑр? Чӗлхе-ҫӑвар вӑл кӑмӑл тулли пулнӑран калаҫать. 35Ырӑ ҫын хӑйӗн чӗринче ырри нумайран ыррине кӑларать, усал ҫын хӑйӗн чӗринче усалли нумайран усаллине кӑларать. 36Ҫавӑнпа калатӑп та сире: ҫынсен вырӑнсӑр каланӑ кашни сӑмахӗшӗн сут кунӗнче явап тытмалла пулӗ: 37сӑмахна пула тӳрре тухӑн, сӑмахна пула айӑпа юлӑн, тенӗ.
38Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем каланӑ: Вӗрентекен! эпир Санран хӑват курасшӑн, тенӗ. 39Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: усал та аскӑн ӑру хӑват шырать; Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна урӑх хӑват пулмӗ; 40Иона кит ӑшӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулнӑ пек, Этем Ывӑлӗ те ҫӗр айӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулӗ. 41Сут Кунӗнче Ниневи ҫыннисем тӑрӗҫ те ҫак ӑрӑва айӑплӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Иона вӗрентнине илтсен ӳкӗннӗ пулнӑ; кунта акӑ Ионӑран та Аслӑраххи пур. 42Сут Кунӗнче кӑнтӑр енчи хӗрарӑм патша тӑрӗ те ҫак ӑрӑва айӑплӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Соломон ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн инҫетри ҫӗртенех килнӗ; кунта акӑ Соломонран та Аслӑраххи пур. 43Усал сывлӑш, ҫын ӑшӗнчен тухсан, канлӗх шыраса шывсӑр ҫӗрсенче ҫӳрет те — тупаймасть; 44вара вӑл: «хам тухнӑ ҫуртӑма каялла таврӑнам» тет. Таврӑнсассӑн ҫурчӗ пушӑ, таса, тирпейлӗ тӑнине курать. 45Вара каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах ҫичӗ сывлӑша ертсе килет те, унта кӗрсе пурӑнаҫҫӗ; ҫав ҫынна вара кайран унчченхинчен те хӗнрех пулать. Ҫак усал ӑрӑва та ҫаплах пулӗ, тенӗ.
46Вӑл халӑха ҫапла каланӑ хушӑра Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем тулта Унпа калаҫасшӑн кӗтсе тӑнӑ. 47Пӗр ҫын каланӑ Ӑна: акӑ Аннӳпе тӑванусем Санпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑраҫҫӗ, тенӗ. 48Ҫапла калакана хуравласа Вӑл: кам Манӑн аннем? камсем Манӑн тӑванӑмсем? тенӗ. 49Унтан вӗренекенӗсем ҫинелле аллипе кӑтартса каланӑ: акӑ Манӑн аннем, акӑ Манӑн тӑванӑмсем: 50кам Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫласа пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать, тенӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in