Лука ҫырнӑ Евангели 8
8
1Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус хуласемпе ялсем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе, Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ. Унпа пӗрле вуниккӗшӗ 2тата Хӑй усал сывлӑшсенчен, чирсенчен сыватнӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пулнӑ: ӑшӗнчен ҫичӗ усал сывлӑш тухнӑ Магдалина теекен Мария, 3Ирод кил-ҫуртне пӑхса тӑракан Хуза арӑмӗ Иоанна, Сусанна тата урӑххисем те нумаййӑн пынӑ: вӗсем Ӑна хӑйсен пурлӑхӗпе пулӑшса тӑнӑ.
4Хӑй патне халӑх нумай пуҫтарӑнсан, пур хуласенчен те ҫынсем пухӑнсан, Вӑл ытарлӑ кала пуҫланӑ: 5акаҫӑ хӑйӗн вӑрлӑхне акма тухнӑ; вӑл акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ те таптанса пӗтнӗ, вӗсене вӗҫен кайӑксем ҫисе янӑ; 6хӑшӗсем чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ; вӗсем шӑтса тухсанах нӳрӗк ҫуккипе типсе ларнӑ; 7хӑшӗ ҫумлӑ ҫӗре ӳкнӗ; ҫумкурӑкӗ ӳссе кайнӑ та ӑна пусса илнӗ; 8хӑшӗ вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ те шӑтса ӳссессӗн пӗр пӗрчӗрен ҫӗр пӗрчӗ пултарнӑ, тенӗ. Ҫакна каласа пӗтерсен, Вӑл хыттӑн: илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ. 9Вӗренекенӗсем вара Унран ыйтнӑ: ку ытарӑш мӗне пӗлтерет? тенӗ. 10Вӑл ҫапла каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхне сире пӗлмелле тунӑ, ыттисене вара ытарлӑ каламалла: вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, илтсен те ӑнланмаҫҫӗ. 11Ку ытарӑш акӑ мӗне пӗлтерет: вӑрлӑх — Турӑ сӑмахӗ вӑл; 12ҫул хӗррине ӳкни — сӑмаха итлекенсене пӗлтерет; анчах ӗненсе ан ҫӑлӑнайччӑр тесе, вӗсем патне кайран шуйттан пырать те вӗсен чӗринчен сӑмаха илсе каять; 13чул ҫине ӳкни — сӑмаха илтсе ӑна тӳрех хавасланса хапӑл тӑвакансене пӗлтерет, анчах вӗсем тымарланайман, ҫавӑнпа пӗр вӑхӑт ӗненеҫҫӗ, анчах хӑйсене сӑнанӑ-илӗртнӗ чухне каялла чакаҫҫӗ; 14ҫумлӑ ҫӗре ӳкни — сӑмаха илтекен ҫынсенех пӗлтерет, анчах та вӗсем пӑрӑнса кайса пурӑнӑҫ хуйхи-суйхипе, пурӑнӑҫ киленӗҫӗпе хупланаҫҫӗ те ҫимӗҫ кӳреймеҫҫӗ; 15лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара — сӑмаха илтсе ӑна ырӑ та таса чӗрере упракана, тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ кӳрекене пӗлтерет, тенӗ. Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн Вӑл хыттӑн: илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ. 16Ҫутаткӑҫ ҫутсан, ӑна никам та савӑтпа хупласа хумасть, кравать айне те лартмасть, кӗрекенсем ҫутӑ курччӑр тесе, ӑна шантал ҫине лартать. 17Мӗн вӑрттӑнни курӑнмасӑр юлмасть, пытарӑнса тӑраканни те палӑрать, ҫиеле тухать. 18Ҫавӑнпа ӗнтӗ хӑвӑр епле итленине астуса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн камӑн пур, ӑна парӗҫ; камӑн ҫук, унӑнне илме ӗмӗтленнине те туртса илӗҫ, тенӗ.
19Ун патне Амӑшӗпе тӑванӗсем пынӑ, анчах халӑх нумай пулнӑран вӗсем Ун ҫывӑхне пырайман. 20Ӑна: Аннӳпе тӑванусем Сана курасшӑн тулта кӗтсе тӑраҫҫӗ, тесе пӗлтернӗ. 21Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн аннем, Манӑн тӑванӑмсем — Турӑ сӑмахне итлесе ӑна пурӑнӑҫласа пыракансем, тенӗ.
22Пӗррехинче Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине кӗрсе ларнӑ та вӗсене каланӑ: атьӑр кӳлӗ леш енне каҫар, тенӗ. Вара вӗсем ишсе кайнӑ. 23Ишсе пынӑ чухне Иисус ҫывӑрса кайнӑ. Кӳлӗ ҫинче ҫил-тӑвӑл тухнӑ та, хум ҫапнипе кимӗ ҫине шыв кӗре пуҫланӑ; вӗсем ӗнтӗ хӑрушлӑха лекнӗ. 24Вара Иисус патне пырса Ӑна вӑратса каланӑ: Вӗрентекен! Вӗрентекен! пӗтетпӗр, тенӗ. Вӑл тӑнӑ та ҫилпе хумсене чарӑнма хушнӑ; ҫавӑнтах чарӑннӑ та лӑпах пулнӑ. 25Иисус вара вӗсене: сирӗн ӗненӗвӗр ӑҫта? тенӗ. Вӗсем хӑраса та тӗлӗнсе пӗрне-пӗри каланӑ: кам-ши Ку? Вӑл ҫиле те, шыва та чарӑнма хушать те — лешӗсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ, тенӗ.
26Вӗсем Галилея тӗлӗнчи Гадара ҫӗрне ишсе каҫнӑ. 27Иисус ҫыран хӗррине тухсан, Ӑна пӗр хула ҫынни, тахҫантанпах усал сывлӑш ернипе асапланаканскер, тӗл пулнӑ; вӑл тумтир таврашӗ те тӑхӑнман, пурӑнасса та килте мар, ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхра пурӑннӑ. 28Иисуса курсассӑн вӑл кӑшкӑрса янӑ та, Ун умне ӳксе, хытӑ сасӑпа каланӑ: эй Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн ман ҫумра мӗн ӗҫ пур? йӑлӑнатӑп Сана — ан асаплантар мана, тенӗ. 29Мӗншӗн тесессӗн Иисус усал сывлӑша ҫав ҫын ӑшӗнчен тухма хушнӑ: усал ӑна нумайранпа асаплантарнӑ; ӑна сыхласа сӑнчӑрпа та сӑнчӑрланӑ, тӑлӑпа та тӑлланӑ, вӑл ҫавах ҫыххисене тата-тата пӑрахнӑ, вара усал сывлӑш ӑна пушхире хӑваласа кайнӑ. 30Иисус унран: эсӗ мӗн ятлӑ? тесе ыйтнӑ; лешӗ: легион, тенӗ, — мӗншӗн тесессӗн ун ӑшне нумай усал кӗнӗ пулнӑ. 31Усал сывлӑшсем Иисуса: «пире тамӑка ан яр» тесе йӑлӑннӑ. 32Ҫавӑнтах ту ҫинче пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ; усал сывлӑшсем Иисусран ҫав сыснасен ӑшне кӗме ирӗк памашкӑн йӑлӑннӑ. Вӑл вӗсене ирӗк панӑ. 33Усал сывлӑшсем ҫын ӑшӗнчен тухса сыснасен ӑшне кӗнӗ; сысна кӗтӗвӗ вара чӑнкӑ ҫӗртен кӳлле сиксе шыва путса вилнӗ. 34Мӗн пулса иртнине курсан, кӗтӳҫӗсем чупса кайнӑ та ҫакӑн ҫинчен хулара та, ялсенче те кала-кала кӑтартнӑ. 35Ҫынсем вара мӗн пулса иртнине курма тухнӑ; Иисус патне пырсан вӗсем усалсенчен тасалнӑ ҫын Ун ури патӗнче тумтирпе, ырӑ ӑн-пуҫпа ларнине курнӑ та сехӗрленсе ӳкнӗ. 36Куракансем вӗсене усал ернӗ ҫын епле сывалнине каласа кӑтартнӑ. 37Вара пӗтӗм Гадара таврашӗнчи халӑх, питех те хӑранипе, Ӑна хӑйсем патӗнчен кайма йӑлӑннӑ. Вӑл кимӗ ҫине ларнӑ та каялла таврӑннӑ. 38Ӑшӗнчен усалсем тухнӑ ҫын хӑйне пӗрле илме ыйтса Иисуса йӑлӑннӑ. Анчах Иисус ӑна ҫапла каласа янӑ: 39килне таврӑн та Турӑ хӑвна ырӑлӑх тунине каласа кӑтарт, тенӗ. Лешӗ кайнӑ та хӑйне Иисус мӗнле ырӑлӑх тунине пӗтӗм хула тӑрӑх каласа ҫӳренӗ.
40Иисус каялла таврӑнсан, халӑх Ӑна хапӑлласа йышӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн пурте Ӑна кӗтсе тӑнӑ. 41Иаир ятлӑ ҫын, синагога пуҫлӑхӗ, пынӑ; Иисус ури умне ӳксе вӑл Ӑна хӑй килне кӗме тархасланӑ: 42унӑн пӗр вуникӗ ҫулхи хӗрӗ анчах пулнӑ, вӑл та пулин вилес пек чирлӗ выртнӑ. Иисус пынӑ чухне Ӑна пур енчен те халӑх хӗстернӗ. 43Ҫавӑнта юн кайнипе вуникӗ ҫул асапланакан хӗрарӑм пулнӑ; вӑл ӗнтӗ эмелҫӗсем патне ҫӳресе мӗнпур пурлӑхне пӗтернӗ, ҫапах ӑна пӗри те сыватайман. 44Ҫавӑ, хыҫалтан пырса, Иисусӑн тумтирӗ аркине сӗртӗннӗ те, унӑн ҫавӑнтах юн кайма чарӑннӑ. 45Иисус: Мана кам сӗртӗнчӗ? тенӗ. Пурте туна пуҫласан, Петр та, Иисуспа пӗрле пыракансем те ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! Хӑвна пур енчен те халӑх хӗссе пырать, Эсӗ тата: «Мана кам сӗртӗнчӗ?» тетӗн, тенӗ. 46Иисус каланӑ: Мана такам сӗртӗнчӗ; Эпӗ Хамран хӑват тухнине туйрӑм, тенӗ. 47Арӑм вара, хӑй пытанса юлайманнине курса, Ун патне чӗтресе пынӑ та Ун умне ӳксе хӑй мӗншӗн сӗртӗннине те, сӗртӗнсенех епле сывалнине те пӗтӗм халӑх умӗнче каласа кӑтартнӑ. 48Иисус ӑна каланӑ: хӗрӗм, хӑюллӑ пул! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, тенӗ. 49Вӑл ҫапла каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пӗри Иаир патне пырса каланӑ: хӗрӳ вилчӗ; Вӗрентекене ан чӑрмантар ӗнтӗ, тенӗ. 50Ҫакна илтсессӗн Иисус каланӑ ӑна: ан хӑра, ӗнен ҫеҫ, хӗрӳ ҫӑлӑнӗ, тенӗ. 51Иаир килне пырсан, Иисус унта Петрпа Иоансӑр, Иаковсӑр тата хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗсӗр пуҫне урӑх никама та кӗме хушман. 52Ӗнтӗ пурте хӗршӗн хурланса, татӑлса йӗнӗ. Иисус: ан йӗрӗр; вӑл вилмен, ҫывӑрать, тенӗ. 53Хӗр вилнине пӗлсе, Унран кулнӑ. 54Вӑл вара пурне те кӑларса янӑ та хӗре аллинчен тытса хыттӑн: хӗрӗм, тӑр! тенӗ. 55Хӗре чун кӗнӗ; вӑл ҫавӑнтах тӑрса ларнӑ; Иисус ӑна апат ҫитерме хушнӑ. 56Хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Вӑл вӗсене мӗн пулни ҫинчен никама та калама хушман.
Currently Selected:
Лука ҫырнӑ Евангели 8: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: