Лука ҫырнӑ Евангели 7
7
1Итлесе тӑракан халӑха Хӑйӗн калас сӑмахне каласа пӗтерсессӗн, || Вӑл Капернаума кайнӑ. 2Унта пӗр ҫӗрпӳ тарҫи вилес пек чирлӗ выртнӑ, ҫӗрпӳ ӑна питӗ хакланӑ. 3Иисус ҫинчен илтсен, тарҫине чӗртме килтӗрччӗ тесе йӑлӑнмашкӑн Ун патне иудейсенӗн аслӑ ҫыннисене янӑ. 4Лешӗсем, Иисус патне пырсан, Ӑна питех те йӑлӑнса каланӑ: вӑл — Санӑн ырӑлӑхна курма тивӗҫлӗ ҫын: 5вӑл пирӗн халӑха юратать, пире синагога та лартса пачӗ, тенӗ. 6Иисус вара вӗсемпе пӗрле кайнӑ. Вӑл ҫӗрпӳ ҫурчӗ патне ҫитеспе лешӗ Ун патне ҫапла калама тусӗсене янӑ: ан чӑрмансамах, Ҫӳлхуҫамӑр! Эпӗ Сана хамӑн килӗме чӗнме тивӗҫлӗ те мар; 7ҫавӑнпах, тивӗҫлӗ маррине пулах, Сан патна хам пымарӑм; Эсӗ кала ҫеҫ — манӑн тарҫӑм сывалӗ те. 8Эпӗ пӑхӑнса тӑракан ҫын пулин те, хамӑн аллӑмри салтаксене пӗрне: «кай» тесен — каять; тепӗрне: «кил» тесен — килет; чурама та: «ҫавна ту» тесен — тӑвать, тенӗ. 9Ҫакна илтсен Иисус унран тӗлӗннӗ, унтан Хӑй хыҫӗнчен пыракан халӑх еннелле ҫаврӑнса ҫапла каланӑ: калатӑп сире: Эпӗ Израиль хушшинче те ҫакӑн пек ӗненнине курманччӗ, тенӗ. 10Ҫӗрпӳ янисем каялла таврӑнсан, чирлӗ тарҫӑ сывах пулнине курнӑ.
11Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус вара Наин ятлӑ хулана кайнӑ; Унпа пӗрле вӗренекенӗсем тата темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. 12Вӑл хула хапхи патне ҫывӑхарнӑ чухне унтан вилнӗ ҫынна ҫӗклесе тухнӑ; вилни тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ; ҫав арӑмпа пӗрле хуларан халӑх та нумай пынӑ. 13Иисус, ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: ан йӗр, тенӗ. 14Унтан Вӑл вилнӗ ҫын вырӑнӗ патне пырса ӑна сӗртӗннӗ те, ҫӗклесе пыракансем чарӑнса тӑнӑ; Иисус: ачам, сана калатӑп — тӑр! тенӗ. 15Вилнӗскерӗ тӑрса ларнӑ та калаҫа пуҫланӑ; Иисус ӑна амӑшне панӑ. 16Ҫынсем пурте хӑраса кайнӑ, вӗсем ӗнтӗ Турра мухтаса: пирӗн хушшӑмӑртан аслӑ пророк тухрӗ, Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарма килчӗ, тенӗ. 17Вӑл ҫапла туни ҫинчен пӗтӗм Иудейӑна, пӗтӗм тавралӑха сӑмах сарӑлнӑ.
18Иоанӑн вӗренекенӗсем ҫавӑн ҫинчен пӗтӗмпе Иоана каласа кӑтартнӑ. 19Иоанн вара, хӑйӗн вӗренекенӗсенчен иккӗшне чӗнсе илсе, Иисус патне: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» тесе ыйтма янӑ. 20Вӗсем Иисус патне пырсан каланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн пире Сан патна ыйтма ячӗ: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» терӗ, тенӗ. 21Ҫав вӑхӑтра Иисус нумай ҫынна чирӗсенчен, суранӗсенчен, усал сывлӑшсенчен сыватнӑ, суккӑрсене те нумайӑшне куракан тунӑ. 22Иисус вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кайӑр та хӑвӑр мӗн курнине, мӗн илтнине Иоана каласа кӑтартӑр: суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтереҫҫӗ, тейӗр; 23Ман тӗлӗшӗмрен иккӗленмен ҫын телейлӗ, тенӗ.
24Иоанн янисем кайсассӑн, Иисус халӑха Иоанн ҫинчен кала пуҫланӑ: эсир пушхире мӗн курма кайрӑр? ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑш курма-и? 25Мӗн курма кайрӑр вара эсир? ҫемҫе тумтир тӑхӑннӑ ҫынна курма-и? Чаплӑ тумланакансем, тутлӑ ӗҫсе ҫиекенсем патша керменӗнче пурӑнаҫҫӗ. 26Мӗн курма кайрӑр эсир? пророк курма-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ. 27Ун ҫинчен: «акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн ангелӑма яратӑп, вӑл Сан валли Сан умӑнти ҫула хатӗрлесе хурӗ» тесе ҫырнӑ, вӑл — ҫавӑ. 28Калатӑп сире: хӗрарӑмран ҫуралнисенчен Шыва кӗртекен Иоанран аслӑрах пӗр пророк та ҫук; анчах Турӑ Патшалӑхӗнче чи кӗҫӗнни те унран аслӑ, тенӗ. 29Ӑна итленӗ пӗтӗм халӑх, ӗнтӗ куланай пуҫтаракансем те, Иоанн патӗнче шыва кӗрсе Турра мухтанӑ; 30фарисейсемпе саккунҫӑсем вара ун патӗнче шыва кӗмен, ҫапла Туррӑн хӑйсемшӗн пулнӑ ирӗкне йышӑнман. 31Ҫӳлхуҫа вара каланӑ: ҫак ӑру ҫыннисене кампа танлаштарам-ши? кам евӗрлӗ вӗсем? 32Вӗсем — урамра ларакан, пӗрне-пӗри: «эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр — эсир ташламарӑр, эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑсем юрларӑмӑр — эсир йӗмерӗр» теекен ачасем евӗрлӗ. 33Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ: ҫӑкӑр та ҫимест, эрех те ӗҫмест; «унӑн ӑшӗнче усал» тетӗр. 34Этем Ывӑлӗ килчӗ, ӗҫет те, ҫиет те; «Ку ҫын ҫиме те, эрех ӗҫме те юратать, куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ» тетӗр. 35Ӑслӑлӑха хӑй ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ, тенӗ.
36Фарисейсенчен пӗри Иисуса хӑйпе пӗрле апат ҫиме чӗннӗ; Иисус фарисей килне кӗрсе апат ҫиме ларнӑ. 37Ҫав хулари пӗр хӗрарӑм, ҫылӑхлӑскер, Иисус фарисей ҫуртӗнче апатланнине пӗлнӗ те Ун патне алавастӑр савӑтпа мирӑ илсе пынӑ; 38вӑл, хыҫалтан пырса, Иисус ури умне чӗркуҫленсе ларнӑ та йӗре-йӗре Унӑн урисене куҫҫулӗпе йӗпетсе, ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ, Унӑн урисене чуптуса мирӑ сӗрнӗ. 39Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: «Вӑл пророк пулсассӑн Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм» тенӗ. 40Иисус ун енне ҫаврӑнса: Симон! Эпӗ сана пӗр сӑмах каласшӑн, тенӗ. Лешӗ: кала, Вӗрентекен, тенӗ. 41Иисус каланӑ: икӗ ҫыннӑн пӗр ҫынна парӑм тӳлемелле пулнӑ: пӗрин — пилӗкҫӗр динари, тепӗрин — аллӑ динари; 42анчах вӗсен тӳлеме нимӗн те пулман та, ку вӗсене иккӗшне те каҫарнӑ. Кала-ха ӗнтӗ: ҫавсенчен хӑшӗ ӑна ытларах юратӗ? тенӗ. 43Симон ҫапла хуравласа каланӑ: хӑшне ытларах каҫарнӑ, ҫавӑ тесе шухӑшлатӑп, тенӗ. Иисус ӑна: эсӗ тӗрӗс каларӑн, тенӗ. 44Унтан хӗрарӑм еннелле ҫаврӑнса, Симона каланӑ: ҫак хӗрарӑма куратӑн-и? Эпӗ сан ҫуртна килтӗм, эсӗ Мана ура ҫума шыв та памарӑн; вӑл Манӑн урана куҫҫулӗпе ҫуса хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлчӗ. 45Эсӗ Мана чуптумарӑн, вӑл мӗн Эпӗ килнӗренпех Манӑн урасене пӗр чарӑнмасӑрах чуптӑвать. 46Эсӗ Манӑн пуҫӑма та ҫу сӗрмерӗн, вӑл Манӑн урасене те мирӑ сӗрчӗ. 47Ҫавӑнпа калатӑп сана: вӑл ҫапла хытӑ юратнӑран унӑн нумай ҫылӑхӗ каҫарӑнать; камӑн ҫылӑхӗ сахал каҫарӑнать, вӑл юратасса та сахал юратать, тенӗ. 48Хӗрарӑма вара: санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ, тенӗ. 49Унпа пӗрле ларакансем хӑйсем хушшинче: кам вара ку, ҫылӑх каҫараканскер? тесе калаҫнӑ. 50Иисус хӗрарӑма: сана ху ӗненни ҫӑлчӗ; лӑпланса каях ӗнтӗ, тенӗ.
Currently Selected:
Лука ҫырнӑ Евангели 7: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: