Лука ҫырнӑ Евангели 21
21
1Иисус пӑхнӑ та пуянсем Турӑ Ҫуртӗнчи укҫа арчине хӑйсен парнине хунине курнӑ; 2пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм та ҫавӑнта икӗ вак укҫа хунине курсассӑн 3Вӑл каланӑ: чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм пуринчен те ытларах хучӗ; 4ыттисем пурте ытлашшине Турра парне кӳчӗҫ, ку вара, кӗлмӗҫскер, хӑйӗн мӗн пуррине, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине ячӗ, тенӗ.
5Хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Ҫурчӗ ҫинчен ӑна епле хаклӑ чулсемпе, ҫынсем кӳнӗ парнесемпе илемлетнӗ тесе калаҫнӑ чухне 6Иисус каланӑ: ҫавӑн пек кунсем ҫитӗҫ, эсир кунта мӗн курни вырӑнӗнче чул ҫине чул та юлмӗ; йӑлтах аркатӗҫ, тенӗ. 7Вара Унран ыйтнӑ: Вӗрентекен! ку хӑҫан пулӗ? вӑл хӑҫан пулассине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ? тенӗ. 8Вӑл каланӑ: сыхланӑр, сире илӗртсе ан улталаччӑр: нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗҫ те: «Вӑл — Эпӗ» тейӗҫ; ҫав вӑхӑт ҫывӑх ӗнтӗ. Вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр. 9Вӑрҫӑсем ҫинчен, халӑх пӑлханни ҫинчен илтсессӗн ан сехӗрленӗр: вӗсем малтан пулмалла, анчах ку — вӗҫӗ мар-ха, тенӗ. 10Унтан вӗсене каланӑ: халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ; 11вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑхпа мур чирӗ пулӗ, хӑрушӑ пулӑмсем пулӗҫ, тӳпере аслӑ паллӑсем курӑнӗҫ. 12Анчах та унччен маларах сирӗн ҫине алӑ хурӗҫ, сире синагогӑсене, тӗрмене хупа-хупа хӗсӗрлӗҫ, Ман ятӑмшӑн сире патшасемпе аслӑ пуҫлӑхсем умне илсе кайӗҫ; 13сире Ман ҫинчен кӳнтелеме хушӗҫ. 14Ҫакна чӗрӗре хывӑр: хӑвӑра хӳтӗлесе мӗн калассине малтанах шухӑшласа ан хурӑр: 15Эпӗ сире кирлӗ сӑмахсем те, ӑслӑлӑх та парӑп; сире хирӗҫ тӑракансем пӗри те ҫакна хирӗҫ калама та, ҫакна хирӗҫ тӑма та пултараймӗҫ. 16Сире ӗнтӗ аҫӑр-аннӗр те, тӑванӑрсем те, хурӑнташӑрсем те, тусӑрсем те тыта-тыта парӗҫ, сире хӑшне-хӑшне вӗлерӗҫ; 17Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; 18ҫапах та сирӗн пуҫӑр ҫинчен ҫӳҫ пӗрчи те ҫухалмӗ; 19чунӑра хӑвӑр чӑтӑмлӑ пулнипе ҫӑлса хӑварӑр. 20Иерусалима йӗри-тавра ҫар хупӑрласа илнине курсассӑн, унӑн арканас вӑхӑчӗ ҫывӑхарнине пӗлӗр вара: 21Иудейӑрисем ун чухне тусем хушшине тарччӑр; хуларисем хуларан тухчӑр; хула таврашӗнчисем хулана ан кӗччӗр, 22мӗншӗн тесессӗн ҫав кунсем — тавӑру кунӗсем: Ҫырни пӗтӗмпе вырӑна килӗ. 23Ҫав кунсенче ҫийӗнче пур арӑмсене, ача ӗмӗртекеннисене хуйхӑ пулӗ; ҫӗр ҫинче темӗн тӗрлӗ асаплӑх пулӗ, ҫак халӑх ҫине ҫилӗ ҫитӗ: 24хӗҫ ҫивӗчӗшӗпе тӑкӑнӗҫ, вӗсене тӗрлӗ халӑх хушшине тыткӑна иле-иле кайӗҫ; Иерусалима суя тӗнлӗ халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ. 25Хӗвел ҫинче те, уйӑх ҫинче те, ҫӑлтӑрсем ҫинче те паллӑсем пулӗҫ; ҫӗр ҫинчи халӑхсем тинӗс кӗрленипе-пӑлханнипе аптӑраса ӳкӗҫ; 26ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ те, тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем хӑраса виле пуҫлӗҫ; 27вара пӗлӗт ҫинче хӑватлӑн та аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ. 28Ҫаксем пула пуҫласан эсир пуҫӑра ҫӗклесе ҫӳлелле пӑхӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывӑхарать, тенӗ. 29Унтан вӗсене ытарӑш каласа панӑ: смоква йывӑҫӗ ҫине, ытти пур йывӑҫ ҫине те пӑхӑр-ха: 30вӗсем ҫулҫӑ кӑлара пуҫланине курсассӑн, эсир хӑвӑр та ҫу ҫывӑххине пӗлетӗр. 31Ҫавӑн пекех, ҫаксем пула пуҫланине курсан, эсир Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑххине пӗлӗр. 32Чӑн калатӑп сире: ҫаксем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ; 33тӳпепе ҫӗр те пӗтӗ, Манӑн сӑмахӑмсем вара нихӑҫан та ҫухалмӗҫ. 34Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ашкӑнса, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне ан путӑр — ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк ан ҫиттӗр: 35вӑл ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те таната пек карса илӗ; 36ҫавӑнпа кирек хӑҫан та сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр — ҫав пулас асапсенчен пуринчен те хӑтӑлса Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр, тенӗ.
37Иисус кӑнтӑрла Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ, каҫхине, хуларан тухса, Елеон теекен ту ҫинче ҫӗр каҫнӑ. 38Вӑл вӗрентнине итлеме пӗтӗм халӑх Ун патне ир-ирех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ.
Currently Selected:
Лука ҫырнӑ Евангели 21: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.