Лука ҫырнӑ Евангели 18
18
1Вӗсене тата яланах кӗлтума кирли ҫинчен, хавшаса ӳкме юраманни ҫинчен ытарлӑн ҫапла каласа панӑ: 2пӗр хулара Турӑран та хӑраман, ҫынран та вӑтанман тӳре пулнӑ. 3Ҫав хуларах тата пӗр тӑлӑх арӑм пулнӑ; вӑл тӳре патне пыра-пыра: «мана хампа тавлӑ ҫынран хӳтӗлесем» тесе йӑлӑннӑ. 4Лешӗ чылайччен ӳкӗте кӗмен. Юлашкинчен хӑй ӑшӗнче шутласа илнӗ: «эпӗ Турӑран та хӑрамастӑп, ҫынран та вӑтанмастӑп пулин те, 5ку тӑлӑх арӑм канӑҫ памасть мана, хӳтӗлес ӑна — урӑх кунта килсе мана йӑлӑхтарса ан ҫӳретӗр» тенӗ. 6Унтан Иисус каланӑ: илтетӗр-и, ҫав тӳрӗ мар тӳре мӗн калать? 7Турӑ Хӑйӗн суйланӑ ҫыннисене, кунӗн-ҫӗрӗн Хӑйне йӑлӑнакансене, васкасах хӑтармасан та, хӑтармасӑр хӑварӗ-и вара? 8Калатӑп сире: Вӑл часах вӗсен хутне кӗрӗ. Анчах та Этем Ывӑлӗ килсен, ҫӗр ҫинче ӗненӳ тупайӗ-и? тенӗ.
9Тата хӑшӗ-пӗрисене — хӑйсене хӑйсем сӑваплӑ тесе шутлакансене, ыттисене хурлакансене — ҫак ытарӑша каласа панӑ: 10икӗ ҫын Турӑ Ҫуртне кӗлтума кӗнӗ, пӗри фарисей, тепӗри куланай пухакан пулнӑ. 11Фарисейӗ кӗлтума тӑрсан хӑй ӑшӗнче ҫапла каласа кӗлтунӑ: «эй Турӑ! тав тӑватӑп Сана: эпӗ ытти ҫынсем пек ҫаратаканскер, хур тӑваканскер, аскӑнланса ҫӳрекенскер мар, ҫакӑ куланай пухакан пек те мар: 12эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп, мӗнпур ӗҫлесе тунинчен вуннӑмӗш пайне Турра паратӑп» тенӗ. 13Куланай пухаканӗ вара, айккинче тӑраканскер, куҫне уҫса ҫӳлелле пӑхма та хӑяйман; хӑйне кӑкӑрӗнчен ҫапа-ҫапа: «эй Турӑҫӑм! хӗрхенсем мана, ҫылӑхлӑскере» тесе тӑнӑ. 14Калатӑп сире: вӑл ӗнтӗ килне фарисейрен ытларах тӳрре тухса таврӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ, тенӗ.
15Вӑл аллипе сӗртӗнсе пиллетӗр тесе, Ун патне пӗчӗк ачасене илсе пынӑ; ҫавна курсан, вӗренекенӗсем вӗсене чарса тӑнӑ. 16Иисус вара вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: ачасем Ман патӑма килччӗр, вӗсене чарса ан тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Патшалӑхӗ — вӗсем евӗрлисемшӗн. 17Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫавӑ унта кӗреймӗ, тенӗ.
18Пӗр пуҫлӑх Иисусран ыйтнӑ: эй ырӑ Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тумалла манӑн? тенӗ. 19Иисус каланӑ ӑна: мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар; 20ӳкӗтсене пӗлетӗн: ан аскӑнлан, ан вӗлер, ан вӑрла, суя ан кӳнтеле, аҫупа аннӳне хисепле, тенӗ. 21Лешӗ ӗнтӗ: эпӗ ҫакна пурне те ачаранпах туса тӑратӑп, тенӗ. 22Ҫавна илтсен Иисус ӑна каланӑ: санӑн тата пӗри ҫитеймест: мӗнпур пурлӑхна сут та чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн мулу тӳпере пулӗ; кайран таврӑн та Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ. 23Ҫакна илтсен лешӗ салхуланнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл питӗ пуян пулнӑ. 24Иисус вӑл салхуланнине курса каланӑ: пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле хӗн! 25Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах, тенӗ. 26Ҫакна илтекенсем каланӑ: кам ҫӑлӑнма пултарӗ апла? тенӗ. 27Вӑл: этем пултарайманнине Турӑ пултарать, тенӗ.
28Вара Петр каланӑ: акӑ эпир мӗн пуррине пӑрахса хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр, тенӗ. 29Вӑл каланӑ вӗсене: чӑн калатӑп сире: кам та кам Турӑ Патшалӑхӗшӗн кил-ҫуртне е ашшӗ-амӑшне, е тӑванӗсене, е арӑмне, е ачисене пӑрахса хӑварать, 30ҫавӑ хальхи вӑхӑтрах ҫӗр хут ытларах илӗ, ҫитес ӗмӗрте вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ, тенӗ.
31Иисус вуникӗ вӗренекенне аяккарах чӗнсе илнӗ те каланӑ вӗсене: акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлӗ ҫинчен пророксем ҫырса хуни пӗтӗмпех вырӑна килӗ: 32Ӑна суя тӗнлӗ ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна мӑшкӑллӗҫ, Ӑна хур тӑвӗҫ, Ун ҫине сурӗҫ, 33хӗнӗҫ, вӗлерӗҫ Ӑна; Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ. 34Анчах вӗренекенӗсем ҫапла каланинчен нимӗн те ӑнланса илеймен; ҫав сӑмахсем вӗсемшӗн ӑнланмалла мар пулнӑ, Иисус мӗн каланине вӗсем пӗлеймесӗрех юлнӑ.
35Вӑл Иерихон патне ҫывӑхарса пынӑ чухне ҫул хӗрринче пӗр суккӑр ҫын ыйткаласа ларнӑ; 36вӑл хӑй ҫумӗпе халӑх иртнине илтнӗ те: мӗн ку? тесе ыйтнӑ. 37Ӑна Назарет Иисусӗ иртсе пыни ҫинчен каланӑ. 38Вӑл вара кӑшкӑрсах янӑ: эй Давид Ывӑлӗ Иисус! хӗрхенсемччӗ мана, тенӗ. 39Малта пыраканнисем ӑна шӑпланма хушнӑ; анчах вӑл тата хыттӑнрах: эй Давид Ывӑлӗ! хӗрхенсемччӗ мана, тесе кӑшкӑрнӑ. 40Иисус чарӑнса тӑнӑ та ӑна Хӑй патне ҫавӑтса пыма хушнӑ. Лешӗ Ун патне пырса тӑрсан, Иисус унран ыйтнӑ: 41эсӗ Мана мӗн тутарасшӑн? тенӗ. Лешӗ каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! манӑн куракан пуласчӗ, тенӗ. 42Иисус ӑна каланӑ: куракан пул! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, тенӗ. 43Лешӗ вара ҫавӑ самантрах куракан пулнӑ та, Турра мухтаса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫакна курсассӑн пӗтӗм халӑх Турра мухтанӑ.
Currently Selected:
Лука ҫырнӑ Евангели 18: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.