YouVersion Logo
Search Icon

Левит 3

3
1Унӑн парни канӑҫлӑх парни пулсассӑн, парнине вӑл шултӑра ар выльӑх е ама выльӑх кӳрет пулсассӑн, Ҫӳлхуҫана айӑпсӑр выльӑх кӳтӗр, 2аллине парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче пусса пӑрахтӑр; Аарон ывӑлӗсем, священниксем, унӑн юнне парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 3канӑҫлӑх парнинчен вӑл вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 4икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне Ҫӳлхуҫана парне кӳтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр; 5вара Аарон ывӑлӗсем ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче, вут-ҫулӑм ҫине купаланӑ вутӑ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле ҫунтарса ярӗҫ: ку — Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне.
6Вӑл Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни вак выльӑх, ар выльӑх е ама выльӑх, кӳрет пулсассӑн, айӑпсӑр выльӑх кӳтӗр. 7Хӑй парас парнене вӑл сурӑх кӳрет пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫа умне илсе пытӑр, 8аллине парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пуху чатӑрӗ умӗнче пусса пӑрахтӑр, Аарон ывӑлӗсем унӑн юнне парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 9канӑҫлӑх парнинчен вӑл унӑн ҫӑвне, вӗче шӑмми таранах касса кӑларнӑ хӳре чикки ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 10икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне Ҫӳлхуҫана парне кӳтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр; 11священник ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; ҫакӑ вут-ҫулӑм апачӗ — Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне.
12Парнине вӑл качака кӳрет пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫа умне илсе пытӑр, 13аллине унӑн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пуху чатӑрӗ умӗнче пусса пӑрахтӑр, Аарон ывӑлӗсем унӑн юнне парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухчӑр; 14ҫак парнинчен вар ӳчӗ ҫумӗнчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 15икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне Ҫӳлхуҫана парне кӳтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр; 16вара священник ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ҫакӑ вут-ҫулӑм апачӗ — [Ҫӳлхуҫашӑн] кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне; пӗтӗм ҫӑвӗ Ҫӳлхуҫана. 17Ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрсенче те сыпӑкран сыпӑка ӗмӗре пымалли йӗрке: нимӗнле ҫу та, нимӗнле юн та ан ҫийӗр, тенӗ.

Currently Selected:

Левит 3: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in

Video for Левит 3