Skip to content

Иисус Навин 2

2
1Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, Нав ывӑлӗ, Ситтим хулинчен вӑрттӑн икӗ йӗрлевҫӗ янӑ, вӗсене ҫапла каланӑ: кайӑр та ҫав ҫӗре тата Иерихон хулине пӑхса килӗр, тенӗ. [Икӗ яш ача] тухса кайнӑ, вӗсем [Иерихон хулине] ҫитнӗ те Раав ятлӑ пӗр аскӑн арӑм килне [кӗнӗ], унтах ҫӗр выртма юлнӑ. 2Ӗнтӗ Иерихон патши патне хыпар ҫитернӗ: акӑ кӗҫӗр Израиль ывӑлӗсем хушшинчен темӗнле ҫынсем пирӗн ҫӗре куҫласа хума килчӗҫ, тенӗ. 3Иерихон патши Раав патне ҫынсем янӑ, патша хушнипе вӗсем: хӑв патна килнӗ ҫынсене тытса пар, вӗсем сан килне [ҫӗрле] ҫитсе кӗнӗ, вӗсем пирӗн ҫӗре куҫласа хума килнӗ, тенӗ. 4Хӗрарӑмӗ вара ҫав икӗ ҫынна тӗплӗ пытарнӑ та каланӑ: ман патӑма чӑнах та ҫынсем килнӗччӗ, анчах эпӗ вӗсем ӑҫтан иккенне пӗлмерӗм; 5вӗсем тӗттӗмленеспе, хапха хупас умӗн, тухса кайрӗҫ; ӑҫта кайнине пӗлместӗп; хӑвӑртрах хӑвалӑр хыҫӗнчен — хуса ҫитетӗр, тенӗ. 6Хӑй вара ҫав икӗ яш ачана ҫурт тӑррине ертсе улӑхнӑ та унта сарса хунӑ йӗтӗн ҫурӑмӗсем хушшине пытарнӑ. 7Патша янӑ ҫынсем вӗсем хыҫҫӑн Иордан ҫулӗпе кӗре каҫӑ патне ҫитичченех хӑваласа кайнӑ; хапхине вара хӑвалама тухса кайнисем хыҫҫӑнах хупса хунӑ. 8Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та 9каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ; 10эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр; 11ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн; 12апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр, 13манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ. 14Ҫав ҫынсем ку арӑма каланӑ: [халӗ] пирӗн ҫинчен никама та пӗлтермесессӗн, эсир пӗтес вырӑнне пирӗн чун пӗтмелле пултӑр; Ҫӳлхуҫамӑр ҫак ҫӗре пире парсассӑн, эпир сана ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх кӑтартӑпӑр, тенӗ. 15Вара арӑм вӗсене чӳречерен вӗрен вӗҫҫӗн антарса янӑ: унӑн килӗ хула хӳми ӑшӗнче пулнӑ, вӑл ҫапла хӳме ӑшӗнче пурӑннӑ; 16вӑл вӗсене каланӑ: йӗрлекенсем хӑвӑра ан тӗл пулччӑр тесе эсир ту ҫинелле кайӑр, [хӑвӑр хыҫҫӑн] хӑваласа кайнисем таврӑниччен унта виҫӗ кун пытанса тӑрӑр; кайран хӑвӑр ҫулӑрпа кайӑр, тенӗ. 17Ҫав ҫынсем арӑма каланӑ: эхер те эсӗ акӑ ҫапла тумасассӑн, эпир эсӗ пире тупа тутарнинчен ирӗклӗ пулӑпӑр: 18эпир ҫак ҫӗр ҫине килсессӗн, эсӗ халӗ пире антарса янӑ чӳрече ҫумне хӗрлӗ вӗрен ҫыхса яр, хӑвӑн аҫупа аннӳне, тӑванусене, аҫун пӗтӗм кил-йышне хӑвӑн килне пуҫтар; 19эхер те хӑшӗ те пулин санӑн килӳн алӑкӗнчен тухсассӑн, унӑн юнӗ хӑйӗн пуҫне пулӗ, эпир вара [эсӗ халӗ пире тупа тутарнинчен] ирӗклӗ пулӑпӑр; эхер те [санӑн] килӳнте хӑвӑнпа пӗрле ларакана пӗр алӑ пырса тивсессӗн, унӑн юнӗ пирӗн пуҫа пулӗ; 20ҫавӑн пекех [пире кам та пулин кӳрентерсессӗн те е] эсӗ пирӗн ҫак ӗҫӗмӗр ҫинчен пӗлтерсессӗн те эпир эсӗ пире тупа тутарнинчен ирӗклӗ пулӑпӑр, тенӗ. 21Арӑм: эсир каланӑ пек пултӑр! тенӗ. Ӗнтӗ ҫыннисене кӑларса янӑ, лешӗсем кайнӑ, вӑл вара чӳрече ҫумне хӗрлӗ вӗрен ҫыхса ҫакнӑ. 22Вӗсем кайнӑ, ту ҫине ҫитнӗ те хӑйсем хыҫҫӑн хӑваласа пынисем каялла таврӑниччен унта виҫӗ кун тӑнӑ. Хӑвалаканӗсем вӗсене пӗтӗм ҫул тӑршшӗпе шыранӑ, анчах тупайман. 23Ҫапла вара ҫав икӗ ҫын каялла кайнӑ, ту ҫинчен анса [Иордан] урлӑ каҫнӑ та Нав ывӑлӗ Иисус патне ҫитнӗ, хӑйсемпе мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. 24Вӗсем Иисуса каланӑ: Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] ҫак ҫӗре пӗтӗмпех пирӗн аллӑмӑра панӑ, унта пурӑнакансем пурте пирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ, тенӗ.