Иаков ҫырӑвӗ 3
3
1Эй тӑванӑмсем! пире, вӗрентекенсене, ытларах айӑплӗҫ, ҫакна пӗлсе пурсӑр та вӗрентекен пулма ан тӑрӑшӑр: 2эпир пурсӑмӑр та ҫылӑха ахаль те нумай кӗретпӗр. Сӑмахпа ҫылӑха кӗмен ҫын — пур тӗлӗшрен те ырӑ ҫын, вӑл пӗтӗм ӳтне те чарма пултарать. 3Акӑ эпир лашана хамӑра итлеттерес тесе ҫӑварлӑхлатпӑр та унӑн пӗтӗм тӑлпӑвне хамӑра пӑхӑнтаратпӑр. 4Акӑ тата карапа та — вӑл темӗн пек пысӑк пулсан та, ӑна темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ ҫил хӑваласассӑн та — хӳре тытса пыракан ҫын пӗчӗкҫеҫҫӗ хӳрепех хӑй ӑҫталла каяс тенӗ, ҫавӑнталла ярать. 5Чӗлхе те ҫавӑн пекех: хӑй пӗчӗкҫеҫҫӗ пулсах нумай ӗҫ тӑвать. Асту-ха, пӗчӗкҫеҫҫӗ хӗлхемех мӗн чухлӗ япалана ҫунтарса ярать; 6чӗлхе те — вут-ҫулӑм, суя сӑмах тӗнчи; пирӗн ӳтре ытти пайсем хушшине вырӑнаҫнӑскер, вӑл пӗтӗм ӳте ирсӗрлетет, пурӑнан пурӑнӑҫа ҫунтарса тӑрать, хӑйне вара тамӑк вучӗ хӗртсе тӑрать. 7Этем тӗрлӗ тискер кайӑка, вӗҫен кайӑка, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекеннисене, тинӗс чӗрчунӗсене пӑхӑнтарма пултарать, пӑхӑнтарнӑ та ӗнтӗ, 8чӗлхене вара пӗр этем те пӑхӑнтарма-чарма пултараймасть: вӑл — тытса чарайми усаллӑх; унра — вӗлерекен наркӑмӑш туп-тулли. 9Эпир чӗлхепе Турра, Аттемӗре, мухтатпӑр, Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ этеме те чӗлхепех ылханатпӑр; 10мухтасси те, ылханасси те ҫав чӗлхе-ҫӑвартанах тухать. Эй тӑванӑмсем, апла пулмалла мар вӑл. 11Пӗр ҫӑлкуҫӗнченех тутлӑ шыв та, йӳҫӗ шыв та юхать-и? 12Эй тӑванӑмсем, смоква йывӑҫӗ ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗнтереймест; иҫӗм йывӑҫӗ те смоква ҫимӗҫне тӑваймасть; ҫавӑн пекех пӗр ҫӑлтанах тӑварлӑ шыв та, тутлӑ шыв та юхса выртаймасть.
13Сирӗн хушшӑрта кам ӑслӑ, тӑнлӑ-пуҫлӑ? ҫакна вӑл хӑйӗн ырӑ пурӑнӑҫӗпе, ӑслӑлӑха тивӗҫлӗ йӑвашлӑхпа тунӑ ӗҫӗпе кӑтарттӑр. 14Хӑвӑр ӑшӑрта кураймасӑр кӗвӗҫсе-хирӗлсе тӑратӑр пулсан, ан мухтанӑр, чӑнлӑх ҫинчен ан суеҫтерӗр: 15ку вӑл — ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх мар, ҫӗр ҫинчи ӑс, пурӑнӑҫ ӑсӗ, шуйттан ӑсӗ; 16кураймасӑр хирӗлсе тӑнӑ ҫӗрте йӗрке ҫук, пӗр усалли анчах. 17Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх вӑл таса, тата вӑл лӑпкӑ, сӑпайлӑ, кӳнтем, вӑл питӗ хӗрхенет, ырӑ ӗҫ нумай тӑвать, тӳррипе пырать, икӗ питлӗ хӑтланмасть. 18Килӗштерсе пурӑнакансем акакан вӑрлӑхран тӗнчере тӳрӗлӗх ҫимӗҫӗ ӳсет.
Currently Selected:
Иаков ҫырӑвӗ 3: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: