Иаков ҫырӑвӗ 2
2
1Эй тӑванӑмсем! сирӗн — хамӑрӑн мухтавлӑ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненекенсен — ҫынсене камне кура уйӑрасси ан пултӑр. 2Эсир пуҫтарӑннӑ ҫӗре ылтӑн ҫӗрӗллӗ, чаплӑ тумланнӑ ҫын пырса кӗрсен, ҫавӑнтах тата начар тумланнӑ чухӑн пырса кӗрсен, 3чаплӑ тумланни ҫине пӑхса, эсир ӑна: «кунта лар, кунта лайӑхрах» тесен, чухӑннине вара: «эсӗ лере тӑр» е «ҫакӑнта, ман ура вӗҫне лар» тесен, 4сирӗн сӑмахӑр ҫынна тиркесе калаҫни пулмасть-и вара? эсир усал кӑмӑллӑ тӳресем пулса тӑмастӑр-и? 5Эй савнӑ тӑванӑмсем, итлӗр-ха! ҫирӗп ӗненекен тумашкӑн, Хӑйне юратакансене асӑннӑ Патшалӑха кӗртмешкӗн Турӑ тӗнчери чухӑн ҫынсене суйласа илмен-и-ха? 6Эсир вара чухӑн ҫынна тиркерӗр. Сире пуянсемех хӗсӗрлемеҫҫӗ-и-ха? сута та сире ҫавсемех сӗтӗре-сӗтӗре каймаҫҫӗ-и? 7Хӑвӑра панӑ ырӑ ята вӗсемех хурламаҫҫӗ-и? 8Эсир чӑн аслӑ саккуна, Ҫырура «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат» тесе ҫырнине, пурӑнӑҫласа тӑратӑр пулсан, аван тӑватӑр. 9Анчах ҫынсене камне кура уйӑратӑр пулсан, ҫылӑха кӗретӗр, саккун умӗнче те айӑплӑ пулатӑр. 10Кам та пулин пӗтӗм саккуна пурӑнӑҫласа тӑруҫӑн пӗр ӗҫпе ҫеҫ ҫылӑха кӗрсен, вӑл пур тӗлӗшрен те айӑплӑ пулать. 11«Аскӑнланса ан ҫӳре» тесе Калаканах «ан вӗлер» тесе те каланӑ; ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ аскӑнланса ҫӳремесен те, анчах ҫын вӗлерсен, саккуна пӑсакан пулатӑн. 12Сире ирӗке кӑларакан саккун тӑрӑх сут тӑвӗҫ, эсир ҫавӑнтан чухласа калаҫӑр, ҫавна шута илсе пурӑнӑр. 13Хӗрхенмен ҫынна сутра хӗрхенӳ пулмӗ; хӗрхенни сутран вӑйлӑрах.
14Эй тӑванӑмсем, кам та пулин: «ӗненетӗп» тесессӗн, хӑйӗн ырӑ ӗҫӗ пулмасан мӗн усси? унашкал ӗненни ҫӑлайӗ-и ӑна? 15Тӑванӑр ҫарамас пулсан, унӑн кун каҫмалӑх ҫими те пулмасан, 16эсир хӑшӗ те пулин ӑна: «лӑпланса каях, ӑшӑн, апатлан» тесен, анчах ӑна мӗн кирлине памасан, унӑн сӑмахӗнчен мӗн усси? 17Ӗненӳ те ҫавӑн пекех: ырӑ ӗҫсемсӗр пӗр ӗненӳ хӑй ҫеҫ — вилӗпе пӗрех. 18Тен, кам та пулин калӗ: «эсӗ ӗненетӗн, эпӗ ырӑ ӗҫсем тӑватӑп; ху ӗненнине ырӑ ӗҫӳсемсӗр кӑтарт-ха мана, хам ӗненнине эпӗ сана ӗҫӗмсемпе кӑтартӑп» тейӗ. 19Эсӗ Турӑ пӗрре тесе ӗненетӗн, тӗрӗс тӑватӑн; шуйттансем те ӗненеҫҫӗ, чӗтресе тӑраҫҫӗ. 20Эй ҫӑмӑлттай этем! ырӑ ӗҫсӗр ӗненӳ усӑсӑр; эсӗ ҫавна пӗлесшӑн мар-и? 21Авраам аттемӗр хӑйӗн Исаак ывӑлне парне вырӑнӗ ҫине ҫӗклесе хунӑ ӗҫӗпе тӳрре тухман-и вара? 22Куратӑн-и, ӗненни унӑн ӗҫне ӑнтарса пынӑ, вӑл ӗненни ӗҫӗсем урлӑ вӑй илсе ҫитнӗ. 23Ҫапла вара Ҫырура: «Авраам Турра ӗненсе пурӑннӑ, ҫакна Вӑл унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ» тесе ҫырнӑ сӑмахсем вырӑна килнӗ. Ҫавӑнпа ӑна «Турӑ тусӗ» тенӗ. 24Куратӑр-и ӗнтӗ: ҫын ӗненнипе анчах тӳрре тухаймасть, ырӑ ӗҫ туса тӳрре тухать. 25Ҫавӑн пекех аскӑн арӑм Раав та ҫӗр тишкерсе ҫӳрекенсене хӑй патне кӗртсе, вӗсене урӑх ҫулпа кӑларса янӑ ӗҫӗпе тӳрре тухман-и вара? 26Чун пулмасан ӳт вилет, ырӑ ӗҫ пулмасан ӗненни те вилӗпе пӗрех.
Currently Selected:
Иаков ҫырӑвӗ 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: