Осия 2
2
1Тӑванӑрсене, пиччӗр-шӑллӑрсене «Манӑн халӑхӑм» тейӗр, аппӑр-йӑмӑкӑрсене «Каҫарӑнни» тейӗр. 2Сутлашӑр аннӗрпе, сутлашӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Манӑн арӑм мар, Эпӗ те унӑн упӑшки мар; вӑл хӑйӗн пичӗ ҫинчен аскӑнлӑхне, кӑкӑрӗ ҫинчен аскӑн ӗҫӗсене тасаттӑр, 3унсӑрӑн Эпӗ ӑна, хӑй ҫуралнӑ кунхи пек, ҫаппа-ҫарамас тӑвӑп та халӑх умне кӑларса тӑратӑп, унран пушхир, ырхан ҫӗр тӑвӑп, ӑна шывсӑр антӑхтарӑп. 4Унӑн ачисене те хӗрхенмӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — аскӑнлӑх ачисем. 5Вӗсен амӑшӗ асса пурӑннӑ, вӗсем варта чухнех амӑшӗ хӑйне намӑса кӑларнӑ; вӑл каланӑ: «еркӗнӗмсем хыҫҫӑн кайӑп, вӗсем мана ҫӑкӑр та, шыв та, ҫӑмпа йӗтӗн те, йывӑҫ ҫӑвӗ те, ӗҫмелли те параҫҫӗ» тенӗ.
6Ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ ун ҫулне кӳкенпе пӳлсе хурӑп, ун тавра карта ҫавӑрӑп, вара вӑл хӑйӗн сукмакӗсене тупаймӗ, 7еркӗнӗсем хыҫҫӑн чупӗ, анчах хӑваласа ҫитеймӗ; вӗсене шырӗ, анчах тупаймӗ, вара: «каям, малтанхи упӑшкам патнех таврӑнам; мана ун чухне хальхинчен аванрахчӗ» тейӗ. 8Ҫӑкӑрне те, эрехне те, йывӑҫ ҫӑвне те Эпӗ, Эпӗ панине, унӑн кӗмӗлӗпе ылтӑнне те Эпӗ хушӑнтарса тӑнине пӗлмен вӑл, вӗсем вара ҫав кӗмӗлпе ылтӑнтан Ваал кӗлетки турӗҫ. 9Ҫакӑншӑн Эпӗ хӑй вӑхӑтӗнче Хамӑн ҫӑкӑра, хӑй вӑхӑтӗнче Хамӑн эрехе каялла илӗп, унӑн ҫара ҫанне витсе тӑракан Хамӑн ҫӑмпа йӗтӗне те туртса илӗп. 10Халӗ еркӗнӗсен куҫӗ умӗнче унӑн намӑсне уҫса кӑтартӑп, ӑна никам та Манӑн аллӑмран туртса илеймӗ. 11Ун патӗнчи пӗтӗм хаваслӑ шӑв-шава чарса лартӑп, уявӗсене те, ҫӗн уйӑх уявне те, шӑматкунӗсене те, ытти чаплӑ кунӗсене те — пурне те чарса лартӑп. 12Унӑн иҫӗм ҫырли аврисене, смоква йывӑҫӗсене ҫаратса хӑварӑп, ҫакӑн ҫинчен вӑл: «ку — еркӗнӗмсем парса тултарнӑ парнесем» тет. Эпӗ вӗсене вӑрман туса хурӑп, вӗсене вара хирти тискер кайӑксем ҫисе ярӗҫ. 13Ваалсене пуҫҫапса пурӑннӑ кунсемшӗн Эпӗ ӑна хӗн кӑтартӑп, вӑл вӗсен умӗнче тӗтӗретчӗ, хӑлха ҫаккипе, мӑй ҫыххипе чиперленсе еркӗнӗсем хыҫҫӑн ҫӳретчӗ, Мана вара манса кайрӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
14Ҫавӑнпа акӑ кӑмӑлне ҫавӑрӑп та ӑна пушхире илсе тухӑп, унпа чӗрине вӑратса калаҫӑп. 15Ҫавӑнтан ӑна иҫӗм пахчийӗсемпе Ахор айлӑмне парӑп, ҫапла унӑн чӗринче шанчӑк ҫуратӑп; унта вӑл хӑй ҫамрӑк чухнехи пекех, Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ чухнехи пекех, юрлӗ.
16Ҫав кунхине ҫапла пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ Мана «упӑшкам» тесе чӗнме пуҫлӑн, урӑх вара Мана «Ваали»#2:16 Хуҫамӑм. тесе чӗнмӗн. 17Ваалсен ячӗсене унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен пистерӗп, ӳлӗмрен вара вӗсен ячӗсене асӑнма та пӑрахӗҫ. 18Ҫав вӑхӑтра вӗсемшӗн хирти тискер кайӑксемпе, вӗҫен кайӑксемпе, ҫӗр ҫинчи ҫӗлен-калтапа килӗшӳ тӑвӑп; ҫав ҫӗр ҫинче ухха та, хӗҫе те, вӑрҫа та пӗтерӗп, ҫапла вӗсене сыхлӑхра усрӑп. 19Сана Хам валли ӗмӗрлӗхе ҫураҫӑп, Эпӗ сана Хам валли чӑнлӑхӑмпа тата тӳрӗ сутӑмпа, ырӑлӑхӑмпа тата хӗрхенекен кӑмӑлӑмпа ҫураҫӑп. 20Эпӗ сана Хам валли тӳрӗлӗхпе ҫураҫӑп, эсӗ вара Ҫӳлхуҫана пӗлсе ҫитӗн. 21Ҫавӑ кун ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ илтӗп, тӳпене илтӗп, вӑл вара ҫӗре илтӗ, 22ҫӗрӗ ҫӑкӑра, иҫӗм эрехне, йывӑҫ ҫӑвне илтӗ; кусем вара Изрееле илтӗҫ. 23Хам валли ҫӗр ҫине акӑп та ӑна — Каҫарӑнманнине каҫарӑп, Хамӑн мар халӑха: «эсӗ — Манӑн халӑх» тейӗп, вӑл вара: «Эсӗ — манӑн Туррӑм!» тейӗ.
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.