Пултарни 33
33
1Иаков пӑхнӑ та курах кайнӑ: акӑ Исав, [пиччӗшӗ,] килет, унпа пӗрле тӑватҫӗр ҫын. [Иаков] Лийӑпа Рахиль ачисене тата икӗ хӗрарӑм тарҫин ачисене уйрӑм уйӑрса тӑратнӑ. 2[Икӗ] хӗрарӑм тарҫипе вӗсен ачисене — мала, Лийӑпа унӑн ачисене — вӗсен хыҫне, Рахильпе Иосифа вара хыҫала тӑратнӑ. 3Хӑй вӗсен умӗнчен пынӑ, пиччӗшӗ патне ҫитеспе вӑл ҫичӗ хут ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
4Исав ӑна хирӗҫ чупса пынӑ та ӑна ыталаса илнӗ, ӑна кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртанӑ, чуптунӑ, [иккӗшӗ те] йӗнӗ. 5[Исав] пӑхнӑ та арӑмсемпе ачасене курса: кусем санӑн камсем пулаҫҫӗ? тенӗ. Иаков каланӑ: санӑн чурун Турӑ панӑ ачисем, тенӗ. 6Вара хӗрарӑм тарҫисемпе вӗсен ачисем, ҫывӑха пырса, ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ; 7Лийӑпа унӑн ачисем те пырса ӳксе пуҫҫапнӑ; юлашкинчен Иосифпа Рахиль пырса ӳксе пуҫҫапнӑ. 8Исав каланӑ: ҫак эпӗ тӗл пулнӑ пысӑк йыша эсӗ мӗншӗн янӑ? тенӗ. Иаков каланӑ: [санӑн чуру] хамӑн хуҫамӑн кӑмӑлне тупасшӑн, тенӗ. 9Исав: тӑванӑм, манӑн хамӑн та нумай; хӑвӑнни хӑвӑнтах пултӑр, тенӗ. 10Иаков каланӑ: ҫук, эпӗ санӑн кӑмӑлна тупрӑм пулсассӑн, эсӗ манӑн парнеме манӑн аллӑмран ил, маншӑн санӑн сӑнна курни кам та кам Турӑ сӑнне курнӑ пекех пулчӗ, эсӗ мана хапӑл пултӑн; 11манӑн парнеме, хӑвна пиллесе панӑ парнеме, илсем, мӗншӗн тесессӗн мана Турӑ пачӗ, манӑн пурте пур, тенӗ. Вӑл ӑна ӳкӗте кӗртнӗ, лешӗ илнӗ.
12Вара каланӑ: тапранар та каяр; эпӗ сан умӑнтан пырӑп, тенӗ. 13Иаков ӑна каланӑ: ачасем ачашшине манӑн хуҫамӑм пӗлет, вак выльӑхӗпе шултӑра выльӑхӗ манӑн — сӑвакан выльӑх: вӗсене пӗр кун хӑваласа кайсассӑн, пӗтӗм выльӑх вилсе пӗтӗ; 14манӑн хуҫамӑм хӑйӗн чури умӗнчен кайтӑр, эпӗ ерипен, хам умран пыракан выльӑхсем пынӑ майӑн, ачамсем уттипе пырӑп, ҫапла хамӑн хуҫамӑм патне Сеира ҫитӗп, тенӗ.
15Исав: хамӑн ҫыннӑмсенчен хӑшне-хӑшне санпа пӗрле хӑварӑп эппин, тенӗ. Иаков каланӑ: вӑл мӗне кирлӗ? манӑн хамӑн хуҫамӑн кӑмӑлне ҫеҫ тупасчӗ! тенӗ. 16Исав вара ҫав кунах хӑйӗн ҫулӗпе Сеира таврӑннӑ. 17Иаков Сокхофа ҫул тытнӑ, унта хӑй валли ҫурт тунӑ, выльӑхӗ валли хӳшӗсем туса лартнӑ. Ҫавӑнпа вӑл ҫак вырӑна Сокхоф ят панӑ.
18Месопотамирен таврӑнсассӑн, Иаков, Ханаан ҫӗрӗнчи Сихем хулине чиперех ҫитсе, хулан мал енне пырса вырӑнаҫнӑ. 19Вӑл хӑйӗн чатӑрне карса лартнӑ хире Еммор ывӑлӗсенчен — Сихем ашшӗн ывӑлӗсенчен — ҫӗр кесита#33:19 Кӗмӗл виҫи, 4 сикльпе танлашать. парса сутӑн илнӗ. 20Унта парне вырӑнӗ лартнӑ, унта Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗн ятне асӑнса чӗннӗ.
Currently Selected:
Пултарни 33: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.