Пултарни 30
30
1Рахиль хӑй Иакова ача ҫуратса парайманнине кура аппӑшне ӑмсана пуҫланӑ, вара Иакова: мана ача пар, унсӑрӑн эпӗ вилетӗп, тенӗ. 2Иаков Рахиле ҫилленнӗ те [ӑна]: эпӗ сан варна ача ҫуратмалла мар тунӑ Турӑ-им? тенӗ. 3Рахиль каланӑ: акӑ манӑн Валла тарҫӑм; эсӗ ун патне кӗр; вӑл манӑн аркӑм ҫине ҫуратса патӑр, ун урлӑ эпӗ те ачаллӑ пулам, тенӗ. 4Вара Рахиль Валлӑна, хӑйӗн тарҫине, ӑна арӑмлӑха панӑ; Иаков ун патне кӗнӗ. 5Валла [Рахиль тарҫи], йывӑр ҫын пулса, Иакова ывӑл ҫуратса панӑ. 6Рахиль каланӑ: Турӑ мана тӳрре кӑларчӗ, манӑн сассӑма илтрӗ, мана ывӑл пачӗ, тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна Дан ятлӑ хунӑ. 7Валла, Рахиль тарҫи, татах йывӑр ҫын пулса, Иакова тепӗр ывӑл ҫуратса панӑ. 8Рахиль каланӑ: эпӗ аппампа вӑйлӑ тавлашу кӑларса тавлашрӑм, ӑна ҫӗнтертӗм, тенӗ. Ӑна вара Неффалим ятлӑ хунӑ.
9Лия хӑй ҫуратма пӑрахнине курнӑ та хӑйӗн тарҫине Зелфӑна илсе Иакова арӑмлӑха панӑ, [Иаков ун патне кӗнӗ]. 10Зелфа, Лия тарҫи, [йывӑр ҫын пулнӑ та] Иакова ывӑл ҫуратса панӑ. 11Лия: хутшӑнчӗ, тенӗ. Вӑл ӑна Гад ятлӑ хунӑ. 12Зелфа, Лия тарҫи, [татах йывӑр ҫын пулнӑ та] Иакова тепӗр ывӑл ҫуратса панӑ. 13Лия каланӑ: ку манӑн телее пулчӗ, мӗншӗн тесессӗн хӗрарӑмсем мана телейлӗ тейӗҫ. Ӑна вара Асир ятлӑ хунӑ.
14Тулӑ вырнӑ вӑхӑтра Рувим хире тухнӑ та унта мандрагор улми тупнӑ, ӑна Лийӑна, хӑйӗн амӑшне, илсе килсе панӑ. Рахиль [хӑйӗн аппӑшне] Лийӑна: ывӑлун мандрагорне мана пар-ха, тенӗ. 15Анчах [Лия] ӑна каланӑ: манӑн упӑшкама хӑвӑн аллуна илни сахал-им сана? манӑн ывӑлӑн мандрагорне те илесшӗн хапсӑнатӑн, тенӗ. Рахиль каланӑ: ывӑлун мандрагорӗшӗн кӗҫӗр вӑл санпала вырттӑр эппин, тенӗ. 16Иаков каҫпа хиртен таврӑннӑ, Лия ӑна хирӗҫ тухнӑ та каланӑ: [паян] ман патӑма кӗр, эпӗ ывӑлӑм мандрагорне парса сана сутӑн илтӗм, тенӗ. Ҫав каҫхине вара Иаков унпа выртнӑ. 17Турӑ Лийӑна илтнӗ: вӑл йывӑр ҫын пулнӑ та Иакова пиллӗкӗмӗш ывӑл ҫуратса панӑ. 18Лия каланӑ: хамӑн тарҫӑма упӑшкама панӑшӑн Турӑ мана тавӑрса пачӗ, тенӗ. Ӑна вара Иссахар ятлӑ хунӑ [ку «тавӑрса пани» тени пулать]. 19Лия татах йывӑр ҫын пулнӑ та Иакова улттӑмӗш ывӑл ҫуратса панӑ. 20Лия каланӑ: Турӑ мана лайӑх парне пачӗ; халӗ ӗнтӗ упӑшкам манпа пурӑнӗ, эпӗ ӑна ултӑ ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ. Ӑна вара Завулон ятлӑ хунӑ. 21Унтан вӑл хӗр ҫуратнӑ, ӑна Дина ятлӑ хунӑ. 22Турӑ Рахиле асне илнӗ, Турӑ ӑна илтнӗ, унӑн варне уҫнӑ. 23Вӑл йывӑр ҫын пулнӑ та [Иакова] ывӑл ҫуратса панӑ, [Рахиль] каланӑ: Турӑ манӑн ҫийӗмри мӑшкӑла сирчӗ, тенӗ. 24Ҫӳлхуҫамӑр мана тепӗр ывӑл та парӗ тесе, вӑл ӑна Иосиф ятлӑ хунӑ.
25Рахиль Иосифа ҫуратнӑ хыҫҫӑн Иаков Лавана каланӑ: яр ӗнтӗ мана, эпӗ хамӑн вырӑнӑма, хамӑн ҫӗрӗме каям; 26[мана] хамӑн арӑмӑмсене, хамӑн ачамсене пар, эпӗ сана вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑтӑм, эпӗ каям ӗнтӗ; эпӗ саншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ӗҫе эсӗ хӑв та пӗлетӗн, тенӗ. 27Лаван ӑна каланӑ: эх, сан умӑнта эпӗ санӑн кӑмӑлна тупас пулсанччӗ! Ҫӳлхуҫа мана саншӑн пилленине асӑрхатӑп, тенӗ. 28Тата каланӑ: хӑвна памаллине хӑв палӑртса хур, эпӗ [сана] парӑп, тенӗ. 29[Иаков] ӑна каланӑ: эпӗ саншӑн епле ӗҫлесе тӑнине, санӑн выльӑху эпӗ пурӑннӑ чухне мӗн тӗрлӗ ӗрчесе кайнине эсӗ пӗлетӗн; 30эпӗ киличчен санӑн сахалччӗ, халӗ нумайланса кайрӗ; Ҫӳлхуҫа сана эпӗ килсессӗн пиллерӗ; хамӑн килӗмшӗн эпӗ хӑҫан ӗҫлӗп-ши? тенӗ. 31[Лаван ӑна] каланӑ: мӗн парас сана? тенӗ. Иаков [ӑна] каланӑ: мана нимӗн те ан пар. Эсӗ маншӑн эпӗ мӗн каланине тӑвас пулсассӑн, эпӗ каллех санӑн сурӑхусене кӗтсе, астуса ҫӳрӗп. 32Эпӗ паян санӑн мӗнпур сурӑх кӗтӗвне пӑхса тухӑп; эсӗ сурӑхсенчен улисемпе чӑпаррисене тата хурисене уйӑрса ил, качакасенчен те чӑпаррисемпе улисене уйӑрса ил. Ҫавӑн пек выльӑх мана парас парне пулӗ, [вӑл манӑн пулӗ]. 33Ӳлӗмрен эсӗ мана панӑ парнене пӑхма пырсассӑн, манӑн тӳрӗлӗхӗм сан умӑнта курӑнсах тӑрӗ. Ман патӑмра ула мар, чӑпар мар качака, хура мар сурӑх пулсассӑн, вӗсем ӗнтӗ вӑрласа килнисем пулӗҫ. 34Лаван [ӑна]: юрӗ эппин, эсӗ каланӑ пек пултӑр, тенӗ. 35Ҫав кун Лаван ула, чӑпар качака такисемпе ула, чӑпар качакисене — кӑшт та пулин шурӑ ҫӑм пуррисене пурне те — тата мӗнпур хура сурӑхне уйӑрнӑ та хӑйӗн ывӑлӗсен аллине панӑ; 36Иаковпа хӑйӗн хушшине виҫӗ кун каймалӑх хушӑ хӑварнӑ. Иаков Лаванӑн ытти вак выльӑхне кӗтсе ҫӳренӗ.
37Иаков тирек, миндаль тата шурӑ вӗрене турачӗсем, чӗрӗ туратсем, илнӗ те [Иаков] вӗсен хуппине йӑрӑм-йӑрӑм сӳсе шурӑ йӗрсем касса тухнӑ; 38касса шуратнӑ хуллисене вӑл выльӑхсен умне, шыв шӑваракан валашкана, хунӑ; унта выльӑхсем шыв ӗҫме пынӑ, шыв ӗҫме пырсассӑн, хулӑсем умӗнче йӑхнӑ. 39Выльӑхсем хулӑсем умӗнче йӑхнӑ та, чӑпар выльӑхсем, улисем, хушкисем ҫуралнӑ. 40Иаков ҫав путексене уйӑра-уйӑра илнӗ, хӑйӗн выльӑхне Лаванӑн чӑпар тата хура выльӑхне курмалла тӑратнӑ; хӑйӗн кӗтӗвӗсене уйрӑм тытнӑ, вӗсене Лаван выльӑхӗпе пӗрле хутшӑнтарман. 41Тӗреклӗ выльӑх йӑхма пуҫласассӑн, хулӑ умӗнче йӑхчӑр тесе, Иаков выльӑхсем умӗнчи валашкана ялан хулӑ пӑрахнӑ. 42Имшер выльӑх йӑхнӑ чухне вӑл хулӑ хуман. Ҫапла имшер выльӑх — Лавана, тӗрекли Иакова пулнӑ. 43Ҫак ҫын ытла та, ытла та пуйса кайнӑ, унӑн вак выльӑх та, [шултӑра выльӑх та,] хӗрарӑм чура та, ар чура та, тӗве те, ашак та темӗн чухлӗ пулнӑ.
Currently Selected:
Пултарни 30: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.