YouVersion Logo
Search Icon

Пултарни 25

25
1Авраам тата Хеттура ятлӑ арӑм илнӗ. 2Арӑмӗ ӑна Зимран, Иокшан, Медан, Мадиан, Ишбак тата Шуах ятлӑ ачасем ҫуратса панӑ. 3Иокшанӑн Шева, [Феман] тата Дедан ҫуралнӑ; Дедан ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: [Рагуил, Навдеил,] Ашурим, Летушим тата Леюмим. 4Мадиан ывӑлӗсем: Ефа, Ефер, Ханох, Авида тата Елдага. Вӗсем пурте Хеттура ывӑлӗсем. 5Хӑйӗн мӗн пуррине пурне те Авраам [хӑйӗн ывӑлне] Исаака панӑ, 6ҫум-арӑмӗсем ҫуратнӑ ывӑлӗсене Авраам парнесем панӑ та хӑй сывӑ чухнех Исаакран, хӑйӗн ывӑлӗнчен, тухӑҫ енне тухӑҫри ҫӗр ҫине уйӑрса янӑ.
7Авраам пурӑннӑ кунҫул ҫӗр ҫитмӗл пилӗк ҫул пулнӑ; 8Авраам ватӑлса ҫитсе, [пурӑнӑҫпа] тӑраниччен пурӑнса вилнӗ, вара канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ. 9Ӑна Исаакпа Измаил, хӑйӗн ывӑлӗсем, Махпела текен сӑрт хӑвӑлне, Ефронӑн — хет ҫыннин, Цохар ывӑлӗн — Мамре тӗлӗнчи хирне, пытарнӑ, 10ҫав ҫӗре [тата сӑрт хӑвӑлне] Авраам Хет ывӑлӗсенчен сутӑн илнӗ пулнӑ. Унта Авраампа унӑн арӑмне Саррӑна пытарнӑ. 11Авраам вилсессӗн, Турӑ унӑн ывӑлне, Исаака, пилленӗ. Исаак Беэр-лахай-рои ҫывӑхӗнче пурӑннӑ.
12Акӑ Египет хӗрӗ Агарь — Сарра тарҫи — Авраама ҫуратса панӑ Измаилӑн, Авраам ывӑлӗн, йӑхӗ-кӑкӗ; 13акӑ Измаил ывӑлӗсен ячӗсем, вӗҫе-вӗҫӗн ҫуралса пынӑ ывӑлӗсен ячӗсем: Измаилӑн малтан ҫуралнӑ ывӑлӗ Наваиоф, ун хыҫӗнчен Кедар, Адбеел, Мивсам, 14Мишма, Дума, Масса, 15Хадад, Фема, Иетур, Нафиш тата Кедма. 16Хӑйсен ялӗ-хулинче, хӑйсен тапӑрӗсенче пурӑнакан Измаил ывӑлӗсем ҫаксем ӗнтӗ, вӗсен ячӗсем ҫаксем ӗнтӗ. Вӗсем — хӑйсен ӑрӑвӗсен вуникӗ ҫулпуҫӗ. 17Измаил пурӑннӑ кунҫул ҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫул пулнӑ; вара унӑн ӗмӗрӗ иртнӗ, вӑл вилнӗ, канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ. 18Вӗсем Хавилапа Сур хушшинче пурӑннӑ, Сур вара Ассирие кайнӑ чухне Египет тӗлӗнче юлать. Вӗсем хӑйсен пӗтӗм тӑванне хирӗҫех вырӑнаҫса тухнӑ#25:18 Вӗсем хӑйсен пӗтӗм тӑванӗпе килӗштермесӗр пурӑннӑ тесе те ӑнланма пулать. .
19Акӑ Исаакӑн, Авраам ывӑлӗн, йӑхӗ-кӑкӗ. Авраамран Исаак ҫуралнӑ. 20Ревеккӑна — Месопотамире пурӑнакан арамей ҫыннин Вафуилӑн хӗрне, арамей ҫыннин Лаванӑн йӑмӑкне — хӑй валли качча илнӗ чухне Исаак хӗрӗх ҫулта пулнӑ. 21Исаак хӑйӗн арӑмӗшӗн [Ревеккӑшӑн] Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл тип варлӑ пулнӑ; Ҫӳлхуҫа ӑна илтнӗ, вара Ревекка, арӑмӗ, йывӑр ҫын пулнӑ. 22Ывӑлӗсем ӗнтӗ унӑн варӗнчех ҫапкалашма пуҫланӑ, вӑл вара: капла пулас пулсассӑн, мӗн кӗтет-ха мана? тенӗ. Вара Ҫӳлхуҫаран ыйтма кайнӑ. 23Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: санӑн ӑшунта икӗ ӑру; санӑн варунтан икӗ тӗрлӗ халӑх тухӗ: пӗр халӑхӗ тепринчен вӑйлӑрах пулӗ, асли кӗҫӗннине пӑхӑнса тӑрӗ, тенӗ. 24Ӗнтӗ унӑн ҫуратас вӑхӑчӗ ҫитнӗ: акӑ унӑн варӗнче йӗкӗрешсем-мӗн. 25Малтанхи хӗп-хӗрлӗ ҫуралнӑ, пӗтӗмпе тир пек ҫӑмлӑ пулнӑ, ӑна Исав ятлӑ хунӑ. 26Унтан унӑн шӑллӗ ҫуралнӑ, вӑл аллипе Исав ури тупанӗнчен тытса тухнӑ; ӑна Иаков ятлӑ хунӑ. Вӗсем [Ревеккӑран] ҫуралнӑ чухне Исаак утмӑл ҫулта пулнӑ.
27Ачасем ӳссе ҫитӗннӗ; Исав кайӑк тытма ӑста ҫын пулнӑ, хир ҫынни пулнӑ; Иаков йӑваш ҫын, чатӑрта пурӑнакан ҫын пулнӑ. 28Исаак Исав тытнӑ кайӑк ашне кӑмӑлланӑ, ҫавӑнпа вӑл Исава юратнӑ, Ревекка вара Иакова юратнӑ.
29Иаков апат пӗҫернӗ пулнӑ; Исав хиртен ӗшенсе килнӗ. 30Исав Иакова каланӑ: эсӗ мана хӗрлине, ҫак хӗрлине ҫиме пар-ха, эпӗ ӗшенсе килтӗм, тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна Эдом теме пуҫланӑ. 31Анчах Иаков [Исава] каланӑ: малтан мана хӑвӑн аслӑлӑхна сут, тенӗ. 32Исав: акӑ эпӗ вилетӗп; малтан ҫурални мана мӗне кирлӗ? тенӗ. 33Иаков [ӑна] каланӑ: тупа ту халех, тенӗ. Вӑл ун умӗнче тупа тунӑ, ҫапла [Исав] хӑйӗн аслӑлӑхне Иакова сутнӑ. 34Иаков Исава ҫӑкӑрпа ясмӑк яшки панӑ; вӑл ҫинӗ, ӗҫнӗ, унтан тӑрса тухса кайнӑ; ҫапла Исав хӑйӗн аслӑлӑхне пӑрахӑҫланӑ.

Currently Selected:

Пултарни 25: CHB

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in