YouVersion Logo
Search Icon

Тухни 7

7
1Анчах Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: асту, Эпӗ сана фараоншӑн Турӑ туса хутӑм, Аарон пиччӳ вара санӑн пророку пулӗ: 2Эпӗ мӗн хушнине эсӗ пӗтӗмпе [ӑна] каласа тӑрӑн, Аарон пиччӳ вара фараона Израиль ывӑлӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен кӑларса яма калӗ; 3анчах Эпӗ фараон чӗрине хаярлантарӑп, Египет ҫӗрӗнче Хамӑн паллӑмсемпе Хамӑн хӑватӑмсене темӗн чухлӗ туса кӑтартӑп; 4фараон сире итлемӗ, вара Эпӗ Хамӑн аллӑма Египет ҫине хурӑп та, аслӑ сут тӑва-тӑва, Хамӑн ҫарӑма, Хамӑн халӑхӑма — Израиль ывӑлӗсене — Египет ҫӗрӗнчен илсе тухӑп; 5Египет ҫине Хамӑн аллӑма тӑсса Израиль ывӑлӗсене вӗсен хушшинчен илсе тухсассӑн, Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара, тенӗ. 6Моисейпе Аарон вара ҫапла тунӑ, хӑйсене Ҫӳлхуҫа епле хушнӑ, вӗсем ҫапла тунӑ та. 7Фараонпа калаҫма пуҫӑннӑ вӑхӑтра Моисей сакӑрвуннӑра, Аарон [унӑн пиччӗшӗ] сакӑрвун виҫҫӗре пулнӑ.
8Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 9эхер те фараон сире: [паллӑ е] хӑват кӑтартӑр теес пулсассӑн, эсӗ [хӑвӑн пиччӳне] Аарона кала: туюна ил те [ҫӗре] фараон умне [тата унӑн чурисем умне] пӑрах, те — вӑл ҫӗлен пулса тӑрӗ, тенӗ. 10Моисейпе Аарон фараон патне [тата унӑн чурисем патне] пынӑ та [хӑйсене] Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ. Аарон хӑйӗн туйине фараон умне тата унӑн чурисем умне пӑрахнӑ та — туя ҫӗлен пулса тӑнӑ. 11Фараон [Египет] ӑсчахӗсемпе асамҫисене чӗнтерсе илнӗ; ҫав ӑрӑмҫӑсем те ӑрӑмласа ҫавнах тунӑ: 12вӗсем кашнийӗ хӑйӗн туйине ҫӗре пӑрахнӑ та — вӗсем ҫӗлен пулса тӑнӑ, анчах Аарон туйи вӗсен туйисене ҫӑтса янӑ. 13Фараон чӗри хаярланса кайнӑ, Ҫӳлхуҫа [вӗсене] каланӑ пекех, фараон вӗсене итлемен.
14Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон хытӑ чӗреллӗ, вӑл халӑха ярасшӑн мар. 15Ыран фараон патне кай; акӑ вӑл шыв хӗррине тухӗ, эсӗ унӑн ҫулӗ ҫине ҫыран хӗррине тухса тӑр, ҫӗлен пулнӑ туюна аллуна тыт, 16вара кала ӑна: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, мана сан патна ҫакна калама ячӗ: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл пушхирте Мана кӗлтутӑр; анчах та эсӗ халиччен те итлемерӗн. 17Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне ҫакӑнтан пӗлӗн: акӑ хамӑн аллӑмри туяпа ҫырмари шыва ҫапӑп та, вӑл юн пулса тӑрӗ, 18ҫырмари пулӑ та вилсе пӗтӗ, ҫырми те шӑршланса кайӗ, Египет ҫыннисене ҫырмари шыва ӗҫме йӗрӗнчӗк пулӗ тесе калать, те, тенӗ. 19Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарона [хӑвӑн пиччӳне] кала: туюна [аллуна] тыт та аллуна Египет ҫыннисен шывӗсем ҫине — вӗсен ҫырмисем ҫине, юхӑмӗсем ҫине, кӳллисем ҫине, пӗтӗм шыв-шур ҫине — тӑс, пурте юн пулса тӑрӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче, йывӑҫ савӑтсенче те, чул савӑтсенче те юн пулӗ, тенӗ.
20Моисейпе Аарон [хӑйсене] Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ. Акӑ [Аарон] фараон куҫӗ умӗнче, унӑн чурисен куҫӗ умӗнче [хӑйӗн] туйине ҫӗклесе ҫырмари шыва ҫапнӑ та, ҫырмари пӗтӗм шыв юн пулса тӑнӑ, 21ҫырмари пулӑ та вилсе пӗтнӗ, шывӗ те шӑршланнӑ, вара Египет ҫыннисем ҫырмари шыва ӗҫеймен; пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче юн пулнӑ. 22Египет ӑрӑмҫисем те ӑрӑмласа ҫаплах тунӑ. Фараон чӗри хаярланса кайнӑ, Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, фараон вӗсене итлемен. 23Фараон ҫаврӑннӑ та хӑйӗн килне кайнӑ; ҫакна курса та унӑн чӗри хускалман. 24Ҫырмари шыва ӗҫейменнипе, ӗҫмелли шыв шыраса, мӗнпур Египет ҫынни ҫырма таврашне алта пуҫланӑ. 25Ҫӳлхуҫа ҫырмари шыва юн тунӑранпа ҫичӗ кун иртнӗ.

Currently Selected:

Тухни 7: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in