Тухни 7:9-10
Тухни 7:9-10 CHB
эхер те фараон сире: [паллӑ е] хӑват кӑтартӑр теес пулсассӑн, эсӗ [хӑвӑн пиччӳне] Аарона кала: туюна ил те [ҫӗре] фараон умне [тата унӑн чурисем умне] пӑрах, те — вӑл ҫӗлен пулса тӑрӗ, тенӗ. Моисейпе Аарон фараон патне [тата унӑн чурисем патне] пынӑ та [хӑйсене] Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ. Аарон хӑйӗн туйине фараон умне тата унӑн чурисем умне пӑрахнӑ та — туя ҫӗлен пулса тӑнӑ.

