Тухни 5
5
1Ҫакӑн хыҫҫӑн Моисейпе Аарон фараон патне пынӑ та [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл пушхирте Маншӑн уяв тутӑр, тет, тенӗ. 2Анчах фараон каланӑ: эпӗ Унӑн сӑмахне итлесе Израиль [ывӑлӗсене] кӑларса ямашкӑн Турӑ вӑл камах вара? эпӗ Турра пӗлместӗп, Израиле те ямастӑп, тенӗ. 3Вӗсем [ӑна] каланӑ: еврейсен Турри чӗнчӗ пире; Ҫӳлхуҫана, хамӑр Туррӑмӑра, парне кӳмешкӗн пире пушхире виҫӗ кун каймалӑх ҫула яр, Вӑл пире суран чирпе е хӗҫпе пӗтерсе ан пӑрахтӑрччӗ, тенӗ. 4Египет патши вӗсене каланӑ: Моисейпе Аарон, эсир мӗншӗн [манӑн] халӑхӑма ӗҫлеме чӑрмантарса ҫӳретӗр? кайӑр, [эсир кашнийӗ] хӑвӑр ӗҫӗре тӑвӑр, тенӗ. 5Унтан фараон каланӑ: акӑ ку ҫӗрте халӑх йышлӑ, эсир вара ӑна ӗҫлеме чӑрмантарса ҫӳретӗр, тенӗ. 6Ҫав кунах фараон халӑха пӑхса тӑракансене тата сыхлавҫӑсене ҫапла хытарса каланӑ: 7ӗнер, виҫӗмкун кирпӗч тума халӑха улӑм параттӑр, малашне ан парӑр, вӗсем хӑйсем валли хӑйсемех улӑм пуҫтарччӑр, 8кирпӗчне вара ӗнер тата виҫӗмкун мӗн чухлӗ тунӑ, ҫавӑн чухлех туччӑр, шутне ан чакарӑр; вӗсем ӗҫсӗр супнӑ, ҫавӑнпа: «каяр, хамӑр Туррӑмӑра парне кӳрер» тесе кӑшкӑраҫҫӗ те; 9вӗсене ӗҫ нумайрах парас: вӗсем ӗҫлеччӗр, пушӑ сӑмах калаҫса ан ҫӳреччӗр, тенӗ.
10Вара халӑха пӑхса тӑракансем тата унӑн сыхлавҫисем тухнӑ та халӑха каланӑ: фараон ҫапла калать: сире улӑм памастӑп; 11хӑвӑрах кайӑр, ӑҫта тупма пултаратӑр, ҫавӑнта хӑвӑр валли улӑм илӗр, анчах сирӗн ӗҫӗре нимӗн чухлӗ те чакармастӑп, тет, тенӗ. 12Вара халӑх пӗтӗм Египет ҫӗрӗ тӑрӑх улӑм вырӑнне хӑмӑл пуҫтарма саланнӑ. 13Пӑхавҫӑсем [вӗсене] куллен пусахласах ӗҫлеттернӗ: хӑвӑрӑн [палӑртнӑ] ӗҫӗре сирӗн улӑм пулнӑ чухнехи пекех туса пырӑр, тенӗ. 14Фараон пӑхавҫисем Израиль ывӑлӗсем хушшинченех лартнӑ сыхлавҫӑсене вара ҫапла каласа хӗненӗ: мӗншӗн эсир кирпӗч сахал тӑватӑр, ӗнер те, паян та унчченхи чухлӗ кирпӗч тумастӑр? тенӗ.
15Вара Израиль ывӑлӗсен сыхлавҫисем фараон патне пынӑ та тилмӗрсе йӑлӑннӑ: эсӗ мӗншӗн хӑвӑн чурусене капла тӑватӑн? 16санӑн чурусене улӑм памаҫҫӗ, хӑйсем пире: кирпӗч тӑвӑр, теҫҫӗ. Акӑ тата санӑн чурусене хӗнеҫҫӗ; санӑн халӑхна капла ҫылӑх пулать, тенӗ. 17Анчах вӑл [вӗсене] каланӑ: ӗҫсӗр, ӗҫсӗр супнӑ эсир, ҫавӑнпа ӗнтӗ: «каяр та Ҫӳлхуҫана парне кӳрер» тесе ҫӳретӗр. 18Кайӑр та ӗҫлӗр; сире улӑмне памӗҫ, анчах кирпӗчне кирлӗ чухлӗ туса тӑрӑр, тенӗ. 19Куллен [туса тӑмалли] кирпӗч шутне ан чакарӑр тенӗ сӑмахсенче Израиль ывӑлӗсен сыхлавҫисем хӑйсен хӗн-асапне курнӑ. 20Фараон патӗнчен тухсассӑн, вӗсем хӑйсене кӗтсе тӑракан Моисейпе Аарона тӗл пулнӑ, 21вара вӗсене каланӑ: сире Ҫӳлхуҫа Турӑ курса сут тутӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир пире фараонпа унӑн чурисем умӗнче курайман ҫынсем турӑр, пире вӗлермешкӗн вӗсен аллине хӗҫ тыттартӑр, тенӗ.
22Моисей Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса каланӑ: эй Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ ҫакӑ халӑха ку тӗрлӗ асап курмалла турӑн, [тата] мана мӗншӗн кунта ятӑн? 23эпӗ фараон патне килсе Санӑн ятупа калаҫа пуҫланӑранпа вӑл ҫакӑ халӑха тата хытӑрах тыта пуҫларӗ; хӑтарасса вара — Эсӗ Хӑвӑн халӑхна хӑтармарӑн, тенӗ.
Currently Selected:
Тухни 5: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: