Тухни 4
4
1Моисей хуравласа ҫапла каланӑ: эхер те вӗсем мана ӗненмесессӗн, манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн тата «сана Ҫӳлхуҫа курӑнман» тесессӗн? [вӗсене мӗн калас вара?] тенӗ. 2Ҫӳлхуҫа ӑна: санӑн аллунти мӗн вӑл? тенӗ. Моисей хуравланӑ: туя, тенӗ. 3Ҫӳлхуҫа: ҫӗре пӑрах ӑна, тенӗ. Вӑл ӑна ҫӗре пӑрахнӑ та, туйи ҫӗлен пулса тӑнӑ, Моисей унран тара пуҫланӑ. 4Вара Турӑ Моисее каланӑ: аллуна тӑс та ӑна хӳринчен ярса тыт, тенӗ. Вӑл аллине тӑснӑ та ӑна [хӳринчен] ярса тытнӑ; ҫӗлен унӑн аллинче туя пулса тӑнӑ. 5Ҫакӑ [сана] Ҫӳлхуҫа — хӑйсен ашшӗсен Турри, Авраам Турри, Исаак Турри тата Иаков Турри — курӑннине ӗнентерме пулӗ, тенӗ. 6Ҫӳлхуҫа ӑна тата каланӑ: аллуна хӗвне чик, тенӗ. Вӑл аллине хӗвне чикнӗ, унтан ӑна [хӗвӗнчен] туртса кӑларнӑ та, акӑ унӑн алли тилҫе сырса илнипе юр пек шуралса кайнӑ. 7[Ҫӳлхуҫа ӑна татах] каланӑ: аллуна каллех хӗвне чик, тенӗ. Вӑл вара аллине хӗвне чикнӗ; унтан ӑна хӗвӗнчен туртса кӑларнӑ та, акӑ алли каллех ытти ӳчӗ пекех пулса тӑнӑ. 8Ҫӳлхуҫа каланӑ: эхер те вӗсем сана ӗненмесессӗн, пӗрремӗш паллӑ хушнине итлемесессӗн, тепӗр паллӑ хушнине ӗненӗҫ; 9эхер те ҫакӑ икӗ палла та ӗненмесессӗн тата санӑн сӑмахна итлемесессӗн, ҫырмаран шыв ӑсса ил те ҫӗре тӑк; ҫырмаран ӑсса илнӗ шыв ҫӗр ҫинче юн пулса тӑрӗ, тенӗ.
10Вара Моисей Ҫӳлхуҫа Турра каланӑ: эй Турӑҫӑм! эпӗ калаҫма ӑста ҫын мар, ӗнер те, виҫӗмкун та, Эсӗ Хӑвӑн чурупа калаҫма пуҫланӑ чухне те ҫавнашкалччӗ: эпӗ такӑнчӑклӑ калаҫатӑп, эпӗ селӗп, тенӗ. 11Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: этеме чӗлхе-ҫӑвар кам панӑ? чӗлхесӗр е хӑлхасӑр, е куракан, е суккӑр тӑваканӗ кам? Эпӗ, Ҫӳлхуҫа [Турӑ], мар-и вара? 12ӗнтӗ кай, Эпӗ санӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа пулӑп, сана мӗн каламаллине вӗрентсе тӑрӑп, тенӗ. 13[Моисей] каланӑ: эй Турӑҫӑм! урӑххине, кама яма пултаратӑн — ҫавна, яр, тенӗ. 14Вара Ҫӳлхуҫа Моисее ҫилленсе ҫитнӗ те каланӑ: ара, санӑн Аарон пиччӳ, Левий йӑхӗн ҫынни, ҫук-им? Эпӗ [сан вырӑнна] вӑл калаҫма пултарасса пӗлетӗп, акӑ вӑл сана хирӗҫ тухӗ те сана курсассӑн чунтанах савӑнса кайӗ; 15эсӗ ӑна каласа тӑрӑн, унӑн чӗлхи-ҫӑварне [Манӑн] сӑмахсене калаттарӑн, Эпӗ вара санӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа, унӑн чӗлхи-ҫӑварӗпе пулӑп, сирӗн мӗн тумаллине сире вӗрентсе тӑрӑп; 16сан вырӑнна халӑхпа вӑл калаҫӗ; ҫапла вара вӑл санӑн чӗлхӳ пулӗ, эсӗ уншӑн Турӑ вырӑнне пулӑн; 17ҫакӑ [ҫӗлен пулнӑ] туяна аллуна тыт: эсӗ унпа астутаракан паллӑсем тӑвӑн, тенӗ.
18Моисей кайнӑ та, Иофор патне — хунӗ патне — таврӑнса, ӑна каланӑ: эпӗ каям, Египетри тӑванӑмсем патне таврӑнам та курам: чӗрех-ши вӗсем? тенӗ. Иофор Моисее: ыррӑн-сыввӑн кай, тенӗ. [Чылай вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн Египет патши вилнӗ.] 19Мадиан [ҫӗрӗнче] Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: кай, Египета таврӑн, санӑн чунна шыракансем пурте вилчӗҫ ӗнтӗ, тенӗ. 20Моисей вара хӑйӗн арӑмӗпе ывӑлӗсене илнӗ те вӗсене ашак ҫине лартса Египет ҫӗрне тухса кайнӑ. Аллине вӑл Турӑ туйи тытнӑ.
21Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: кунтан кайса Египета каялла таврӑнсассӑн, асту, фараон умӗнче Эпӗ хушнӑ пур хӑвата та ту, Эпӗ вара унӑн чӗрине хаярлантарӑп та, вӑл халӑха ямӗ. 22Фараона кала: Ҫӳлхуҫа [еврейсен Турри] ҫапла калать, те: Израиль — Манӑн ывӑлӑм, Манӑн малтанхи ывӑлӑм; 23сана: Манӑн ывӑлӑма яр, тетӗп, вӑл Маншӑн тумалли ӗҫе тутӑр; ӑна ямасассӑн акӑ Эпӗ санӑн ывӑлна, малтанхи ывӑлна, вӗлерӗп тесе калать, те, тенӗ.
24Ҫул ҫинче, ҫӗр каҫнӑ вырӑнта, ӑна Ҫӳлхуҫа тӗл пулнӑ та вӗлересшӗн пулнӑ. 25Ҫавӑн чухне Сепфора чул ҫӗҫӗ илнӗ те хӑй ывӑлӗн хӗрринчи ӳтне касса илсе, ӑна Моисей ури патне пӑрахса: эсӗ манӑн юнӑм каччи, тенӗ. 26Ҫӳлхуҫа вара Моисей патӗнчен кайнӑ. Ҫавӑн чухне Сепфора: ӳт каснипе — юнӑм каччи, тенӗ.
27Ҫӳлхуҫа Аарона каланӑ: пушхире Моисее хирӗҫ кай, тенӗ. Вӑл вара тухса кайнӑ, ӑна Турӑ тӑвӗ патӗнче тӗл пулнӑ та чуптуса саламланӑ. 28Моисей хӑйне янӑ Ҫӳлхуҫанӑн пӗтӗм сӑмахне тата Вӑл тума хушнӑ пӗтӗм хӑват паллисем ҫинчен Аарона каласа кӑтартнӑ. 29Моисей вара Ааронпа пӗрле кайнӑ, вӗсем Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм аслӑ ҫыннине пухнӑ та, 30Аарон [вӗсене] Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее каланӑ пӗтӗм сӑмаха каласа панӑ; Моисейӗ халӑх куҫӗ умӗнче хӑват паллисем туса кӑтартнӑ, 31халӑх вара ӗненнӗ; вӗсем Ҫӳлхуҫа Турӑ Израиль ывӑлӗсем патӗнче пулни ҫинчен, Вӑл вӗсен асапне курни ҫинчен илтнӗ, вара вӗсем чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапнӑ.
Currently Selected:
Тухни 4: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: