Тухни 34
34
1Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: малтанхи чул хӑмасем евӗрлӗ икӗ чул хӑма якатса ту, [вара Ман патӑма ту ҫине улӑх,] Эпӗ ҫав чул хӑмасем ҫине эсӗ ҫӗмӗрнӗ малтанхи чул хӑмасем ҫинчи сӑмахсене ҫырӑп; 2ир тӗлне хатӗр пул, ирхине Синай тӑвӗ ҫине улӑх, унта, ту тӑрринче, Ман умӑма пырса тӑр; 3санпа пӗрле никам та улӑхмалла мар, ту ҫинче нихӑш тӗлте те никам та ан курӑнтӑр; выльӑх таврашӗ те — вак выльӑх-и, шултӑра выльӑх-и — ҫак ту ҫывӑхӗнче ҫӳремелле мар, тенӗ. 4Моисей малтанхи чулсем евӗрлӗ икӗ чул хӑма якатса тунӑ, хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, ирхине ирех тӑрса Синай тӑвӗ ҫине улӑхнӑ; аллинче икӗ чул хӑма тытса тӑнӑ. 5Вара Ҫӳлхуҫа пӗлӗт ӑшӗнче аннӑ та унта унӑн ҫывӑхне чарӑнса Яхве ятне каласа пӗлтернӗ. 6Ҫӳлхуҫа, унӑн умӗнчен иртсе кайса, кӑшкӑрса каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Ҫӳлхуҫа, этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ, 7[тӳрӗлӗхе] упракан, ырӑлӑхне пин сыпӑка ҫитиччен [кӑтартса тӑракан], айӑпа, усал ӗҫе, ҫылӑха каҫаракан, анчах хаса памасӑр хӑварман, ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене, ачисен ачисене виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш сыпӑка ҫитичченех хаса паракан Турӑ, тенӗ. 8Моисей ҫав самантрах ҫӗре ӳксе [Турра] пуҫҫапнӑ та 9каланӑ: эй Патшамӑр, эпӗ Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Патшамӑр пирӗн хушшӑмӑрта пытӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн ку чурӑс халӑх; пирӗн йӗркесӗр ӗҫсене, пирӗн ҫылӑхсене каҫар, пире Хӑвӑн еткерӳ ту, тенӗ.
10[Ҫӳлхуҫа Моисее] каланӑ: акӑ Эпӗ халал хыватӑп: санӑн пӗтӗм халӑху умӗнче халиччен пӗтӗм ҫӗр ҫинче те, нимӗнле халӑх умӗнче те пулман хӑватсем тӑвӑп; вара санпа пыракан пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫа ӗҫне курӗ; Эпӗ саншӑн тӑвасси хӑрушӑ пулӗ.
11Эпӗ сана халӗ мӗн хушнине астуса тӑр: акӑ Эпӗ сан умӑнтан аморрейсене, ханаансене, хетсене, ферезейсене, евейсене, [гергесейсене] тата иевусейсене хӑваласа яратӑп; 12асту, ху пырса кӗрес ҫӗрти ҫынсемпе килӗшӳ ан ту, вӗсем сирӗн хушшӑрта таната пулса ан тӑччӑр. 13Вӗсенӗн чӳк вырӑнӗсене ҫӗмӗрӗр, юписене аркатӑр, вӗсенӗн сӑваплӑ теекен катисене касса тухӑр, [вӗсен туррисен кӗлеткисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр], 14санӑн Ҫӳлхуҫа [Турӑсӑр] пуҫне урӑх турра пуҫҫапмалла мар, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ячӗ — «Кӗвӗҫекен»; Вӑл кӗвӗҫекен Турӑ. 15Ҫав ҫӗрте пурӑнакансемпе килӗшӳ ан ту: вӗсем хӑйсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланнӑ чухне, хӑйсен туррисене чӳк парни кӳнӗ чухне сана ан чӗнччӗр, вӗсен парнисене санӑн та астивмелле ан пултӑр; 16вӗсен хӗрӗсене хӑвӑн ывӑлусем валли качча ан ил, [хӑвӑн хӗрӳсене те вӗсен ывӑлӗсене качча ан пар,] вӗсен хӗрӗсем, хӑйсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланса, санӑн ывӑлусене те хӑйсен туррисем енне ҫавӑрса вӗсене аскӑнланас енне ан яччӑр.
17Хӑвӑн валли шӑратса тӑвакан турӑ ан ту.
18Тутлӑлла ҫӑкӑр уявне уяса тӑр: Эпӗ сана хушнӑ пек, авив уйӑхӗн палӑртнӑ вӑхӑтӗнче ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Египетран авив уйӑхӗнче тухрӑн. 19Вар уҫса ҫуралакансене пурне те Мана пар, вар уҫса тухакан ар выльӑха та, вӑкӑрсемпе такасене, Мана пар; 20малтан ҫуралнӑ ашака путекпе улӑштар, улӑштармастӑн пулсассӑн, уншӑн тӳлес пулать; хӑвӑн малтан ҫуралнӑ ывӑлусемшӗн пуриншӗн те хак тӳле; Манӑн умӑма пушӑ алӑпа ан пыччӑр.
21Ултӑ кун ӗҫле, ҫиччӗмӗш кунне кан; тырӑ акнӑ вӑхӑтра та, вырнӑ вӑхӑтра та кан. 22Тата эрнесен уявне, тулӑ вырма пуҫланине, уявла, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту; 23ҫулталӑкра виҫӗ хутчен санӑн пур арҫынну та Патша умне, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне, пырса тӑтӑр, 24Эпӗ халӑхсене сан умӑнтан хӑваласа ярӑп, санӑн чиккӳсене сарӑп, эхер те эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун куҫӗ умне ҫулталӑкра виҫӗ хутчен пырса тӑрсассӑн, санӑн ҫӗрне никам та хапсӑнмӗ.
25Мана кӳнӗ парне юнне йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫине ан юхтар, Пасха уявӗн парнине ирччен ан хӑварӑр. 26Хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче чи малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫе Ҫӳлхуҫа Туррун ҫуртне илсе пыр. Качака путеккине амӑшӗн сӗчӗпе ан пӗҫер, тенӗ.
27Ҫӳлхуҫа Моисее тата каланӑ: ҫакӑ сӑмахсене ҫырса хур, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ сӑмахсем урлӑ Эпӗ санпа тата Израильпе халал хыватӑп, тенӗ. 28Унта Ҫӳлхуҫа патӗнче [Моисей] хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пулнӑ, ҫӑкӑр та ҫимен, шыв та ӗҫмен; чул хӑмасем ҫине [Моисей] халал сӑмахӗсем, вунӑ ӳкӗт, ҫырса хунӑ.
29Синай тӑвӗ ҫинчен аннӑ чухне, саккун ҫырнӑ икӗ чул хӑмана аллинче тытса ту ҫинчен аннӑ чухне, Моисей хӑйпе Турӑ калаҫнӑран пичӗ ҫуталса-ялтӑраса тӑнине пӗлмен. 30Ааронпа пӗтӗм Израиль халӑхӗ Моисее курнӑ та — акӑ унӑн пичӗ ялтӑраса тӑрать, вара вӗсем ун патне пыма хӑранӑ. 31Моисей вӗсене чӗнсе илнӗ те, Ааронпа халӑх пуҫлӑхӗсем пурте ун патне пырса тӑнӑ, Моисей вӗсемпе калаҫнӑ. 32Ҫакӑн хыҫҫӑн Израиль ывӑлӗсем пурте [ун патне] ҫывӑхарнӑ, вӑл вӗсене Ҫӳлхуҫа Синай тӑвӗ ҫинче хӑйне мӗн каланине пӗтӗмпех каласа панӑ. 33Вӗсемпе калаҫма чарӑнсассӑн, Моисей хӑйӗн питне пӗркенчӗкпе хупланӑ. 34Ҫӳлхуҫапа калаҫмашкӑн Ун патне кӗнӗ чухне Моисей пӗркенчӗкне хывнӑ, унтан тухиччен те витӗнмен; тухсассӑн, [хӑйне Ҫӳлхуҫа] мӗн каланине Израиль ывӑлӗсене пӗтӗмпех каласа панӑ. 35Израиль ывӑлӗсем Моисей пичӗ ялтӑраса тӑнине курнӑ, Моисей вара Ҫӳлхуҫапа калаҫма кӗричченех питне пӗркенчӗкпе витсе ҫӳренӗ.
Currently Selected:
Тухни 34: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: