Тухни 33
33
1Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: тапран, хӑв та, эсӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ халӑх та Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова «ӑна санӑн йӑхна парӑп» тесе тупа тунӑ ҫӗре кайӑр; 2сан умӑнтан [Хамӑн] Ангелӑма ярӑп, ханаансене, аморрейсене, хетсене, ферезейсене, [гергесейсене,] евейсене тата иевусейсене хӑваласа ярӑп, 3[вӑл сире] сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре [илсе] ҫитерӗ; Хам Эпӗ, сире чурӑс халӑх пулнӑран ҫул ҫинче пӗтерсе пӑрахас мар тесе, сирӗн хушшӑрта пымӑп, тенӗ.
4Ҫакӑ хаяр сӑмаха илтсессӗн, пӗтӗм халӑх йӗрсе янӑ, пӗри те эрешӗсене ҫакман-тӑхӑнман. 5Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль ывӑлӗсене кала: эсир чурӑс халӑх; сирӗн хушшӑрта пырас пулсассӑн, Эпӗ сире пӗр самантра пӗтерсе пӑрахӑп; эппин, эрешӗрсене хӑвӑр ҫийӗртен хывӑр; Эпӗ сире мӗн тумаллине курам, тенӗ. 6Израиль ывӑлӗсем Хорив тӑвӗ патӗнче хӑйсен эрешӗсене хывса хунӑ.
7Моисей тапӑр тулашне, тапӑртан аякра, хӑй валли чатӑр лартнӑ, вӑл ӑна пуху чатӑрӗ тенӗ; Ҫӳлхуҫана шыракан кашни ҫынах тапӑр тулашӗнче ларакан пуху чатӑрне пынӑ. 8Моисей кӗлӗ чатӑрне кайма тухсассӑн пӗтӗм халӑх ура ҫине тӑнӑ, кашнийӗ, хӑйӗн чатӑрӗн алӑкӗ умне тӑрса, Моисей кӗлӗ чатӑрне кӗрсе кайичченех ун хыҫӗнчен пӑхса тӑнӑ. 9Моисей кӗлӗ чатӑрне кӗрсессӗн, пӗлӗт юпа анса кӗлӗ чатӑрӗн алӑкӗ умне тӑнӑ, вара [Ҫӳлхуҫа] Моисейпе калаҫнӑ. 10Кӗлӗ чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче тӑракан пӗлӗт юпана пӗтӗм халӑх курса тӑнӑ; пӗтӗм халӑх ура ҫинче тӑнӑ, кашнийӗ хӑй чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче кӗлтуса тӑнӑ. 11Ҫӳлхуҫа Моисейпе куҫа-куҫӑн, туспала тус калаҫнӑ пек, калаҫнӑ; унтан Моисей тапӑра таврӑннӑ; ӑна итлесе, ӑна ӗҫлесе тӑракан Иисус вара — Нав ывӑлӗ, яш ача — кӗлӗ чатӑрӗнчен хӑпман.
12Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: акӑ Эсӗ мана: ертсе кай ҫакӑ халӑха, тетӗн, Эсӗ: «Эпӗ сана ятранах пӗлетӗп, эсӗ Манӑн куҫӑм умӗнче ырӑлӑх тупрӑн» терӗн пулин те, манпа пӗрле кама ярассине уҫса памарӑн; 13эппин, эпӗ Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, йӑлӑнатӑп: Хӑвӑн ҫулна кӑтартсам мана, Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупмашкӑн эпӗ Сана пӗлсе ҫитем; асту-ха: ҫакӑ ҫынсем санӑн халӑху-ҫке, тенӗ. 14[Ҫӳлхуҫа ӑна] каланӑ: [сан умӑнтан] Эпӗ Хам пырӑп, сана канӑҫлӑха илсе кӗрӗп, тенӗ. 15[Моисей] Ӑна каланӑ: [пирӗнпе пӗрле] Эсӗ Хӑв пымастӑн пулсассӑн, пире кунтан илсе те ан тух, 16эпӗ тата Санӑн халӑху Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупнине эпир ӑҫтан пӗлӗпӗр-ха? Эсӗ пирӗнпе пӗрле пынинчен мар-и? ун чухне эпӗ тата Санӑн халӑху ҫӗр ҫинчи пур халӑхран та чаплӑрах пулӑпӑр, тенӗ.
17Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Эпӗ эсӗ каланине тӑвӑп, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Манӑн куҫӑм умӗнче ырӑлӑх тупрӑн, Эпӗ сана ятран пӗлсе тӑратӑп, тенӗ. 18[Моисей] каланӑ: Хӑвӑн мухтавлӑхна кӑтарт мана, тенӗ. 19[Ҫӳлхуҫа Моисее] каланӑ: Эпӗ Хамӑн пӗтӗм мухтавлӑхӑма сан умӑнтан ирттерсе ярӑп, Яхве ятӑма сан умӑнта пӗлтерӗп, кама каҫармаллине — каҫарӑп, кама хӗрхенмеллине — хӗрхенӗп, тенӗ. 20Унтан Вӑл тата каланӑ: санӑн Манӑн сӑнӑма курма юрамасть, мӗншӗн тесессӗн Мана курнӑ ҫын чӗрӗ юлаймӗ, тенӗ. 21Турӑ тата каланӑ: акӑ Манӑн ҫывӑхӑма, ҫакӑ чул ҫине, тӑр; 22Хамӑн мухтавлӑхӑм иртнӗ чухне Эпӗ сана чул ҫурӑкне тӑратӑп та Хам иртсе кайиччен сана аллӑмпа витсе тӑрӑп; 23аллӑма илсессӗн, эсӗ Мана хыҫран курса юлӑн, Манӑн сӑнӑм [сана] курӑнмӗ, тенӗ.
Currently Selected:
Тухни 33: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: