Тухни 23
23
1Пушӑ сӑмаха ан итле. Сутра суя кӳнтелесе, ирсӗр ҫынна ан пулӑш. 2Ушкӑн хыҫҫӑн кайса усал ан ту, тавлӑ ӗҫе татса панӑ чухне ушкӑн хыҫҫӑн кайса чӑнлӑхран ан пӑрӑн; 3ҫынни чухӑн пулнишӗнех ун хутне ан кӗр.
4Хӑвӑн тӑшманун вӑкӑрне е унӑн аташса кайнӑ ашакне тупсассӑн, ӑна ун патне илсе пыр; 5эхер те тӑшманун ашакӗ хӑй ҫине тиенӗ ҫӑкӗ йывӑррипе ӳкнине курас пулсассӑн, ӑна пӑрахса ан кай; хуҫине ашакне пушатма пулӑш.
6Чухӑн ҫыннун тавӑҫне йӑнӑш татса ан пар. 7Тӗрӗсмарлӑхран пӑрӑн, айӑпсӑр ҫынна, тӳрӗ ҫынна ан вӗлер, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ йӗркесӗр ҫынна тӳрре кӑлармастӑп. 8Сӗрев ан йышӑн, мӗншӗн тесессӗн сӗрев куҫлӑ ҫыннах суккӑр тӑвать, тӳррисен ӗҫне тӳнтерле кӑтартать.
9Ютран килнӗ ҫынна ан кӳрентер, [ӑна ан хӗсӗрле]: ютран килнӗ ҫыннӑн чунне эсир пӗлетӗр, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑр та Египет ҫӗрӗнче ютран пынӑ ҫын пулса пурӑннӑ.
10Хӑвӑн ҫӗрне ултӑ ҫул акса ҫимӗҫ пуҫтарса тӑр, 11ҫиччӗмӗш ҫулне ӑна кантарма хӑвар, унпа чухӑнсем тӑранса пурӑнччӑр, вӗсем хыҫҫӑн юлнипе хирти кайӑксем тӑранччӑр; хӑвӑн иҫӗм ҫырли пахчипе ҫу йывӑҫӗ тӗлӗшӗнчен те ҫаплах ту.
12Ултӑ кун ӗҫӳсене ту, ҫиччӗмӗш кунне кан; вӑкӑру та, ашаку та канччӑр, хӑрхӑмун ывӑлӗшӗн те, ютран килнӗ ҫыншӑн та канӑҫ пултӑр. 13Эпӗ сире мӗн каланине пурне те туса пырӑр, урӑх турӑсен ятне ан асӑнӑр; вӑл санӑн ҫӑварунтан ан тухтӑр.
14Ҫулталӑкра Маншӑн виҫӗ уяв ту: 15тутлӑлла ҫӑкӑр уявне туса тӑр: Эпӗ сана хушнӑ пек, каласа хунӑ вӑхӑтра — авив уйӑхӗнче — ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ҫак уйӑхра Египетран тухнӑ; Манӑн куҫӑм умне пушӑ алӑпа ан пыччӑр; 16хирне акса, ху ӗҫлесе тунӑ ҫӗнӗ тырӑ уявӗ ту, хирти ӗҫӳсене пӗтерсессӗн, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту. 17Санӑн мӗнпур арҫынну ҫулталӑкра виҫӗ хутчен Патша умне, [хӑвӑн] Ҫӳлхуҫу умне, пырса тӑтӑр.
18[Эпӗ суя тӗнпе пурӑнакансене санӑн умӑнтан хӑваласа ярса санӑн ҫӗрне анлӑлатсассӑн,] Мана кӳнӗ парненӗн юнне йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫине ан юхтар, Мана кӳнӗ уяв парнийӗн ӑш ҫӑвӗ ирччен юлмалла мар.
19Хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинчен малтан пуҫтарнӑ ҫимӗҫне Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ҫуртне пырса пар.
Качака путеккине амӑшӗн сӗчӗпе ан пӗҫер.
20Акӑ сана ҫул ҫинче сыхласа пымашкӑн, сана [сан валли] Хам хатӗрлесе хунӑ вырӑна кӗртмешкӗн Эпӗ сан умӑнтан [Хамӑн] Ангела яратӑп; 21Унӑн умӗнче хӑвна тӗрӗс тыт, Унӑн сӑмахне итле; Ӑна хирӗҫ ан тӳрменлен, мӗншӗн тесессӗн Вӑл сирӗн ҫылӑхӑра каҫармӗ: Унра — Манӑн ятӑм.
22[Манӑн сӑмахӑма итлесессӗн, Эпӗ хӑвна мӗн каланине пурне те пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, Манӑн халалӑма упрасассӑн, эсир пур йӑх хушшинчен суйласа илнӗ халӑхӑм пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр Манӑн; эсир патша тивлетне илнӗ священниксем пулатӑр, сӑваплӑ халӑхӑм пулатӑр. Ҫак сӑмахсене Израиль ывӑлӗсене каласа пар.] Эсӗ Унӑн сӑмахне итлесессӗн, Эпӗ [хӑвна] мӗн каланине пурне те пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, Эпӗ санӑн тӑшманусен тӑшманӗ пулӑп, сана хирӗҫ тӑракансенӗн хирӗҫ тӑраканӗ пулӑп.
23Манӑн Ангелӑм санӑн умӑнтан пырса сана аморрейсем, хетсем, ферезейсем, ханаансем, (гергесейсем,) евейсем тата иевусейсем патне ертсе кайсассӑн, Эпӗ вӗсене [сирӗн умӑртан] пӗтерсе тухсассӑн, 24эсӗ вӗсен туррисене ан пуҫҫап, вӗсемшӗн ан ӗҫле, вӗсен ӗҫӗсем евӗрлӗ ӗҫ ан ту, аркат вӗсене, юписене ишсе антар: 25Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, ӗҫлесе тӑрӑр, Вӑл вара санӑн тырру-пуллуна, [санӑн эрехне,] санӑн шывна пиллӗ; сирӗн ҫинчен чир-чӗре сирсе ярӑп. 26Санӑн ҫӗрӳнте вӑхӑтсӑр ҫуратакан, ача туман арӑм пулмӗ; санӑн кунҫулна ҫителӗклӗ тӑвӑп. 27Хамӑн сехреме сан умӑнтан ярӑп, эсӗ кирек мӗнле халӑх патне ҫитсессӗн те, ӑна сехӗрлентерсе ӳкерӗп, пур тӑшманна та каялла ҫавӑрса тартӑп; 28сан умӑнтан сӑвӑслан ярӑп, вӗсем [аморрейсене,] евейсене, [иевусейсене,] ханаансене тата хетсене сан патӑнтан хӑваласа ярӗҫ; 29ҫӗр пушанса ан юлтӑр тесе, сана хирӗҫ хир кайӑкӗсем йышлӑланса ан кайччӑр тесе вӗсене сан патӑнтан пӗр ҫултах хӑваласа кӑлармӑп: 30эсӗ ӗрчесе ҫитсе ҫак ҫӗре ху аллуна иличчен вӗсене сан патӑнтан пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑваласа пырӑп. 31Санӑн чиккӳсене Хӗрлӗ тинӗсрен пуҫласа Филисти тинӗсӗ патне ҫитиччен, пушхиртен пуҫласа [аслӑ] юханшыв [Евфрат] патне ҫитиччен тӑвӑп, ҫак ҫӗрти халӑха сирӗн аллӑра парӑп, вара вӗсене ху патӑнтан хӑваласа ярӑн; 32вӗсемпе те, вӗсен туррисемпе те [ан хутшӑн,] туслӑ пулма канаш ан ту; 33вӗсем сана Мана хирӗҫ ҫылӑха ан кӗртчӗр: ҫавӑнпа вӗсем санӑн ҫӗрӳнте пурӑнмалла мар; эхер те эсӗ вӗсен туррисене пуҫҫапас пулсассӑн, ку саншӑн таната пулӗ, тенӗ.
Currently Selected:
Тухни 23: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.