YouVersion Logo
Search Icon

Тухни 17

17
1Ҫӳлхуҫа хушнипе Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Син пушхирӗнчен тухса хӑйсен ҫулӗпе кайнӑ та кайран Рефидимра тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ; унта халӑх валли ӗҫме шыв пулман. 2Халӑх Моисее ӳпкеленӗ: ӗҫмешкӗн шыв парӑр пире, тенӗ. Моисей вӗсене: мӗн эсир мана ӳпкелетӗр? мӗншӗн Ҫӳлхуҫана сӑнатӑр? тенӗ. 3Халӑх унта шывсӑр антӑхнӑ, халӑх Моисее ӳпкелесе каланӑ: мӗншӗн эсӗ пире Египетран илсе тухрӑн? пире, пирӗн ачасене, пирӗн кӗтӳсене шывсӑр асаплантарса вӗлерме-и? тенӗ. 4Моисей Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ: ку халӑха манӑн мӗн тӑвас? кӑштахран акӑ мана чулпа персе вӗлерӗҫ, тенӗ. 5Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх умӗнчен ут, хӑвпа пӗрле Израилӗн хӑш-пӗр аслӑ ҫыннисене ил, аллуна хӑв шыва ҫапса уйӑрнӑ туюна тыт та — кай; 6акӑ Эпӗ унта, Хоривра, сан умна чул хысакӗ ҫине тӑрӑп, эсӗ ҫав чула ҫап та, ун ӑшӗнчен шыв тапса тухӗ, халӑх ӗҫӗ, тенӗ. Израилӗн аслӑ ҫыннисен куҫӗ умӗнче Моисей ҫапла тунӑ. 7Израиль ывӑлӗсем ӳпкелешнине пула, вӗсем: пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа пур-и, ҫук-и? тесе Ҫӳлхуҫана сӑнанине пула ҫав вырӑна Масса тата Мерива#17:7 Сӑнани, ӳпкелешни. тесе ят панӑ.
8Амалик ҫыннисем ҫитнӗ те Рефидимра Израиль ҫыннисемпе ҫапӑҫнӑ. 9Моисей Иисуса каланӑ: [хастар] арсем суйласа ил те кай, амаликсемпе тытӑҫ; ыран эпӗ сӑрт тӑррине тӑрӑп, манӑн аллӑмра Турӑ туйи пулӗ, тенӗ. 10Иисус хӑйне Моисей каланӑ пек тунӑ: амаликсемпе ҫапӑҫма [кайнӑ]; Моисей, Аарон тата Ор сӑрт тӑррине улӑхса тӑнӑ. 11Моисей хӑйӗн аллисене ҫӗклесе тӑнӑ чухне Израиль ҫӗнтерсе пынӑ, аллисене аялалла ярсассӑн, Амалик ҫӗнтере пуҫланӑ; 12анчах Моисейӗн аллисем йывӑрланса ҫитнӗ, вара чул илнӗ те ӑна Моисей айне хунӑ, вӑл чул ҫине ларнӑ. Ааронпа Ор унӑн аллисене пӗри пӗр енчен, тепӗри тепӗр енчен тытса тӑнӑ. Ҫапла унӑн аллисене хӗвел аничченех ҫӳлелле ҫӗклесе тӑнӑ. 13Иисус вара Амаликпа унӑн халӑхне ҫивӗч хӗҫпе пӗтерсе тӑкнӑ.
14Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: астуса тӑма ҫакна кӗнекене ҫырса хур; тата Иисуса пӗлтер: Эпӗ амаликсен ятне ҫӗр ҫинчен пӗтӗмпех пӗтерӗп, тенӗ. 15Моисей вара [Ҫӳлхуҫана] парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ тунӑ, ӑна Яхве Нисси#17:15 Ҫӳлхуҫа — манӑн ялавӑм. тесе ят панӑ. 16Вӑл ҫапла каланӑ: алӑра — Ҫӳлхуҫа ялавӗ, Ҫӳлхуҫанӑн Амалика хирӗҫ пыракан вӑрҫи — сыпӑкран сыпӑка, тенӗ.

Currently Selected:

Тухни 17: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in