YouVersion Logo
Search Icon

Тухни 15

15
1Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлатӑп: Вӑл аслӑ мухтава тухрӗ; унӑн утне те, юланутҫине те тинӗсе путарчӗ. 2Ҫӳлхуҫамӑм — манӑн тӗрекӗм, манӑн чапӑм, Вӑл мана ҫӑлса хӑварчӗ. Вӑл — манӑн Туррӑм, Ӑна аслӑласа мухтӑп; Вӑл — манӑн аттемӗн Турри, Ӑна аслӑ мухтава кӑларӑп. 3Ҫӳлхуҫа — вӑрҫӑ арӗ, Яхве Унӑн ячӗ. 4Фараонӑн ураписене, унӑн ҫарне Вӑл тинӗсе путарчӗ, унӑн чаплӑ ҫар пуҫлӑхӗсем Хӗрлӗ тинӗсе путса вилчӗҫ. 5Тӗпсӗр авӑрсем хупларӗҫ вӗсене; тинӗс тӗпне чул пек анса кайрӗҫ вӗсем. 6Эй Ҫӳлхуҫамӑм, сылтӑм аллу хӑйӗн хӑвачӗпе чапа тухрӗ; эй Ҫӳлхуҫамӑм, санӑн сылтӑм аллу тӑшмана тӗп турӗ. 7Хӑвӑн мухтавлӑхун аслӑлӑхӗпе Эсӗ Хӑвна хирӗҫ ҫӗкленнисене аяла турӑн. Хӑвӑн ҫиллӳне ятӑн та Эсӗ, вӑл вӗсене улӑм пӗрчи пек ҫунтарса ячӗ. 8Эсӗ вӗрнӗ сывлӑшпала шыв икӗ енне уйӑрӑлса тӑчӗ, шыв хӳме пек тӑчӗ, тинӗс тӗпӗнчи тӗпсӗр авӑрсем хытса ларчӗҫ. 9Тӑшман каларӗ: «хӑвалам, ҫитем, тупӑш уйӑрам; чунӑм вӗсемпе тӑранӗ; хӗҫӗме туртса кӑларам, аллӑм вӗсене тӗп тӑвӗ» терӗ. 10Сывлӑшупа вӗртӗн те — вӗсене тинӗс хупласа хучӗ: вӗсем аслӑ шыва хура тӑхлан пек путса анчӗҫ. 11Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сан евӗрли кам пур турӑсем хушшинче? Сӑвапу аслӑ, мухтаву виҫесӗр, Эсӗ — кӗтретсем Тӑваканӗ, кам пур ҫавӑн евӗрли? 12Эсӗ сылтӑм аллуна тӑсрӑн та, вӗсене ҫӗр ҫӑтса ячӗ.
13Ху хӑтарнӑ ҫакӑ халӑха Эсӗ Хӑвӑн ырӑлӑхупа ертсе пыратӑн, Хӑвӑн хӑватупа Хӑвӑн сӑваплӑхун ҫуртне ертсе каятӑн. 14Халӑхсем илтрӗҫ те чӗтӗресе тӑраҫҫӗ: Филисти ҫыннисен сехри хӑпрӗ; 15ун чухне Эдом пуҫлӑхӗсем аптӑраса ӳкрӗҫ, Моав ҫулпуҫӗсем сехӗрленчӗҫ, Ханаан ҫыннисем пурте хуйха ӳкрӗҫ. 16Хӑраччӑр вӗсем, сехӗрленччӗр; Санӑн халӑху иртсе пынӑ чухне, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑв хӑтарнӑ ҫакӑ халӑху иртсе пынӑ чухне, Санӑн вӑю-хӑватупа вӗсем чул пек хытса тӑччӑр. 17Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвӑн тивӗҫлӗ тӑву ҫине, Хӑвна валли Ху ҫурт тунӑ вырӑна, Хӑвӑн аллусем пултарнӑ сӑваплӑ вырӑна, эй Патшамӑр, илсе кӗр ӑна, ҫавӑнта вырӑнаҫтар ӑна! 18Ҫӳлхуҫа ӗмӗрех, ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Патша пулӗ.
19Фараонӑн ҫар урапиллӗ учӗсем, унӑн юланутҫисем тинӗсе кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа тинӗс шывне вӗсем ҫинелле янӑ, Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варринчи типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ. 20Ҫавӑн чухне Мариам пророк, Аарон аппӑшӗ, аллине тӳнкӗр тытнӑ, ун хыҫҫӑн пӗтӗм хӗрарӑм тӳнкӗр ҫапса, хӗпӗртесе-савӑнса тухнӑ. 21Мариам вӗсен умӗнче ҫапла мухтаса юрланӑ: Ҫӳлхуҫамӑра мухтаса юрлӑр, Вӑл аслӑ мухтава тухрӗ, унӑн утне, юланутҫине тинӗсе путарчӗ.
22Моисей Израиль халӑхне Хӗрлӗ тинӗс патӗнчен ертсе кайнӑ та, вӗсем Сур пушхирне ҫитсе кӗнӗ; вӗсем виҫӗ кун пушхир тӑрӑх пынӑ, анчах шыв тупайман; 23Меррӑна ҫитнӗ, анчах Меррӑри шыва ӗҫеймен, мӗншӗн тесессӗн вӑл йӳҫӗ пулнӑ, ҫавӑнпа ку [вырӑна] Мерра#15:23 Йӳҫӗлӗх. ят панӑ та. 24Халӑх Моисее ӳпкелесе: пирӗн мӗн ӗҫес? тенӗ. 25[Моисей] Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ та, Ҫӳлхуҫа ӑна йывӑҫ кӑтартнӑ, вӑл вара ӑна шыва пӑрахнӑ та — шыв тутлӑланнӑ. Ҫавӑнта Турӑ халӑха йӗркесем панӑ, саккун панӑ тата ӑна ҫавӑнта сӑнанӑ. 26Ӑна каланӑ: эсӗ Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, Унӑн куҫӗ умӗнче юравлӑ ӗҫсем туса тӑрсассӑн, Унӑн ӳкӗчӗсене ӑнласа пырсассӑн, Унӑн пӗтӗм йӗркине тытса пурӑнсассӑн, Эпӗ сан ҫине Египет ҫине янӑ чирсенчен пӗр чирне те ямӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа [санӑн Турру], сана сыватаканӗ, тенӗ.
27Унтан вӗсем Елим ҫӗрне ҫитнӗ; унта вуникӗ ҫӑлкуҫӗ пулнӑ, ҫитмӗл финик йывӑҫӗ ӳснӗ, ҫавӑнта шыв ҫывӑхне тапӑрӑн ларса тухнӑ.

Currently Selected:

Тухни 15: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in