Тухни 15:23-25
Тухни 15:23-25 CHB
Меррӑна ҫитнӗ, анчах Меррӑри шыва ӗҫеймен, мӗншӗн тесессӗн вӑл йӳҫӗ пулнӑ, ҫавӑнпа ку [вырӑна] Мерра ят панӑ та. Халӑх Моисее ӳпкелесе: пирӗн мӗн ӗҫес? тенӗ. [Моисей] Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ та, Ҫӳлхуҫа ӑна йывӑҫ кӑтартнӑ, вӑл вара ӑна шыва пӑрахнӑ та — шыв тутлӑланнӑ. Ҫавӑнта Турӑ халӑха йӗркесем панӑ, саккун панӑ тата ӑна ҫавӑнта сӑнанӑ.





