YouVersion Logo
Search Icon

Тухни 13

13
1Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2Израиль ывӑлӗсем хушшинче вар уҫса малтан ҫуралнисене, этемрен пуҫласа выльӑхӗ таранчченех, Мана халалла, [мӗншӗн тесессӗн] вӗсем Манӑн, тенӗ.
3Моисей халӑха каланӑ: эсир Египетран, чуралӑх ҫуртӗнчен, тухнӑ ҫакӑ куна асра тытӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сире унтан хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ, йӳҫӗтсе пӗҫернине ан ҫийӗр: 4эсир паян, авив#13:4 Пучах. уйӑхӗнче, тухатӑр. 5Ҫӳлхуҫа [Турру] сана ханаансен, хетсен, аморрейсен, евейсен, иевусейсен [тата гергесейсен, ферезейсен] ҫӗрне — Турӑ аҫусене тупа туса сана пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — илсе кӗрсессӗн, ҫакӑ уйӑхра ҫапла кӗлӗ ту; 6ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, ҫиччӗмӗш кунӗ вара Ҫӳлхуҫана пултӑр — уяв ту; 7ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫимелле, сан патӑнта йӳҫӗлле ҫӑкӑр пулмалла мар, санӑн мӗнпур ҫӗрӳнте те йӳҫӗлле ҫӑкӑр пулмалла мар. 8Ҫав кун хӑвӑн ывӑлна каласа пӗлтер: ҫакна Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] мана Египетран мӗнле илсе тухнине асӑнса тӑватпӑр, те. 9Ҫӳлхуҫа саккунӗ санӑн чӗлхӳ вӗҫӗнчех пултӑр тесе, аллу ҫине картса хур, ҫамку ҫине ҫырса хур, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] сана Египетран хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ. 10Ҫакӑ йӗркене палӑртнӑ вӑхӑтра, ҫуллен-ҫул туса тӑр.
11Ҫӳлхуҫа [Турру] сана Ханаан ҫӗрне — сана тата санӑн аҫусене тупа туса пама пулнӑ ҫӗре — илсе кӗрсессӗн, ӑна сана парсассӑн, 12вар уҫса ҫуралнӑ [арсене] пурне те Ҫӳлхуҫана уйӑрса пар; санӑн мӗнле выльӑх-чӗрлӗх пулать, ҫавсен хушшинчи малтанхи ар выльӑха та Ҫӳлхуҫана [халалла], 13[вар] уҫса тухакан кашни ашак вырӑнне путек пар; эхер те улӑштармастӑн пулсассӑн, ӑна тӳлесе ил; хӑвӑн ывӑлусене те, малтан ҫуралнисене, тӳлесе ил. 14Кайран хӑвӑн ывӑлу санран: ку мӗн? тесе ыйтсассӑн, ӑна кала: Ҫӳлхуҫамӑр пире Египетран, чуралӑх ҫуртӗнчен, хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ; 15фараон пире ярасшӑн мар пулса кутӑнланса тӑнӑ чухне Ҫӳлхуҫамӑр Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене пурне те — ҫынсен малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа малтанхи выльӑх таранчченех — вӗлерсе тухрӗ, ҫавӑнпа эпӗ вар уҫса ҫуралаканнисене, арсене, пурне те Ҫӳлхуҫана парне кӳретӗп, кашни малтанхи ывӑлӑма тӳлесе илетӗп; 16ҫакӑ санӑн аллу ҫинчи карт пултӑр, ҫамкуна ҫыхмалли хӑю вырӑнне пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫамӑр пире Египетран хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ, те, тенӗ.
17Фараон халӑха кӑларса ярсассӑн, Турӑ ӑна филистимсен ҫӗрӗн ҫулӗпе ертсе кайман, мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫӗр ҫывӑх; Турӑ: вӑрҫӑ-харҫӑ курса халӑх ан ӳкӗнтӗр, Египета ан таврӑнтӑр, тенӗ. 18Ҫавӑнпа Турӑ халӑха тавраран, пушхир ҫулӗпе Хӗрлӗ тинӗс патнелле илсе кайнӑ. Израиль ывӑлӗсем Египет ҫӗрӗнчен вӑрҫӑ кӑралӗсемпе тухнӑ. 19Моисей хӑйпе пӗрле Иосиф шӑммисене илсе тухнӑ, мӗншӗн тесессӗн [Иосиф] Израиль ывӑлӗсене тупа тутарса каланӑ пулнӑ: Турӑ сире килсе курӗ, вара эсир манӑн шӑммӑмсене кунтан хӑвӑрпа илсе тухӑр, тенӗ. 20[Израиль ывӑлӗсем] Сокхофран тапранса тухнӑ та Ефама, пушхир вӗҫне, тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ. 21Вӗсем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те пыччӑр тесе Ҫӳлхуҫа вӗсен умӗнчен ҫул кӑтартса, кӑнтӑрла пӗлӗт юпа ӑшӗнче, ҫӗрле вут юпа ӑшӗнче ҫутатса пынӑ. 22Кӑнтӑрла пӗлӗт юпа, ҫӗрле вут юпа [пӗтӗм] халӑх умӗнчен ҫухалмасӑр пынӑ.

Currently Selected:

Тухни 13: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in