Тухни 12
12
1Ҫӳлхуҫа Египет ҫӗрӗнче Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2ҫак уйӑх сирӗн уйӑхсенӗн пуҫламӑшӗ пултӑр, вӑл ҫулталӑк уйӑхӗсем хушшинчи пӗрремӗш уйӑх пултӑр. 3Израиль [ывӑлӗсен] пӗтӗм халӑхне калӑр: ҫак уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче кашни кил-йыш пӗр путек суйласа илтӗр, кил-йыш пуҫне пӗрер путек илӗр; 4эхер те килӗ-йышӗ ытла пӗчӗк пулсассӑн, путекне ҫисе яраймасть пулсассӑн, хӑйӗн ҫывӑх кӳршипе пӗрлешсе, ҫын шутне кура илтӗр: кашнийӗ мӗн чухлӗ ҫиессе шайласа путек илӗр. 5Сирӗн путекӗр айӑпсӑр пултӑр, така пултӑр, пӗр ҫулхискер пултӑр; вӑл сурӑх путекки е качака путекки пултӑр, 6вӑл путек сирӗн ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗччен сыхӑ тӑтӑр; вара Израилӗн пӗтӗм халӑхӗ ӑна каҫпала пустӑр, 7унӑн юнне илсе, ӑна ҫиме пуҫтарӑннӑ килӗрсенче алӑксен икӗ янахӗпе урлавне сӗрсе тухчӑр; 8унӑн ашне, вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗскере, ҫав каҫах ҫисе яччӑр; ӑна тутлӑлла ҫӑкӑрпа, йӳҫӗ курӑксемпе ҫиччӗр; 9ӑна пиҫнӗ-пиҫмен е шывпа пӗҫерсе ан ҫийӗр, вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫерсе пуҫӗпе урисене тата ӑшне-чиккине ҫийӗр; 10ирччен унран нимӗн те ан хӑварӑр, [унӑн шӑммисене ан ватӑр,] унран ирччен мӗн юлнине вутра ҫунтарса ярӑр. 11Ҫиессе ӑна ҫапла ҫийӗр: пилӗкӗре ҫыхнӑ пултӑр, урӑрсене сырнӑ пултӑр, туйӑрсем аллӑрсенче пулччӑр, ӑна васкаварлӑн ҫийӗр: ку — Ҫӳлхуҫа Пасхи. 12Эпӗ шӑпах ҫак каҫ Египет ҫӗрӗ витӗр тухӑп, Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнисене пурне те — ҫыннисенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранчченех — вӗлерсе тухӑп, Египетӑн пур туррине те сут тӑвӑп. Эпӗ Ҫӳлхуҫа. 13Эсир пурӑнакан килӗрсем ҫинче паллӑ, юн, пулӗ, юна курӑп та сирӗн тӗлтен иртсе кайӑп, Эпӗ Египет ҫӗрне пӗтернӗ чухне сирӗн хушшӑрта тӗп тӑвакан чир пулмӗ.
14Ҫакӑ кун сирӗншӗн асӑнмалӑх кун пултӑр, [пур] сыпӑкӑрта та ҫав кун Ҫӳлхуҫашӑн уяв тӑвӑр; ку — ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке, ӑна ҫапла уявласа тӑрӑр. 15Ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр; килӗрти йӳҫӗлле ҫӑкӑра пӗрремӗш кунах пӗтерӗр, мӗншӗн тесессӗн пӗрремӗш кунран пуҫласа ҫиччӗмӗш куна ҫитиччен йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫиекен чуна Израиль хушшинчен пӗтерӗҫ. 16Пӗрремӗш кун сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр, ҫиччӗмӗш кунне те сӑваплӑ пуху пултӑр: ҫав кунсенче нимӗнле ӗҫ те тумалла мар; кам мӗн ҫиет, сирӗн пӗр ҫавна ҫеҫ хатӗрлеме юрать. 17Тутлӑлла ҫӑкӑр уявне туса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн шӑп ҫакӑ кун Эпӗ сирӗн халӑхӑра Египет ҫӗрӗнчен кӑлартӑм, ҫакӑ куна ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке тӑрӑх сыпӑкран сыпӑка уяса тӑрӑр. 18Пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа ҫав уйӑхӑн ҫирӗм пӗрремӗш кунӗн каҫӗччен тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр; 19сирӗн килӗрсенче ҫичӗ кун йӳҫӗ чуста пулмалла мар, мӗншӗн тесессӗн кам йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫиет, ҫав чуна — вӑл ют ҫӗртен килнӗскер-и е ҫуралнӑранпах ҫав ҫӗрте пурӑнаканскер-и — Израиль [ывӑлӗсен] халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ. 20Йӳҫӗтсе пӗҫернине нимӗн те ан ҫийӗр; хӑвӑр кирек ӑҫта пулсан та тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр, тенӗ.
21Моисей Израиль [ывӑлӗсен] пур аслӑ ҫыннине чӗнсе пуҫтарнӑ та вӗсене каланӑ: килӗр-йышӑр тӑрӑх хӑвӑр валли путек суйласа илӗр те пасха пусӑр; 22пӗр пайӑрка иссоп илсе, ӑна савӑтри юнпа йӗпетӗр те алӑксен урлавӗпе икӗ янахне ҫав савӑтри юнпа сӗрсе тухӑр; ирччен хӑвӑр ҫуртӑр алӑкӗнчен никам та ан тухӑр. 23Ҫӳлхуҫа Египета пӗтерме кайӗ, Ҫӳлхуҫа алӑк урлавӗпе икӗ янахӗ ҫинчи юна курӗ те алӑк ҫумӗнчен иртсе кайӗ, пӗтермӗше сирӗн килӗрсене кӗртмӗ, сире пӗтерме памӗ. 24Ҫакна хӑвӑршӑн, хӑвӑр ывӑлӑрсемшӗн ӗмӗрлӗх саккун вырӑнне хурса астуса тӑрӑр. 25Турӑ Хӑй каланӑ пек, эсир хӑвӑра Ҫӳлхуҫа парас ҫӗре кӗрсессӗн, ҫакӑ йӗркене тытса, уяса тӑрӑр. 26Хӑвӑр ачӑрсем сире: ку мӗнле йӗрке? тесессӗн, 27[вӗсене] ҫапла калӑр: ку — Ҫӳлхуҫашӑн кӳрекен пасха парни, Египет ҫыннисене пӗтернӗ чухне Вӑл Израиль ывӑлӗсен ҫурчӗсем ҫумӗнчен иртсе кайрӗ, пирӗн килӗмӗрсене хӑтарчӗ, тейӗр, тенӗ. Халӑх чӗркуҫленсе ларса, ӳксе пуҫҫапнӑ.
28Вара Израиль ывӑлӗсем кайнӑ та мӗн каланине тунӑ: Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона епле хушнӑ, ҫапла тунӑ та.
29Ҫур ҫӗр тӗлӗнче Ҫӳлхуҫа Египет ҫӗрӗнчи мӗнпур малтанхи ачана — аслӑ пукан ҫинче ларакан фараонӑн малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа тӗрмере лараканӑн малтанхи ывӑлӗ таранчченех — вӗлерсе тухнӑ, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗхе те пӗтернӗ. 30Ҫӗрле фараон хӑй те, унӑн пур чури те, пӗтӗм Египет та вӑраннӑ; [пӗтӗм] Египет ҫӗрӗнче кӑшкӑрса-уласа йӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн кашни ҫуртра виле выртнӑ. 31Вара [фараон] Моисейпе Аарона ҫӗрлех чӗнтерсе илнӗ те [вӗсене] каланӑ: тӑрӑр та манӑн халӑхӑм хушшинчен тухса кайӑр, эсир хӑвӑр та, Израиль ывӑлӗсем те кайӑр, хӑвӑр каланӑ пек, Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] кайса кӗлтӑвӑр; 32хӑвӑр каланӑ пекех, вак выльӑхӑра та, шултӑра выльӑхӑра та илӗр; кайӑр та мана та пиллӗх парӑр, тенӗ.
33Вара Египет ҫыннисем халӑха ҫак ҫӗртен хӑвӑртрах кӑларса ярас тесе хистенӗ; вӗсем: эпир пурте вилсе пӗтетпӗр, тенӗ. 34Халӑх хӑйсен чустине йӳҫсе ҫитичченех йӑтса кайнӑ; тумтирӗпе чӗркесе ҫыхнӑ кӑвас чӗресӗсене хулпуҫҫийӗ ҫине лартса пынӑ. 35Моисей каланӑ пек туса, Израиль ывӑлӗсем Египет ҫыннисенчен кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем тата тумтир ыйтнӑ. 36Ҫӳлхуҫа вара [Хӑйӗн] халӑхне Египет ҫыннисен куҫӗ умӗнче ырӑлӑх тунӑ: вӗсем ӑна мӗн ыйтнине панӑ, вӑл ҫапла Египет ҫыннисен пурлӑхне пухса тухса кайнӑ.
37Вара Израиль ывӑлӗсем Раамсесран Сокхофа тухса кайнӑ: ачасемсӗр пуҫне ултҫӗр пин таран ҫуран арҫын пынӑ; 38вӗсемпе пӗрле тӗрлӗ халӑх ҫыннисем питӗ нумаййӑн тухнӑ, вак выльӑх, шултӑра выльӑх, темӗн пысӑкӑш кӗтӳ, тухнӑ. 39Египетран илсе тухнӑ чустаран вӗсем тутлӑлла пашалу пӗҫернӗ: чусти йӳҫсе те ӗлкӗреймен, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Египетран хӑваласах кӑларса янӑ, вӗсем тӑхтаса тӑма пултарайман, ҫул ҫине хӑйсем валли апат та хатӗрлесе ӗлкӗреймен.
40Израиль ывӑлӗсем [тата вӗсен ашшӗсем] Египетра [тата Ханаан ҫӗрӗнче] пурӑннӑ вӑхӑт пурӗ тӑватҫӗр вӑтӑр ҫул пулнӑ. 41Тӑватҫӗр вӑтӑр ҫул иртсессӗн шӑп ҫав кунхине ҫӗрле Ҫӳлхуҫанӑн пӗтӗм ҫарӗ Египет ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ. 42Хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑшӑн ҫак каҫ ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр Ҫӳлхуҫана асӑнмалла; ӗмӗрӗпе сыпӑкран сыпӑка пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫак каҫ ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр Ҫӳлхуҫана асӑнтӑр.
43Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисейпе Аарона каланӑ: Пасха йӗрки акӑ: урӑх йӑх ҫынни ӑна никам та ҫимелле мар; 44ӳтне кассассӑн, ӑна кӗмӗл парса туяннӑ кирек мӗнле чура та ҫиме пултарать; 45куҫса килнӗ ҫыннӑн, тара кӗрӗшнӗ ҫыннӑн ӑна ҫиме юрамасть. 46Ӑна пӗр килте ҫимелле, [ирччен нимӗн те ан хӑварӑр,] ашне пӳртрен илсе ан тухӑр, унӑн шӑммисене ан ватӑр. 47Ҫакна Израиль [ывӑлӗсен] пӗтӗм халӑхӗ туса пыма тивӗҫлӗ. 48Эхер те сан патна ютран килнӗ ҫын пырса вырӑнаҫас пулсассӑн, вӑл Ҫӳлхуҫашӑн Пасха тӑвасшӑн пулсассӑн, унӑн килӗнчи пӗтӗм арҫыннин ӳтне кас, вара вӑл Пасха тума тытӑнтӑр, ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫын пекех пултӑр; ӳтне касман ҫыннӑн ӑна нихӑшӗн те ҫимелле мар; 49ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫыншӑн та, сирӗн хушшӑра ютран килсе вырӑнаҫнӑ ҫыншӑн та пӗр саккун пултӑр, тенӗ.
50Вара Израиль ывӑлӗсем мӗн каланине тунӑ: Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисейпе Аарона епле хушнӑ, ҫапла тунӑ та. 51Шӑп ҫав кун Ҫӳлхуҫа ушкӑнӑн-ушкӑнӑн йӗркеленсе тӑнӑ Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ.
Currently Selected:
Тухни 12: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: