Тухни 11
11
1Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон ҫине, Египет ҫыннисем ҫине Эпӗ тепӗр асап ярӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл сире кунтан кӑларса ярӗ; [сире] кӑларса янӑ чухне вӑл сире кунтан васкавлӑн хӑвалама тытӑнӗ; 2халӑха [вӑрттӑн] систерсе хур: кашни арҫынӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннинчен тата кашни хӗрарӑмӗ хӑйӗн ҫывӑх хӗрарӑмӗнчен кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем [тата тумтир] ыйтса илтӗр, тенӗ. 3Ҫӳлхуҫа Египет ҫыннисем умӗнче [Хӑйӗн] халӑхне ырӑлӑх панӑ, [вӗсем ӑна мӗн ыйтнине панӑ;] Моисей хӑй те Египет ҫӗрӗнче [фараон тата] фараон чурисен куҫӗ умӗнче, [пӗтӗм] халӑх куҫӗ умӗнче питех те хисеплӗ ҫын пулнӑ.
4Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫур ҫӗр тӗлӗнче Эпӗ Египет витӗр тухӑп, 5вара Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнӑ пур ывӑл ача та — аслӑ пукан ҫинче ларакан фараонӑн малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа арман чулӗ ҫавӑракан хӑрхӑмӑн ывӑлӗ таранчченех — вилсе пӗтӗ, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗх те вилсе пӗтӗ; 6пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче кӑшкӑрса-уласа йӗрӗҫ, ун пекки пулман, ун пекки урӑх пулас та ҫук; 7Израиль ывӑлӗсем патӗнче вара йытӑ та чӗлхине хускатмӗ, ҫынна е выльӑха вӗрсе сасӑ памӗ, ҫакӑнтан эсир Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне Египет халӑхӗнчен мӗнле уйӑрса тӑнине курӑр, тет, тенӗ. 8Моисей каланӑ: вара санӑн ҫак чурусем пурте ман патӑма пырӗҫ те мана пуҫҫапса калӗҫ: эсӗ хӑв та, эсӗ ертсе пыракан [хӑвӑн] халӑху та — пурте тухса кайӑр, тейӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тухӑп та эпӗ, тенӗ. [Моисей] вара фараон патӗнчен тарӑхса тухса кайнӑ. 9Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: [Манӑн паллӑмсем тата] Манӑн хӑватӑмсем Египет ҫӗрӗнче нумайланччӑр тесе фараон сире итлемерӗ, тенӗ.
10Моисейпе Аарон ҫак пӗтӗм [паллӑсене тата] хӑватсене фараон умӗнче тунӑ, анчах Ҫӳлхуҫа фараон чӗрине хаярлантарнӑ та, фараон Израиль ывӑлӗсене хӑйӗн ҫӗрӗнчен яман.
Currently Selected:
Тухни 11: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: