Тухни 10:21-23
Тухни 10:21-23 CHB
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: аллуна тӳпенелле тӑс, ӗнтӗ Египет ҫӗрӗнче тӗттӗм пулӗ, сӗм тӗттӗм тӑрӗ, тенӗ. Моисей вара аллине тӳпенелле тӑснӑ та, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче виҫӗ кун сӗм тӗттӗм тӑнӑ; виҫӗ кун пӗрне-пӗри курман, никам та вырӑнтан хускалман; Израиль ывӑлӗсен вара пурин те хӑйсен килӗнче ҫутӑ пулнӑ.





