Skip to content

Эсфирь 6

6
1Ҫав каҫ Ҫӳлхуҫа патшана ыйхӑ паман, патша вара [тарҫине] асра тытмалли ӗҫсем ҫинчен ҫырса пыракан кӗнекене, урӑхла каласан Ҫулсеренхи кӗнекене, илсе килме хушнӑ; ӗнтӗ ӑна патша умӗнче вуланӑ. 2Унта Мардохей патшанӑн икӗ хайранне — алӑк урати сыхлакан Гавафӑна тата Фаррана, Артаксеркс патшана вӗлерме каварлашнӑскерсене — тӑрӑ шыв ҫине кӑларни ҫинчен те ҫырнӑ пулнӑ. 3Ыйтнӑ патша: ҫакӑншӑн Мардохее мӗнле хисеп тунӑ, ун ӗҫне мӗнле палӑртса хӑварнӑ? тенӗ. Патшана пӑхакансем: ӑна нимӗнле те палӑртман, тенӗ. 4[Шӑпах патша Мардохейӗн ырӑ ӗҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ вӑхӑтра кермен картишне Аман ҫитнӗ,] вара патша: картишӗнче кам унта? тенӗ. Аман ун чухне патша ҫурчӗн тулти картишне патшапа калаҫма килнӗ, вӑл ӗнтӗ патша Мардохее ҫакса вӗлерме хуштӑр тенӗ, ҫакӑн валли унӑн юпа та хатӗр пулнӑ. 5Патшана тарҫисем каланӑ: авӑ картишӗнче Аман тӑрать, тенӗ. Патша: кӗтӗр вӑл, тенӗ. 6Аман шала кӗнӗ. Патша каланӑ ӑна: патша пӗр-пӗр ҫынна хисеп-чыс кӑтартма шутланӑ пулсан мӗн тумалла? тенӗ. Аман хӑй ӑшӗнче «мансӑр пуҫне патша тата урӑх кама хисеп тума пултартӑр?» тесе шутласа илнӗ. 7Вара Аман патшана ҫапла каланӑ: патша хисеп-чыс тума шутланӑ ҫын валли 8патша тӑхӑнакан тум илсе килччӗр, патша утланса ҫӳрекен урхамах ҫавӑтса килччӗр, ун пуҫне патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартчӑр, 9ҫав тума, ҫав урхамаха патшанӑн чи ҫывӑх улпутӗнчен пӗрне паччӑр — вара патша чыслама шутланӑ этеме ҫав тума тӑхӑнтартчӑр та, урхамах ҫине лартса, хула варрине илсе тухчӑр, унтан ун умӗнчен кӑшкӑрса пыччӑр: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тетчӗр. 10Патша Амана каланӑ: [лайӑх каларӑн эсӗ;] ху каланӑ пек ту, халех тумтирпе урхамах ил те патша хапхи умӗнче ларакан Мардохей иудее ҫавӑн пек чысла; ху каланинчен нимӗн те сиктерсе ан хӑвар. 11Аман вара тумтирпе урхамах илнӗ те Мардохее ҫав тума тӑхӑнтартса, урхамах ҫине лартса хула варрине илсе тухнӑ, ун умӗнчен: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тесе кӑшкӑрса пынӑ. 12Мардохей каялла патша хапхи патне таврӑннӑ, Аман вара пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа, пуҫне хупласа, килне васканӑ. 13Мӗн пулса иртнине вӑл арӑмне, Зерешь ятлӑскерне, тата хӑйӗн мӗнпур тусне каласа панӑ. Ӑсчахсем тата арӑмӗ, Зерешь, каланӑ ӑна: Мардохей иудей ҫынни пулсан, сан инкекӳсем ӑна пула пуҫланчӗҫ пулсан, эсӗ ӑна ҫӗнтереймӗн, вӑл сана пӗтерет пулӗ, [мӗншӗн тесессӗн унпа пӗрле чӗрӗ Турӑ,] тенӗ. 14Вӗсем калаҫнӑ хушӑра патша хайранӗсем ҫитнӗ те Амана Эсфирь хатӗрленӗ ӗҫке-ҫике васкатма пуҫланӑ.