Эфес ҫыннисене 1:18-21
Эфес ҫыннисене 1:18-21 CHB
сирӗн чӗрӗр куҫне уҫинччӗ, эсир вара Вӑл хӑвӑра мӗнле шанчӑк патне чӗннине, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисем валли хатӗрленӗ ҫав ырӑлӑх мӗн тери тулӑххине тата пирӗнте — Унӑн пурне те тытса тӑракан вӑйӗ пулӑшнипе ӗненсе тӑракансенче — Унӑн хӑвачӗ тем тӗрлӗ аслине пӗлсе тӑракан пулинччӗҫ тесе кӗлтӑватӑп. Ҫав вӑйне Вӑл Христос урлӑ кӑтартнӑ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тӳпере Ӑна Хӑйӗн сылтӑм енне лартнӑ, тӳпери пур тӗрлӗ пуҫлӑхран, хӑватран, аслӑлӑхран, тӗрлӗ ятран — ҫак ӗмӗрте пӗлекен ятсенчен те, пулас ӗмӗрте пӗлес ятсенчен те — пуринчен те Ӑна асла кӑларнӑ;





