Колоссӑ ҫыннисене 3:16-17
Колоссӑ ҫыннисене 3:16-17 CHB
Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑра тулӑххӑн, пӗтӗм ӑслӑлӑхӗпе вырӑнаҫтӑр; Ҫӳлхуҫана аслӑласа ырӑ кӑмӑлпа чунтан-вартан псаломсем, мухтав юррисем, чиркӳ юррисем юрласа вӗрентсе, пӗрне-пӗри ӑса кӳртӗр. Эсир кирек мӗн тусассӑн та — сӑмахпа-и, ӗҫпе-и — пурне те Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тӑвӑр. Ун урлӑ Атте Турра мухтавлӑр.

















