Варух 4
4
1Акӑ Турӑ ӳкӗчӗсен кӗнеки, Унӑн ӗмӗрлӗх саккунӗ. Ӑна тытса тӑракансем пурте пурӑнӗҫ, ӑна пӑрахакансем вилӗҫ. 2Эй Иаков, ҫаврӑн, ил ӑна, унӑн ҫутатакан ҫутинче ҫӳре! 3Хӑвӑн аслӑлӑхна урӑххине ан пар, хӑвӑншӑн усӑллине ют халӑха ан пар. 4Эй Израиль, эпир телейлӗ, эпир Турра мӗн юрӑхлине пӗлетпӗр. 5Эй халӑхӑм, Израиль палӑкӗ, хӑюллӑ пул! 6Суя тӗнлӗ халӑхсен аллинчен пӗтме паман сире; эсир Турра ҫиллентернӗ, ҫавӑнпа тӑшмансен аллине ӳкернӗ сире; 7Турра мар, шуйттансене парне кӳрсе, эсир хӑвӑра Пултаракана тарӑхтарнӑ. 8Эсир хӑвӑра тӑрантаракан ӗмӗрхи Турра манӑҫланӑ, ҫавӑн пекех хӑвӑра пӑхса ӳстернӗ Иерусалима кӳрентернӗ; 9Иерусалим сирӗн ҫине килнӗ Турӑ ҫиллине курнӑ та каланӑ: «эй Сион кӳршисем, итлӗр — Турӑ ман ҫине пысӑк хуйхӑ ячӗ: 10эпӗ хамӑн ывӑлӑмсемпе хӗрӗмсене Ӗмӗрхи ирӗкӗпе тыткӑнланине куртӑм. 11Эпӗ вӗсене савӑнса ӳстернӗ, ӗнтӗ йӗре-йӗре, хуйхӑрса кӑларса ятӑм. 12Никам та ан савӑнтӑр маншӑн: тӑлӑха юлтӑм, мана нумайӑшӗ манӑҫларӗ, ачамсен ҫылӑхӗсемшӗн пушанса юлтӑм: вӗсем Турӑ саккунӗнчен пӑрӑнчӗҫ. 13Турӑ панӑ йӗркесене пӗлмерӗҫ, Турӑ хушнӑ ҫулсемпе ҫӳремерӗҫ, Ун тӳрӗлӗхне вӗрентекен сукмак ҫине тӑмарӗҫ. 14Эй Сион кӳршисем, килӗр, манӑн ывӑлӑмсемпе хӗрӗмсене Ӗмӗрхи ирӗкӗпе тыткӑнланине аса илӗр. 15Вӗсем ҫине Вӑл инҫетри халӑха, сӗмсӗр те урӑх тӗнлӗ халӑха, ячӗ, ӗнтӗ кусем ватӑран та именмерӗҫ, пӗчӗк ачана та хӗрхенмерӗҫ, 16тӑлӑх арӑмран савнӑ ывӑлӗсене илсе кайрӗҫ, пӗчченскере хӗрӗсемсӗр тӑратса хӑварчӗҫ. 17Эпӗ сире мӗнле пулӑшам-ха? 18Ҫак хӗн-хура Кам янӑ сирӗн ҫине, тӑшманӑрсен аллинчен шӑпах Ҫавӑ хӑтарӗ те сире. 19Кайӑр ӗнтӗ, ачамсем, кайӑр: эпӗ ӗнтӗ пушӑ тӑрса юлтӑм. 20Эпӗ ҫийӗмрен тӑнӑҫлӑх тумне хыврӑм, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнтӑм, эпӗ кӗлтӑвӑп; ӗмӗрӗм тӑршшӗпех Ӗмӗрхине тархаслӑп. 21Эй ачамсем, хӑюллӑ пулӑр, Турра тархаслӑр, Вӑл сире пусмӑртан, тӑшмансен аллинчен хӑтарӗ. 22Эпӗ сире Ӗмӗрхи ҫӑласса кӗтрӗм, Святойран мана ырӑлӑх савӑнӑҫӗ ҫитрӗ, часах вӑл Ӗмӗрхинчен, хамӑра Ҫӑлаканран, сирӗн патӑра ҫитӗ. 23Эпӗ сире куҫҫульпе, хуйхӑрса кӑларса ятӑм, анчах Турӑ сире савӑнса та хӗпӗртесе ӗмӗрлӗхе мана тавӑрса парӗ. 24Сион кӳршисем, сире тыткӑнланине курнӑ пекех, кӗҫех сире Турӑ ҫӑлнине курӗҫ, ҫӑлӑнӑҫ сирӗн патӑра Ӗмӗрхийӗн пысӑк мухтавлӑхӗпе, аслӑлӑхӗпе килӗ. 25Эй ачамсем! хӑвӑра Турӑран ҫитнӗ ҫилле чӑтса ирттерӗр: сана тӑшман хӗсӗрлерӗ, анчах эсӗ кӗҫех вӑл пӗтнине курӑн, ун мӑйӗ ҫине урупа пусӑн. 26Эпӗ ачашласа пӑхса ӳстернисем асаплӑ ҫулпа кайрӗҫ, вӗсене тӑшман тустарса тухнӑ кӗтӳ пек ярса илчӗҫ. 27Эй ачамсем, хӑюллӑ пулӑр, Турра тархаслӑр: хӑвӑр ҫине ҫак инкеке Янӑскерӗ сире аса илӗ. 28Турӑран уйрӑлнӑ чухне епле хастар пултӑр, Турӑ енне ҫаврӑнма, Ӑна шырама ҫав хастарлӑха вунӑ хут ӳстерӗр: 29сирӗн ҫине ҫак хӗн-хура Яраканӗ, сире ҫӑлса, сирӗн ҫине ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ ярӗ. 30Эй Иерусалим, хӑюллӑ пул! Хӑвна ят Панӑскерӗ сана лӑплантарӗ. 31Сана кӳрентернисем, эсӗ такӑнса ӳкнӗшӗн савӑннисем телейсӗр. 32Санӑн ачусене ӗҫлеттерсе тӑнӑ хуласем телейсӗр, санӑн ывӑлусене йышӑннӑ ҫӗр телейсӗр: 33ҫав ҫӗр эсӗ пӗтнӗшӗн савӑннӑччӗ, сана ҫӗнтернӗшӗн хӗпӗртенӗччӗ, акӑ хӑй пушанса юлнӑшӑн хуйхӑрӗ. 34Вӑл халӑхӗ йышлӑ пулнипе савӑнатчӗ, савӑнӑҫне туртса илӗп, унӑн каппайлӑхӗ хурлӑха пулӗ; 35Ӗмӗрхинчен ун ҫине нумайлӑха вут-ҫулӑм килӗ, чылай вӑхӑт хушши унта шуйттансем пурӑнӗҫ. 36Эй Иерусалим, тухӑҫалла ҫаврӑнса пӑхсам, хӑвӑн патна Турӑран килекен савӑнӑҫа курсам эс. 37Акӑ хӑв кӑларса янӑ ывӑлусем килеҫҫӗ, Святой сӑмахӗпе тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫити пуҫтарӑннӑскерсем, вӗсем Турӑ мухтавӗ ҫитнӗшӗн савӑнса килеҫҫӗ.
Currently Selected:
Варух 4: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.