Апостолсен ӗҫӗсем 9
9
1Савл вара, ҫав-ҫавах Ҫӳлхуҫа вӗренекенӗсене вӗлерме шухӑш тытнӑскер, аслӑ священник патне пынӑ та 2унран Дамаскри синагогӑсем валли ҫырусем ыйтса илнӗ: вӑл ӗнтӗ ҫав вӗрентӗве йышӑннӑ унти арҫыннине те, хӗрарӑмне те — кама тӗл пулнӑ, ҫавна — тытса-ҫыхса Иерусалима илсе пыма ирӗк илесшӗн пулнӑ.
3Ҫул ҫинче, Дамаска ҫывӑхарса пынӑ чухне, ӑна сасартӑк тӳперен ҫутӑ ҫутатса янӑ. 4Вӑл ҫӗре ӳкнӗ; унтан хӑйне: эй Савл, Савл! эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн? теекен сасӑ илтнӗ. 5Вӑл вара: эй Ҫӳлхуҫамӑм, кам Эсӗ? тенӗ. Ҫӳлхуҫа каланӑ: Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. Шӑчча хирӗҫ пыма йывӑр сана, тенӗ. 6Сехӗрленсе те чӗтресе, Савл: эй Ҫӳлхуҫамӑм! мӗн тума хушатӑн мана? тенӗ. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: тӑр та хулана кай, мӗн тумаллине сана калӗҫ унта, тенӗ. 7Унпа пӗрле пыракан ҫынсем никама курмасӑрах сасӑ илтсессӗн тӑнӑ ҫӗртех хытса кайнӑ. 8Савл ҫӗртен тӑнӑ та, куҫӗ уҫах пулин те, никама та курман. Ӑна вара аллинчен ҫавӑтса кайса Дамаска илсе ҫитернӗ. 9Вӑл виҫӗ кун хушши курман, ӗҫмен те, ҫимен те.
10Дамаскра Анания ятлӑ пӗр вӗренекен пулнӑ; Ҫӳлхуҫа ӑна курӑнса каланӑ: Анания! тенӗ. Вӑл: эпӗ кунтах, Ҫӳлхуҫамӑм, тенӗ. 11Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: тӑр та Тӳрӗ теекен урама кай, унта Иуда килӗнче Савл ятлӑ Тарс ҫыннине шыраса туп; халӗ вӑл кӗлтӑвать-ха, 12ӑна хӑй патне Анания ятлӑ ҫын килни, ҫавӑ ӑна куракан тӑвасшӑн ун ҫине аллине хуни курӑннӑ, тенӗ. 13Анания ҫапла хуравланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! ҫак ҫын ҫинчен эпӗ нумайӑшӗнчен вӑл Санӑн сӑваплӑ ҫыннусене Иерусалимра темӗн чухлӗ хӗн кӑтартнӑ тенине илтнӗ, 14кунта та вӑл Санӑн ятна асӑнакансене пурне те тыта-тыта ҫыхмашкӑн аслӑ священниксенчен ирӗк илсе килнӗ, тенӗ. 15Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: кай, вӑл — Манӑн суйласа илнӗ савӑтӑм; Эпӗ ӑна Хамӑн ятӑм ҫинчен халӑхсем, патшасем, Израиль ывӑлӗсем умӗнче каласа пӗлтерме суйласа илтӗм. 16Эпӗ ӑна вӑл Манӑн ятӑмшӑн мӗн чухлӗ асап курмаллине кӑтартӑп, тенӗ. 17Анания кайнӑ та, ҫав ҫурта кӗрсе, Савл ҫине аллине хурса каланӑ: Савл тӑванӑм! эсӗ ҫулпа пынӑ чухне хӑвна курӑннӑ Иисус Ҫӳлхуҫа мана санӑн куҫна уҫма, сана Таса Сывлӑшпа хӑватлӑлантарма ячӗ, тенӗ. 18Ҫав самантрах Савл куҫӗнчен темӗскерле хупӑ хӑпӑнса ӳкнӗ те, вӑл куракан пулнӑ; вӑл ӗнтӗ тӑнӑ та тӗне кӗнӗ; 19апат ҫисессӗн ӑна вӑй та кӗнӗ.
Вӗренекенсемпе пӗрле Савл темиҫе кун хушши Дамаскра пурӑннӑ. 20Вӑл ҫийӗнчех синагогӑсенче Иисус ҫинчен «Вӑл — Турӑ Ывӑлӗ» тесе вӗренте пуҫланӑ. 21Ӑна илтекенсем пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ: ҫак ята асӑнакансене Иерусалимра хӗсӗрлекенӗ шӑпах ҫакӑ мар-и-ха? кунта та вӑл вӗсене тыта-тыта ҫыхса аслӑ священниксем патне илсе каясшӑн килменччӗ-и? тенӗ. 22Савл ӗнтӗ хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланса пынӑ, Иисус шӑпах Христос пулнине ҫирӗплетсе парса, вӑл Дамаскра пурӑнакан иудейсене нимӗн чӗнейми тунӑ.
23Пайтах вӑхӑт иртсессӗн иудейсем ӑна вӗлерме каварлашнӑ. 24Анчах та Савл вӗсен каварӗ ҫинчен пӗлнӗ. Ӑна вӗлерес тесе лешӗсем кунӗн-ҫӗрӗн хапха умӗнче сыхласа тӑнӑ. 25Ӗнтӗ хӑйӗн вӗренекенӗсем ӑна ҫӗрле кунтӑна лартса хула хӳми ҫинчен антарса янӑ. 26Савл Иерусалима ҫитнӗ те вӗренекенсемпе хутшӑнасшӑн пулнӑ; анчах вӑл вӗренекен иккенне шанмасӑр, пурте унран хӑранӑ. 27Вара ӑна апостолсем патне Варнава ертсе кайнӑ, вӑл вӗсене Савл епле ҫул ҫинче Ҫӳлхуҫана курнине, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗн каланине, вӑл Дамаскра епле хӑюллӑн Иисус ҫинчен вӗрентнине каласа кӑтартнӑ. 28Савл вара вӗсемпе пӗрле кӗрсе-тухса ҫӳресе Иерусалимра пурӑннӑ, Иисус ҫинчен вӑл питӗ хӑюллӑн вӗрентнӗ. 29Вӑл эллинсем хушшинче пурӑнакан еврейсемпе те калаҫнӑ, тавлашнӑ; лешӗсем ӑна вӗлерме те хӑтланнӑ. 30Ҫавна пӗлсен тӑвансем ӑна Кесарие янӑ, унтан Тарс хулине ӑсатнӑ.
31Пӗтӗм Иудейӑри, Галилейӑри, Самарири ӗненекен ушкӑнсем пурте тӑнӑҫлӑ пурӑннӑ, вӗсем тӗреклӗленсе пынӑ, Ҫӳлхуҫана юратса, Унран хӑраса тӑнӑ; Таса Сывлӑш лӑплантарса тӑнипе вӗсенӗн йышӗ ӳссех пынӑ.
32Пурне те пӑхса ҫаврӑннӑ чухне Петра Лиддӑра пурӑнакан сӑваплӑ ҫынсем патне ҫитме те тӳр килнӗ. 33Унта вӑл Эней ятлӑ пӗр ҫынна тӗл пулнӑ; лешӗ, шалкӑм ҫапнӑскер, ӗнтӗ сакӑр ҫул хушши вырӑнпа выртнӑ. 34Петр каланӑ ӑна: Эней! сана Иисус Христос сыватать; вырӑну ҫинчен тӑр, тенӗ. Лешӗ ҫав самантрах ура ҫине тӑнӑ. 35Лиддӑпа Саронра пурӑнакансем ӑна пурте пӗлнӗ, ҫак ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн вӗсем вара Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ.
36Иоппире пӗр Тавифа ятлӑ хӗрарӑм, вӗренекен, пулнӑ; Тавифа тени «хир качаки» тени пулать; вӑл, нумай ырӑ ӗҫ туса, чухӑнсене пулӑшса пурӑннӑ. 37Ҫав кунсенче вӑл чирлесе ӳкнӗ те — вилнӗ. Ӑна ӗнтӗ ҫуса ҫӳлти пӳлӗме вырттарнӑ. 38Лидда Иоппи ҫывӑхӗнчех пулнӑран вӗренекенсем Петр унта тенине илтнӗ те ӑна хӑвӑртрах хӑйсем патне килме ыйтса ун патне икӗ ҫын янӑ. 39Петр тӳрех вӗсемпе пӗрле кайнӑ; ҫитсессӗнех ӑна ҫӳлти пӳлӗме илсе кӗнӗ: унта ӑна тӑлӑх арӑмсем ҫавӑрса илнӗ те, куҫҫульпе йӗре-йӗре, Тавифа хӑйсемпе пӗрле чухне ҫӗлесе панӑ кӗписене, тумтирӗсене кӑтартнӑ. 40Петр пурне те кӑларса янӑ та чӗркуҫленсе ларса кӗлтунӑ, унтан вилнӗ ҫын еннелле ҫаврӑнса: Тавифа, тӑр! тенӗ. Лешӗ куҫне уҫнӑ та, Петра курсассӑн, тӑрса ларнӑ. 41Петр ӑна аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ. Унтан, сӑваплӑ ҫынсене, тӑлӑх арӑмсене чӗнсе илсе, ӑна вӗсен умне чӗрӗ халлӗн тӑратнӑ. 42Ку ӗҫ ҫинчен пӗтӗм Иоппие хыпар сарӑлнӑ, вара нумайӑшӗ Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ. 43Петр Иоппире сӑран тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче чылай кун пурӑннӑ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗсем 9: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.