YouVersion Logo
Search Icon

Апостолсен ӗҫӗсем 20

20
1Пӑлхав чарӑнсан Павел вӗренекенсене чӗнсе илсе, вӗсене хавхалантарса, ӑс парса хӑварса сывпуллашнӑ та Македоние тухса кайнӑ. 2Унти ҫӗрсене ҫӳресе тухнӑ чухне вӑл ӗненекенсемпе питӗ нумай калаҫнӑ, вӗсене ӑс панӑ, унтан Элладӑна ҫитнӗ. 3Унта вӑл виҫӗ уйӑх пурӑннӑ. Вӑл ҫавӑнтан Сирие кайма шутланӑ, анчах та, иудейсем ӑна вӗлерме каварлашнине пӗлсе, Македони урлӑ каялла кайнӑ. 4Асийӑна ҫитиччен унпа пӗрле Верия ҫынни Пирр ывӑлӗ Сосипатр, Фессалоника ҫыннисем Аристархпа Секунд, Дервий ҫыннисем Гай, Тимофей тата Асия ҫыннисем Тихикпа Трофим пынӑ. 5Вӗсем малтан кайса пире Троадӑра кӗтсе тӑчӗҫ. 6Эпир вара, тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем иртсессӗн, Филиппӑран тинӗспе ишсе кайрӑмӑр та пӗр пилӗк кунран вӗсем патне Троадӑна ҫитрӗмӗр; унта ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр.
7Эрненӗн малтанхи кунӗнче вӗренекенсем ҫӑкӑр хуҫмашкӑн пухӑнсан, Павел, хӑй тепӗр кунне тухса кайма шухӑш тытнипе, вӗренекенсемпе калаҫса сӑмахне ҫур ҫӗр ҫитиччен те татмарӗ. 8Эпир пуҫтарӑнса ларнӑ ҫӳлти пӳлӗмре ҫутаткӑҫ нумайччӗ. 9Павел вӑрахчен калаҫнӑ хушӑра чӳрече янахӗ ҫинче ларакан Евтих ятлӑ пӗр яш ача ҫывӑрсах кайнӑ, ыйхӑллӑскер сулӑнса кайса ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутӗнчен персе анчӗ; ҫӗртен ҫӗклерӗҫ те — вӑл ӗнтӗ вилнӗччӗ. 10Павел аяла анчӗ те, ун ҫийӗн пӗшкӗнсе, ӑна ыталаса илчӗ, унтан: ан пӑшӑрханӑр, чунӗ — ӑшӗнчех, терӗ. 11Унтан каялла улӑхса ҫӑкӑр хуҫса ҫисессӗн, тата чылаях калаҫрӗ, мӗн тул ҫутӑличченех калаҫса ларчӗ, вара тухса кайрӗ. 12Ҫав хушӑра хайхи ачана, вӑл чӗрӗ-сывӑ пулнӑшӑн тем пекех савӑнса, килне ӑсатса янӑ.
13Эпир маларах кайса карап ҫине лартӑмӑр та Асс хулине ишсе кайрӑмӑр: пирӗн унтан Павела илсе тухмаллаччӗ — ҫапла тума хушса хӑварса, вӑл хӑй ҫуран кайрӗ. 14Вӑл пире Асра тӗл пулчӗ те, эпир пӗрле Митилинӑна пырса ҫитрӗмӗр. 15Унтан ишсе кайса, тепӗр кунне эпир Хиос тӗлне пырса чарӑнтӑмӑр, тата тепӗр кунне Самосра чарӑнса тӑтӑмӑр; унтан Трогиллие кӗрсе тухрӑмӑр та тепӗр кунне Милита ҫитрӗмӗр. 16Асийӑра вӑрахчен тӑрас мар тесе, Павел Эфеса кӗмесӗрех иртсе кайма шутларӗ: ӗлкӗрме май пулсан, Аллӑмӗш кун уявӗнче Иерусалимра пуласчӗ тесе васкарӗ.
17Милитран Эфеса ҫын ярса, вӑл ӗненекен ушкӑн (Чиркӳ) пресвитерӗсене хӑй патне чӗнтерсе илчӗ. 18Лешӗсем ун патне килсе ҫитсессӗн, вӑл вӗсене каларӗ: Асийӑна килнӗ кунранпа эпӗ сирӗн патӑрта мӗнле пурӑннине эсир пӗлетӗр: 19эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн пур тӗлӗшрен те йӑвашшӑн, куҫҫуль юхтарса, иудейсен каварлӑхӗсене пула хӗн-хур тӳссе ӗҫлесе тӑтӑм; 20эпӗ сирӗншӗн усӑллӑ пулма пултарнине нимӗн те сиктерсе хӑвармарӑм: сире пӗтӗм халӑх умӗнче те, килӗрсенче те вӗрентрӗм; 21Турӑ умӗнче ҫылӑхран ӳкӗнмеллине, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненме кирлине иудейсене те, эллинсене те кала-кала кӑтартрӑм. 22Акӑ ӗнтӗ Сывлӑш хушнине пӑхӑнса, эпӗ Иерусалима каятӑп, унта хам мӗн курассине пӗлместӗп; 23анчах эпӗ тӗрмепе хӗн-хур курассине Таса Сывлӑш мана кашни хуларах пӗлтерет. 24Пурӑнӑҫӑм маншӑн ниме те тӑмасть, хамӑн мӗн тумаллине ҫеҫ — Иисус Ҫӳлхуҫамӑртан илнӗ ӗҫӗме: Турӑ тивлечӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарассине — туса ҫитересчӗ тетӗп. 25Эпӗ сирӗн хушшӑрта Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳрерӗм, анчах та халӗ пӗлсех тӑратӑп: ӗнтӗ эсир пӗри те манӑн сӑнӑма урӑх курас ҫук. 26Ҫавӑнпа ӗнтӗ сире паянхи кун татӑклӑн калатӑп: сирӗнтен хӑшӗ те пулин ҫӑлӑнаймасассӑн, эпӗ ҫавӑншӑн айӑплӑ пулмӑп, 27мӗншӗн тесессӗн эпӗ Туррӑн пӗр ирӗкне те сире пӗлтермесӗр хӑвармарӑм. 28Ҫапла ӗнтӗ эсир хӑвӑра хӑвӑр астӑвӑр, пӗтӗм кӗтӗве те астуса тӑрӑр: Туррӑн ӗненекен ушкӑнне, Чиркӗве, кӗтме Таса Сывлӑш сире пӑхса тӑракансем тунӑ: Ҫӳлхуҫа ҫав ушкӑна, Чиркӗве, Хӑй юнне тӑкса илнӗ. 29Эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн сирӗн хушшӑра кӗтӗве хӗрхенмен тискер кашкӑрсем кӗрессине эпӗ пӗлетӗп; 30тата хӑвӑр хушшӑртанах вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясшӑн урӑх майлӑ калаҫакан ҫынсем тухӗҫ. 31Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр, эпӗ куҫҫулӗ тӑкса сире пурне те виҫӗ ҫул ҫӗрӗн-кунӗн пӗр чарӑнмасӑр вӗрентнине астуса тӑрӑр. 32Эй тӑванӑмсем! халӗ ӗнтӗ эпӗ сире Турӑ аллине, Унӑн тивлетлӗ сӑмахне парса хӑваратӑп, Турӑ сӑмахӗ сире тӗреклӗлентерме, тасалнисемпе пӗрле пая кӗртме пултарӗ. 33Эпӗ хам валли никамран та кӗмӗл те, ылтӑн та, тумтир таврашӗ те ыйтмарӑм: 34хама кирлине те, хампа ҫӳрекенсене мӗн кирлине те ҫак аллӑмсем туса тӑчӗҫ, эсир ӑна пӗлетӗр. 35Ҫапла тӑрӑшса эпӗ халсӑррисене пулӑшса тӑмаллине, Иисус Ҫӳлхуҫамӑр сӑмахне асра тытса тӑма кирлине сире пур ӗҫпе те кӑтартса патӑм — Вӑл Хӑй ҫапла: «илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» тенӗ. 36Ҫакна каласан Павел чӗркуҫленсе ларчӗ те вӗсемпе пуринпе те пӗрле кӗлтурӗ. 37Ҫавӑн чухне пурте питӗ хытӑ йӗчӗҫ, Павела мӑйӗнчен ытала-ытала илсе чуптурӗҫ; 38пуринчен ытла вӗсем хӑйсене «эсир ман сӑнӑма урӑх курас ҫук» тенӗрен хуйхӑрчӗҫ. Вара ӑна карап патне ҫитех ӑсатса ячӗҫ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in