YouVersion Logo
Search Icon

Апостолсен ӗҫӗсем 18

18
1Ҫакӑн хыҫҫӑн Павел Афинӑран кайса Коринфа ҫитнӗ. 2Унта вӑл Понт ҫӗрӗнче ҫуралнӑ Акила ятлӑ пӗр иудее тата унӑн арӑмне Прискиллӑна тӗл пулнӑ. Вӗсем нумаях пулмасть Италирен килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Клавдий кесарь иудейсене пурне те Римран тухса кайма хушнӑ. Павел вӗсем патне кӗнӗ. 3Вӗсенӗн ӗҫӗ пӗре килнӗрен Павел вӗсем патӗнче чарӑннӑ та пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑ: вӗсем чатӑр тӑвакансем пулнӑ. 4Шӑмакунсерен Павел синагогӑра калаҫнӑ, иудейсемпе эллинсене ҫине тӑрсах ӳкӗтленӗ.
5Македонирен Силапа Тимофей ҫитсессӑн вара, Павел, иудейсене вӗрентес ӗҫе пуҫӗпех парӑнса, Иисус ҫинчен Вӑл Христос иккенне уҫҫӑн кӑтарта-кӑтарта панӑ. 6Анчах та лешӗсем хирӗҫ тӑнӑран, усал сӑмахсемпе хӑртнӑран вӑл, хӑйӗн тумтирне силлесе, каланӑ вӗсене: сирӗн юнӑр — хӑвӑр пуҫӑр ҫинче; эпӗ таса; паянтан вара суя тӗнлисем патне каятӑп, тенӗ. 7Ӗнтӗ унтан кайнӑ та Ҫӳлхуҫана хисеплесе тӑракан Иуст ятлӑ пӗр ҫын патне пынӑ; унӑн ҫурчӗ синагогӑпа юнашар пулнӑ. 8Синагога пуҫлӑхӗ Крисп хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ; Ырӑ Хыпар илтсе, Коринф ҫыннисем те нумайӑшӗ ӗненнӗ те тӗне кӗнӗ. 9Павела ҫӗрле Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: ан хӑра, кала, калама ан чарӑн: 10Эпӗ санпала пӗрле, сана никам та усал тӑваймӗ — ку хулара Манӑн ҫыннӑм нумай, тенӗ. 11Павел вара Коринфра ҫулталӑк та ултӑ уйӑх вӗсене Турӑ сӑмахне вӗрентсе пурӑннӑ.
12Анчах та Ахаи проконсулӗ Галлион пулнӑ вӑхӑтра иудейсем, пӗр канашлӑ пулса, Павела ярса тытнӑ та сут умне илсе пырса: 13вӑл ҫынсене Турра мӗнле хисеплемеллине саккунри пек вӗрентмест, тенӗ. 14Павел ҫӑвар та уҫма ӗлкӗреймен-ха, Галлион иудейсене ҫапла каланӑ: эй иудейсем! калаҫу пӗр-пӗр киревсӗр ӗҫ ҫинчен е усал ӗҫ ҫинчен пулсан, манӑн сире итлесе пӑхма сӑлтав пулӗччӗ; 15анчах та сӑмахсем ҫинчен, ятсем ҫинчен, хӑвӑр саккунӑр ҫинчен тавлашатӑр пулсассӑн, хӑвӑрах татса парӑр, эпӗ ку тӗлӗшпе тӳре пулмастӑп, тенӗ. 16Лешӗсене ӗнтӗ сут тӑвакан ҫӗртен хӑваласа кӑларнӑ. 17Вара пурте синагога пуҫлӑхне Сосфена ярса тытнӑ та ӑна сут тӑвакан ҫурт умӗнчех хӗненӗ; Галлион ҫакӑншӑн пачах та пӑшӑрханман.
18Унта тата чылай кун пурӑннӑ хыҫҫӑн Павел, Турра сӑмах панипе, Кенхрейӑра ҫӳҫне кастарнӑ та, тӑвансенчен уйӑрӑлса, шывпа ишсе Сирие кайнӑ, унпа пӗрле Акилӑпа Прискилла та пынӑ. 19Эфес хулине ҫитсессӗн, Павел вӗсене ҫавӑнта хӑварнӑ та, хӑй синагогӑна кӗрсе, иудейсемпе калаҫа пуҫланӑ. 20Вӗсем ӑна хӑйсем патӗнче ытларах пурӑнма тимленӗ, анчах та вӑл килӗшмен, 21вӗсемпе уйӑрӑлнӑ чухне каланӑ: ҫывӑхарса килекен уява манӑн Иерусалимрах ирттермелле; Турра кирлӗ пулсан, эпӗ сирӗн патӑра татах килӗп-ха, тенӗ. Вара Эфесран тухса кайнӑ (Акилӑпа Прискилла Эфесрах юлнӑ). 22Кесарире анса юлнӑ хыҫҫӑн вӑл Иерусалима пынӑ; унта ӗненекен ушкӑнпа курӑнӑҫнӑ та Антиохие кайнӑ. 23Унта пӑртакҫӑ пурӑнсассӑн каллех ҫула тухнӑ, Галатипе Фриги ҫӗрӗсем тӑрӑх йӗркипе пырса, пур вӗренекене те тӗреклӗлентерсе ҫӳренӗ.
24Эфеса пӗр иудей — Аполлос ятлӑскер, Александрийӑра ҫуралнӑскер — пынӑ; вӑл питех те ӑста калаҫакан, Турӑ Ҫырӑвне тӗплӗ пӗлекен ҫын пулнӑ. 25Вӑл Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшне вӗреннӗ ҫын пулнӑ; Иоанн шыва кӗртнине ҫеҫ пӗлнӗ пулсан та, вӑл, чунтан тӑрӑшса, Ҫӳлхуҫа ҫинчен тӗрӗс вӗрентнӗ. 26Вӑл синагогӑра питӗ хӑюллӑн вӗренте пуҫланӑ. Акилӑпа Прискилла вӑл вӗрентнине илтнӗ те ӑна хӑйсем патне чӗнсе кӗртсе Ҫӳлхуҫа ҫулне тата тӗплӗрех ӑнлантарса панӑ. 27Аполлос Ахаие кайма шухӑш тытсассӑн, тӑвансем унти вӗренекенсем патне хыпар янӑ, вӗсене ӑна хапӑл тума ӳкӗтленӗ; унта ҫитсессӗн вӑл Турӑ тивлечӗпе ӗненме пуҫланисене нумай пулӑшнӑ, 28Иисус чӑн Христос иккенне Ҫырури сӑмахсемпе кӑтартса парса, вӑл иудейсене пӗтӗм халӑх умӗнче пӗр чӗнейми тунӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in