Апостолсен ӗҫӗсем 15
15
1Иудейӑран пынӑ хӑш-пӗр ҫынсем ӗненекен тӑвансене ҫапла вӗрентнӗ: Моисей йӑлипе ӳтӗре кастармасан ҫӑлӑнма пултараймастӑр, тенӗ. 2Павелпа Варнава вӗсемпе хытӑ тавлашнӑ, вӗсем хушшинче хирӗҫӳ тухнӑ, вара ҫав ӗҫ пирки Павелпа Варнавӑна тата хӑш-пӗр ӗненекенсене Иерусалима апостолсемпе пресвитерсем патне яма шутланӑ. 3Ҫапла вара ӗненекен ушкӑн вӗсене ӑсатса ярсассӑн, вӗсем Финикийӑпа Самари тӑрӑх кайнӑ, суя тӗнлӗ ҫынсем Христос енне ҫаврӑннине кала-кала кӑтартса, пур ӗненекен тӑвана та питӗ савӑнтарнӑ. 4Иерусалима пырса ҫитсессӗн вӗсене унти ӗненекен ушкӑн та, апостолсемпе пресвитерсем те хапӑл тунӑ; вӗсем вара хӑйсем урлӑ Турӑ мӗн-мӗн тунине, Вӑл суя тӗнлӗ ҫынсем валли ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпе каласа кӑтартнӑ. 5Ҫавӑн чухне фарисейсен ушкӑнӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем, ӗнтӗ ӗненекенсем, хирӗҫ тӑрса каланӑ: суя тӗнлисен ӳтне касас пулать, вӗсене Моисей саккунне тытса тӑма хушмалла, тенӗ.
6Апостолсемпе пресвитерсем ҫак ӗҫе татса пама пуҫтарӑннӑ. 7Нумайччен сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Петр тӑнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! эсир пӗлетӗр ӗнтӗ: Евангели сӑмахне суя тӗнлӗ ҫынсем ман чӗлхе-ҫӑвартан илтсе ӗненччӗр тесе, Турӑ малтанхи кунсенчех хамӑр хушшӑмӑртан мана суйласа илчӗ. 8Этем чӗрине пӗлсе тӑракан Турӑ пире панӑ пек, вӗсене те Таса Сывлӑш парса, вӗсене Хӑй кӑмӑл тунине пӗлтерчӗ; 9Вӑл пирӗнпе вӗсен хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та курмасть, мӗншӗн тесессӗн вӗсен чӗрине ӗненӳпе тасатрӗ. 10Аттемӗрсем те, эпир хамӑр та йӑтма пултарайман сӳсмене вӗренекенсен мӑйне тӑхӑнтартасшӑн пулса, эсир халӗ мӗншӗн Турра сӑнатӑр? 11Эпир Иисус Христос Ҫӳлхуҫа тивлечӗпе ҫӑлӑнатпӑр тесе ӗненсе тӑратпӑр, вӗсем те ҫавӑн пекех ҫӑлӑнӗҫ, тенӗ. 12Вара пӗтӗм пуху шӑпах пулнӑ, Варнавӑпа Павела итлесе тӑнӑ — вӗсем суя тӗнлӗ халӑхсем хушшинче Турӑ хӑйсем урлӑ мӗнле паллӑсем, хӑватсем туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 13Вӗсем калаҫма чарӑнсан, Иаков калама пуҫланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! мана итлӗр-ха: 14Турӑ суя тӗнлӗ ҫынсенчен Хӑй ячӗпе хисепленекен халӑх тума малтанах шутласа хунине пире Симон каласа ӑнлантарчӗ; 15пророксем ҫырнӑ сӑмахсем те вӑл каланипе пӗре килеҫҫӗ, унта ҫапла ҫырнӑ: 16-18«Ыттисем те, Ман ятӑм хӑйсен хушшине ҫитес халӑхсем те пурте Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнччӑр тесе, Эпӗ кайран каялла таврӑнӑп та Давидӑн пӑрахӑҫа тухнӑ кӗлӗ чатӑрне ҫӗнӗрен туса лартӑп, унта мӗн ҫӗмӗрӗлнине юсаса тирпейлӗп, ӑна унчченхи евӗрлех туса ҫитерӗп» тет ҫакӑн ҫинчен ӗлӗкех пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа. 19Ҫавӑнпа та эпӗ Турӑ енне ҫаврӑнакан суя тӗнлӗ ҫынсене кансӗрлемелле мар тетӗп. 20Вӗсем патне ҫыру ҫырса ярас: вӗсем йӗрӗхсене парне кӳнипе ирсӗрленнӗ апатран, аскӑнлӑхран, пӑвса вӗлернинчен, юн ҫиесрен сыхланччӑр, тата хӑйсемшӗн тутарасшӑн маррине ҫынна та ан туччӑр: 21Моисей саккунне вӗрентекенсем мӗн авалтанпах кашни хуларах пур, ӑна синагогӑсенче шӑматкунсерен вулаҫҫӗ, тенӗ.
22Вара апостолсемпе пресвитерсем мӗнпур ӗненекен ушкӑнпа пӗрле канаш тунӑ та, хӑйсем хушшинчен ҫынсем суйласа, вӗсене Павелпа Варнавӑпа пӗрле Антиохие яма шутланӑ, акӑ ҫаксене суйласа илнӗ: Варсава теекен Иудӑна тата Силана — тӑвансем хушшинче вӗсем пуҫ пулса тӑракан ҫынсем пулнӑ. 23Ӗнтӗ вӗсем урлӑ ҫакӑн пек ҫыру парса янӑ: «Апостолсемпе пресвитерсем — сирӗн тӑванӑрсем — суя тӗнрен чӑн тӗне кӗнӗ Антиохири, Сирири, Киликири тӑванӑмӑрсене савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 24Эпир пирӗн патӑмӑртан пынӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире хӑйсен сӑмахӗпе хӑратса пӗтерни ҫинчен илтрӗмӗр, вӗсем, «ӳт кастармалла, Моисей саккунне тытса тӑмалла» тесе, сирӗн чунӑрсене иккӗлентерсе хӑварнӑ иккен, эпир вӗсене апла калама хушманччӗ; 25ҫавӑнпа эпир пухӑнтӑмӑр та, пурте пӗр шухӑшлӑ пулса, ҫынсем суйласа илсе, вӗсене хамӑрӑн юратнӑ Варнавӑпа, Павелпа пӗрле сирӗн пата яма шутларӑмӑр; 26Варнавӑпа Павел — хӑйсен чунне Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗшӗн панӑ ҫынсем. 27Ҫапла ӗнтӗ эпир сирӗн патӑра Иудӑпа Силана ятӑмӑр; вӗсем сире ҫакна сӑмахпа каласа та ӑнлантарӗҫ: 28Таса Сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине чи кирлисӗр пуҫне урӑх ҫӗклем хурасшӑн мар, 29сирӗн йӗрӗхсене кӳнӗ парнесенчен, юнран, пӑвса вӗлернинчен, аскӑнлӑхран сыхланмалла, хӑвӑршӑн тутарасшӑн маррине ҫынна та тумалла мар. Ҫапла туса тӑрсассӑн эсир тӗрӗс тӑватӑр. Сывӑ пулӑр».
30Антиохие янӑ ҫынсем ҫитнӗ те, халӑха пуҫтарса, ҫырӑвне вӗсене панӑ. 31Лешӗсем ӗнтӗ вуласа пӑхнӑ та ҫапла вӗрентсе янӑшӑн питӗ савӑннӑ. 32Иудӑпа Сила, хӑйсем те пророк пулнӑ май, тӑвансене нумай каласа вӗрентнӗ, вӗсене йӑлтах ӗнентернӗ. 33Унта пӗр вӑхӑт пурӑннӑ хыҫҫӑн тӑвансем вӗсене канӑҫлӑх сунса апостолсем патне ӑсатса янӑ. 34Анчах та Сила ҫавӑнтах юлма шухӑш тытнӑ. (Иуда вара Иерусалима таврӑннӑ.) 35Павелпа Варнава ӗнтӗ Антиохире юлнӑ; унта вӗсем ытти чылай ҫынпа пӗрле Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗрентсе, Ырӑ Хыпар сарса пурӑннӑ.
36Пӗр вӑхӑт пурӑнсан Павел Варнавӑна каланӑ: атя-ха хамӑр унччен Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗрентсе ҫӳренӗ пур хулана та тӑванӑмӑрсем патне ҫитсе курар — вӗсем епле пурӑнаҫҫӗ-ши, тенӗ. 37Варнава хӑйсемпе пӗрле Марк теекен Иоана та илсе каясшӑн пулнӑ. 38Анчах та Павел ӑна илесшӗн пулман: Марк, унччен вӗсенчен Памфилире уйӑрӑлса юлса, хӑйсене хушса янӑ ӗҫе тума вӗсемпе пӗрле пыман. 39Ҫавна пула тавлашу тухнӑ та, вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ; Варнава Марка илнӗ те шывпа ишсе Кипра кайнӑ; 40Павел хӑй валли Силана суйласа илнӗ; тӑвансем ӑна, Турӑ тивлетне шанса, ҫула кӑларса янӑ. 41Вӑл вара, Сирипе Килики тӑрӑх кайса, ӗненекен ушкӑнсене тӗреклӗлентерсе ҫӳренӗ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗсем 15: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.