Маккавейсен 3-мӗш кӗнеки 5
5
1Ҫавӑн чухне патша, шутсӑр ҫилленсе кайнӑскер, яланхи курайманлӑх туйӑмӗнчен хӑтӑлма пултарайманскер, сӑлан пӑхакан Ермона чӗнтернӗ те ӑна тепӗр кунне сӑлансене пилӗкҫӗрӗшӗпех мӗн май пур таран ытларах латӑн ҫитерме, мӗн тӑраничченех шӗветмен эрехпе шӑварма, вара, ытлашши ӗҫтернипе усалланса ҫитсен, вӗсене вилме пӳрнӗ иудейсем ҫине кӑларса яма хушнӑ. 2Ҫавӑн пек хушу парса, уйрӑмах иудейсемпе тӑшманла тӑракан тусӗсемпе ҫар ҫыннийӗсене чӗнсе, вӑл вӗсемпе пӗрле ӗҫке тухса кайнӑ; сӑлан пӑхакан Ермон вара патша хушнине тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫланӑ. 3Ҫак ӗҫе тума уйӑрнисем каҫхине хайхи мӗскӗнсен аллине ҫыха-ҫыха тухма пуҫтарӑнса кайнӑ, ыттисем ӗнтӗ, ҫӗр ҫӗрленӗ хыҫҫӑн иудейсем пӗтӗмпех пӗтӗҫ тесе, вӗсене сыхлас ӗҫе йӗркеленӗ. 4Суя тӗнлисене иудейсем нимӗнле хӳтлӗхсӗр тӑрса юлнӑ пек туйӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене пур енчен те хаяррӑн хӗссе тӑнӑ; кусем вара Пурне те Пултаракан Ҫӳлхуҫана, пур пуҫлӑх Пуҫлӑхне, хӑйсенӗн хӗрхенекен кӑмӑллӑ Туррине, Ашшӗне, тархасласа чӗннӗ, пурте вӗҫӗмсӗр куҫҫулӗпе макӑрса чӗннӗ — мухтавлӑн курӑнса, усал шухӑш тытнисен ӗҫне сирсе яма, хӑйсем валли хатӗрлесе хунӑ вилӗмрен ҫӑлса хӑварма тархасланӑ.
5Вӗсенӗн чун-чӗререн тунӑ кӗлли тӳпене ҫӗкленнӗ. Ермон, ахаль те чарма ҫук сӑлансене эрехпе латӑн панӑ хыҫҫӑн тулӑххӑн шӑварса, ирхине ҫакӑн ҫинчен патшана пӗлтерме кермене кӗнӗ. 6Анчах Турӑ патшана тарӑн ыйха янӑ пулнӑ — ҫакӑ ырӑ парнене Вӑл мӗн ӗмӗртен кама ярса парас тет, ҫавна ҫӗрле те, кӑнтӑрла та ярса парать. 7Турӑ ҫапла тунипе тутлӑ та тарӑн ыйха путнӑскер, патша ӗнтӗ тума шутласа хунӑ йӗркесӗр ӗҫӗ ҫинчен те манса кайнӑ, ҫирӗп шухӑшӗ те пачах пуҫран тухса ӳкнӗ. 8Иудейсем вара, палӑртса хунӑ сехетрен хӑтӑлса, хӑйсенӗн Сӑваплӑ Туррине мухтанӑ, татах тархасланӑ, Вӑхӑтра Килӗштерекене суя тӗнпе пурӑнакан мӑнаҫлӑ ҫынсене Хӑйӗн сылтӑм аллийӗн пурне те пултаракан вӑйне кӑтартма йӑлӑннӑ. 9Тӑхӑр сехет ҫурӑ иртсессӗн, хӑна йыхӑрас тӗлӗшпе патшана пӑхӑнса тӑраканӗ, чӗннӗ ҫыннисем пухӑнса ҫитнине кура, патшана вӑратма кӗнӗ. Ӑна аран-аран вӑратса, ӗҫкӗ вӑхӑчӗ иртсе пынине пӗлтернӗ, хӑйне хушнӑ ӗҫе йӑлтах пурӑнӑҫлани ҫинчен те каланӑ. Вӑл каланине тӑна илсе патша ӗҫме ӑсаннӑ, ӗҫке килнисене кӗрекене хӑйне хирӗҫех вырӑнаҫса ларма хушнӑ. 10Ҫакна тунӑ хыҫҫӑн вӑл ӗҫке пухӑннисене ӗҫкӗн ҫак тапхӑрне питех те савӑнӑҫлӑн ирттерме хавхалантарса тӑнӑ. 11Вӑраха кайнӑ калаҫу вӑхӑтӗнче патша, Ермона чӗнсе илсе, хыттӑн та хаяррӑн: иудейсене мӗнле сӑлтава пула паянхи куна пурӑнса ирттерме май панӑ? тесе ыйтнӑ. 12Ермон хӑйне мӗн хушнине ҫӗрлех туни ҫинчен пӗлтернӗ, патша тусӗсем те ҫавнах ҫирӗплетсе панӑ. Патша вара, хаяр чухне Фаларисран та тискерскер, иудейсем манӑн паянхи ыйхӑма тав тума тивӗҫлӗ тенӗ, 13«эсӗ вара ҫав усал иудейсене пӗтермешкӗн сӑлансене ыранхи куна та паянхи пекех хатӗрлесе тӑрат» тенӗ. 14Патша ҫапла каласассӑн, пухӑннисем пурте кӑмӑллӑн та хаваслӑн хӑйсем ӑна ырланине пӗлтернӗ, вара кашнийӗ харпӑр хӑй килне саланнӑ. Ҫӗрлехи вӑхӑта вӗсем ҫывӑрнинчен ытларах пӗр айӑпсӑрах усал ҫынсен шутне кӗртнӗ иудейсене мӗнлерех мӑшкӑл кӑтартмалли ҫинчен шухӑшласа ирттернӗ. 15Ирхине ирех, автан авӑтса ярсанах, Ермон сӑлансене анлӑ картишне хӑваласа кӑларнӑ та вӗсене кӑралантарса яма тытӑннӑ. Хула халӑхӗ, тул ҫутӑласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе, хурлӑ ӗҫе курма ушкӑнӑн-ушкӑнӑн кӗпӗрленсе пуҫтарӑннӑ. 16Чун-чӗрипе ҫунса тухасла, иудейсем куҫҫулӗ юхтарса, хурлӑхлӑ юрӑсем юрласа пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтунӑ, аллисене тӳпенелле ҫӗклесе, аслӑран та аслӑ Турра каллех хӑйсене васкавлӑн пулӑшу пама тархасланӑ. 17Хӗвел тухса сарӑлма та ӗлкӗреймен-ха, патша та хӑйӗн тусӗсемпе ларнӑ-ха — ун умне Ермон пырса та тӑнӑ, патша мӗн ӗмӗтленни йӑлтах хатӗрри ҫинчен пӗлтерсе, ӑна тухма чӗннӗ. 18Ҫакна илтсессӗн, хӑйне кӗтмен ҫӗртен тухма чӗннинчен тӗлӗнсе, вӑл пурин ҫинчен те йӑлтах манса кайнӑ та: эсӗ ҫапла васкавлӑ тунӑ ӗҫ мӗнлескер вара вӑл? тесе ыйтнӑ. Ку ӗнтӗ пуриншӗн те пуҫ пулса тӑракан Турӑран килнӗ: Вӑл патшанӑн ӑстӑнне унччен мӗн шутласа кӑларнине йӑлтах манӑҫтармалла тунӑ. 19Ермонпа пӗтӗм тусӗ патшана ҫапла каласа ӑнлантарнӑ: эй патшамӑр! хӑв ҫине тӑрсах хушнипе сӑлансемпе ҫара хатӗрлесе тӑратнӑ ӗнтӗ, тенӗ. 20Ҫак сӑмахсем патшана питех те тарӑхтарса янӑ, — ӗнтӗ Турӑ ҫапла тунипе вӑл мӗн шухӑшласа хуни пӗтӗмпех арпашӑнса кайнӑ, — патша вара куҫӗсене ялкӑштарса юнавлӑн каланӑ: 21эхер те санӑн аҫу-аннӳ е ачу-пӑчу пулнӑ пулсассӑн, вӗсем пӗр айӑпсӑр иудейсем вырӑнне — маншӑн та, манӑн аттесемшӗн те яланах шанчӑклӑ пулнӑ ҫынсем вырӑнне — тискер кайӑкшӑн пехетлӗ апат пулатчӗҫ. Мана чаруллӑ пулма вӗрентмен пулсассӑн, санӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫӳсем пулман пулсассӑн, вӗсем вырӑнне вилӗм аллине эсӗ лекнӗ пулӑттӑн, тенӗ. 22Ҫак кӗтмен хӑрушӑ юнава илтсессӗн, Ермонӑн пичӗ-куҫӗ те улӑшӑнса кайнӑ; патша тусӗсем вара кашниех унтан питӗ кӑмӑлсӑррӑн тухнӑ, пухӑннисене пурне те кашнинех хӑйӗн вырӑнне янӑ. 23Иудейсем, патшанӑн кӑмӑлӗ ҫапла ырӑ енне сулӑнни ҫинчен илтсессӗн, Турра, патшасенӗн Патшине, хӑйсене пулӑшу панӑшӑн аслӑласа мухтанӑ.
24Патша унчченхи йӑлапа каллех ӗҫкӗ-ҫикӗ тапратнӑ, хӑнисене савӑнма-хавасланма хавхалантарнӑ. Ермона вара чӗнсе илнӗ те хаяррӑн: киревсӗр этем, манӑн сана пӗр япала пиркиех миҫе хутчен хушмалла? Иудейсене пӗтерме ир тӗлне сӑлансене каллех хатӗрлесе тӑрат, тенӗ. 25Вара патшапа пӗрле ларакан тӑванӗсем унӑн улӑшӑнса тӑракан шухӑшӗнчен тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: патша, эсӗ пире, айван вырӑнне хунӑ пек, нумайччен сӑнасшӑн-и капла? Ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хут иудейсене пӗтерме хушатӑн, ӗҫне тӑвасси патне ҫитсессӗн вара ху мӗн хушнине каллех пӑрахӑҫа кӑларӑн-и? 26Ҫакна пула, кӗтсе тӑнипе, хула та канӑҫсӑр, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе халӑх пухӑнса тулнӑран тӑтӑшах вӑрӑ-хурахла ҫаратас хӑрушлӑх та сиксе тухать, тенӗ. 27Ҫакӑн хыҫҫӑн патша, Фаларис пекех йӑлтах ӑссӑрланса ҫитсе, кӑмӑлӗ хушӑран-хушӑ иудейсем майлӑ ҫаврӑннине нимӗн вырӑнне хумасӑр, 28усаллӑн тупа тусах, иудейсене сӑлансемпе таптаса-лутӑркаса тухса, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тамӑка яма хушнӑ, унтан Иудейӑна ҫарпа кайма, ӑна часах вутпа та хӗҫпе тӗп тума, хӑйне кӗме юраман Ҫурта вут тӗртсе ҫунтарма, унта парне кӳрес текенсемшӗн ӑна яланлӑхах пуш-пушӑ тӑратса хӑварма пулнӑ. 29Вара тусӗсемпе тӑванӗсем питех те савӑнса саланнӑ та, хӑйсем пӗлнӗ пек, хурал тӑратма хулари меллӗ вырӑнсене ҫарсем вырӑнаҫтарса тухнӑ. 30Сӑлан пӑхакансен пуҫлӑхӗ вара, ҫав тискер кайӑксене латӑнпа хутӑштарнӑ ырӑ шӑршӑллӑ эрехпе шӑварса урса каяс патнех ҫитернӗскер, вӗсем ҫумне хӑрушӑ вӑрҫӑ сӑпрайӗ ҫыха-ҫыха лартнӑ, вара ир-ирех — халӑх та ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе, хуларан тухса, лашасене ӑмӑртса чуптармалли вырӑна васканӑ чухне — кермене пынӑ та патшана ӗнтӗ тумалли ӗҫ ҫинчен аса илтернӗ. 31Патша, усал шухӑш тытса вӑйлӑ ҫилӗпе тулса ҫитнӗскер, хӗрхенӳсӗр чӗреллӗ пулнӑран иудейсен хурлӑхлӑ та инкеклӗ вилӗмне хӑйӗн куҫӗпе курасчӗ тесе сӑлансемпе пӗрлех тапранса тухнӑ. 32Иудейсем, хапхаран тухнӑ сӑлансене, вӗсемпе пӗрле пыракан кӑрал тытнӑ ҫара тата йышлӑ халӑх ҫӗкленӗ тусана курсассӑн, хыттӑн кӑшкӑрашнине илтсессӗн, хӑйсен пурӑнӑҫӗн юлашки саманчӗ ҫитрӗ, мӗскӗнленсе кӗтсе тӑни вӗҫленсе килчӗ тесе шухӑшланӑ. 33Вӗсем йӗре-йӗре пӗр-пӗрне чуптунӑ, кӑшкӑрса макӑрнӑ, тӑванӗсене — ашшӗсем ывӑлӗсене, амӑшӗсем хӗрӗсене — мӑйӗнчен уртӑнса ыталанӑ, 34хӑшӗсем вара тин ҫуралнӑ ачине, юлашки хут ӗмӗртсе, кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртанӑ. 35Ҫапах та, унччен хӑйсем патне тӳперен пӗрре ҫеҫ мар пулӑшу аннине асра тытса, вӗсем, ачисене кӑкӑртан уйӑрса, пурте пӗр шухӑшлӑн ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, 36вара пур тӗрлӗ пуҫлӑха та тытса тӑракан Пуҫлӑха чунтан-вартан тархасланӑ, хӑйсене, ӗнтӗ тамӑк хапхи умӗнчех тӑраканскерсене, хӗрхенме, пулӑшу пама йӑлӑннӑ.
Currently Selected:
Маккавейсен 3-мӗш кӗнеки 5: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.